01 апреля 2017 г.
Ял çыннисемпе ирттерекен тĕрлĕрен тĕл пулăва тăтăшах хутшăнма тивет. Ытларах чухне çынсем çул, шыв, тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвĕсене хускатни вăрттăнлăх мар. Тĕрĕссипе вара тасалăхпа тирпейлĕхĕ ытларах хамăртанах килет тейĕпĕр. Шыв ыйтăвне ниепле те татса пама май килмест пулсан, алă усса ларма шухăшламан çын хăйĕн хуçалăхĕнче çăл алттарма май çитерме пултарать. Анчах та ял хушшипе йĕркеллĕ çул тăвассин ыйтăвне ял çыннисем хăйсем тĕллĕн кăна ниепле те татса парайрас çук пулĕ, вырăнти ял тăрăхĕн çити-çитми бюджечĕшĕн те çакă вырăнтан хускатма йывăр лав пулса тăрать.
Акă Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан А.В. Алексеева та ял çыннисене тахçантанпах канăç паман çул ыйтăвнех хускатать. Çапах та калаçăва вăл хăйĕн çырăвĕнче асăннă ырă самантранах пуçлас килет. Мĕншĕн тесен çитменлĕхпе пĕрлех ыррине курма пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Анна Васильевна ял çыннисен ячĕпе Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Анатолий Кузьмина пысăк тав сăмахĕ калать. Иртнĕ хĕл кунĕсенче ял хушшинчи урамра электричество хунарĕсене çĕнĕрен вырнаçтарса панă пирки асăнать. Унччен вара çынсем тĕттĕм каçсенче урамра çутăсăрах пурăннă. Владислав Васильев электрикпа пĕрле вĕсем кану кунĕсем пулнине уяса тăмасăрах, мĕнле çанталăк пулнине пăхмасăрах, çынсен ыйтăвне татса парассишĕн тимленĕ. Халĕ ял çыннисем кăмăллă, урамра çĕрле çутă. Ял тăрăхĕн администрацине тав сăмахĕ калаççĕ вĕсем.
Ял урамĕнче çул тăвасси пирки калаçу пуçарас пулсан, ку ыйтăва вăрманкассисем хускатни пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ. Ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Никитинпа тĕл пулса калаçнă май уçăмлатма май килчĕ. 2005 çултах ялта çул тума проектпа смета документацине хатĕрлени пирки калать Анна Васильевна. Ун чухнехи саккунпа ялсенче çул тăвасси, çавна валли проектпа смета документацине хатĕрлесси пĕтĕмпех ял тăрăхĕн полномочийĕнче шутланнă. Сăмах федерацин 2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнчи 131-ФЗ номерлĕ "Об общих принципах организации местного самоуправления в Российской Федерации" Саккунĕ пирки пырать. Тумалли çул тăршшĕ 2,1 километр. Вăл Вăрманкассинчи Центральная тата Советская урамсемпе иртмелле. Çул тумалли ĕç проекчĕ 2006 çулхи март уйăхĕнче Чăваш Республикин Строительство министерствин экспертизи витĕр тухнă. Çул тумалли ĕçсен смета хакĕ 29 млн тенкĕне яхăн пулнă. Ку вăл 2005 çулхи пĕрремĕш кварталти хаксемпе шутласан.
Паллă ĕнтĕ, çакăн чухлĕ укçа ял тăрăхĕн бюджетĕнче ниепле те пухăнма пултараймастех. Çавăнпа та çул тăвассин ыйтăвне вăхăтлăха, укçа-тенкĕ тупма май киличчен, кун йĕркинчен кăларма тивнĕ.
2015 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче вара Чăваш Республикин "О перераспределении полномочий в области дорожной деятельности по проектированию, строительству, реконструкции автомобильных дорог общего пользования местного значения между органами местного самоуправления городских, сельских поселений и муниципальных районов Чувашской Республики и органами государственной власти Чувашской Республики" Саккунне йышăнчĕç. Çапла вара 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ял хушшинчи пурте усă куракан автомобиль çулĕсене тăвасси, проектсене хатĕрлесси пирки йышăнăва Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн "Управление автомобильных дорог Чувашской Республики" хысна учрежденийĕ кăна тума пултарать.
Владимир Германович каласа панă тăрăх, çырура асăннă çула тума проектпа смета документацине туса хатĕрлеме заявкăпа çÿлерех асăннă хысна учрежденине тухĕç. Документацие хатĕрлесе çитернĕ хыççăн ку çула тăвассине республикăн çул-йĕр хуçалăх ĕçĕсен 2018 çулхи е хыççăнхи çулсен программине кĕртме пултарĕç. Паллă ĕнтĕ, çакă вара чи малтанах республика бюджетĕнче те, вырăнти бюджетра та укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулнипе çыхăнни пирки те манма кирлĕ мар.
"Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕ çине татах тепĕр шăнкăрав - Çатракасси ял тăрăхĕнчи Çатракасси ялĕнчи Привольная урамра пурăнаканран та пулнăччĕ. Шăнкăравлакан арçын каласа панă тăрăх, урам ячĕ питĕ илĕртÿллĕ пулин те, кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсем ун пекех савăнăçлă мар. Çурхи е кĕрхи йĕпе-сапа вăхăтĕнче çул çуккипе çынсем питĕ нуша кураççĕ. Çитменнине урамĕ те тÿрĕ вырăнта мар, çырма-çатраллă çĕрте вырнаçнă. Кунти урамра пурăнакансен йывăр условийĕсене 10 çула яхăн тапхăр маларах Чăваш телевиденийĕ те ÿкерсе кайни пирки калать шăнкăравлакан. Анчах паянхи куна та çул çук, лав ниепле те вырăнтан тапранаймасть.
Редакцие шăнкăравлакан арçынна Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан Анна Алексеевăна панă хуравпах çырлахтарма тивет пулĕ те, çапах та район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕн Владимир Никитинăн шухăшне те пĕлес терĕм. Çаплах, çĕннине нимĕнех те пĕлтерме е шантарма май килмест. Владимир Германович каласа панă тăрăх, кун пек йĕркеллĕ çулсăр ялсем пирĕн районта сахалах мар-ха. Ял хушшисенче çул тумалли 300 километра яхăн. Ку вăл пирĕн районта. Республикипе вара; Вăрттăнлăх мар, ялсенчи çулсен пахалăх шайĕ енĕпе лару-тăру пирĕн районтинчен те япăхраххисем республикăра чылай.
Паллă ĕнтĕ, апла пулин те çакă лăпланса пурăнмалли пирки каламасть. Макăрман ачана кăкăр ĕмĕртмеççĕ тесе чăвашсем ахальтен каламан. Пирĕн район, район администрацийĕ çул-йĕр строительстви енĕпе федераци тата республика шайĕнчи пур программăна та анлăн хутшăнать. Акă икĕ çул каялла республикăра ялсенче вак чул сарса хытарнă çулсем тăвассипе ятарлă программа ĕçлеме тытăнчĕ. Владимир Германович каласа панă тăрăх, ял çулĕсене тăвассипе программăна харăсах районти 7 объекта кĕртме май килнĕ. Ку объектсенчи ĕçсем кăçал вĕçленĕç. Вăл шутра Çатракасси ял тăрăхĕнчи Кашмаш ялĕнчи Яриков урамĕнче те çĕнĕ çула туса пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ. Кăçал вара кун пек çулсене Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Отарккă тата Юнкă ял тăрăхĕнчи Кăпас ял урамĕсенче тума тытăнма пăхнă.
Автомобиль çулĕсене юсассипе Шупашкар хулин агломерацийĕн шутĕнче пирĕн район федераци программине кĕме пултарни те районшăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май район территорийĕнчи çулсене юсама района кăçал 43,5 млн тенкĕ уйăрса параççĕ.
Апла пулин те район администрацийĕ çулсене юсама тата тума республика е федераци укçа-тенкĕ уйăрасса кăна кĕтсе лармасть, хăйĕн вăйĕпе, хăйĕн укçи-тенкипе те çуллен çак ĕçсене сахал мар пурнăçлать. Анчах епле пулсан та пур çула та харăссăн тума, пур ыйтăва та пĕр-ик çул хушшинче татса пама ниепле те май çук.
Çапах та çĕнĕлĕхсем, майсем çук тесе каламăпăр пулĕ. Акă пуçарулăх бюджечĕ пирки шухăшласа пăхни те ытлашши мар пек туйăнать. Сăмах вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене ял çыннисем, вырăнти ял тăрăхĕ, кунти предприяти-организацисем пĕрле хутшăнса татса парасси пирки пырать. Кун пек пуçарулăх пулсан, кун пеккисене республика та укçа-тенкĕ уйăрса пулăшĕ. Сăмах май, кун пек пуçарулăхпа пурнăçа кĕртме хатĕрленекен проектсем районта та пур ĕнтĕ.
"Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.