Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ хресчен хире васкать

29 марта 2017 г.

Кун таврăнсан çур акине кĕтсех тăр: сиссе те юлаймăн, кăнтăртан тăртăр-и тесе ыйтса юрлакан тăрисем вĕçсе килĕç, хĕвел ăшшипе çурхи çил вăйĕ уй-хире юртан тасатĕç, хресчен умне черетлĕ ака-суха тухĕ. Апла пулсан ăна тулли вăй-халпа кĕтсе илсе вăхăтра, технологипе килĕшÿллĕ ирттересси - хресченĕн умри тивĕçĕ.

Умра чи ответлă тапхăр пулнине ăнланса çĕр ĕçченĕ паян ирне-каçне пăхмасăр çĕр-аннемĕр умĕнчи яваплăха туйса сухапуçне ĕçе хатĕрлет. Епле шайра-ха хатĕрленÿ; Çак ыйту çине тулли хурав парассипе иртнĕ эрнекун, пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче, район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районти пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, ытти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен, инженерĕсемпе агрономĕсен çур аки умĕнхи йăлана кĕнĕ конференцийĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ       Р. Тимофеев уçса ертсе пычĕ.

Конференци ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнни Муркашсем çур акине хатĕрленесси çине пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет тесе шутлатăп.

Сергей Геннадьевич хăйĕн сăмахĕнче республика çур акине епле хатĕрленни çинче чарăнса тăчĕ: "Умри ĕçсен калăпăшĕ пысăкки пурин те пĕр тĕллевлĕ пулмалли пирки калать. Пĕрлехи вăйпа пирĕн кăçал 585 пин гектар çĕр шуратса хăвармалла. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 8,7 пин гектар нумайрах. Тĕллевсем пысăкки çĕр ĕçченне патшалăх пулăшăвĕпе ытларах усă курма хистет. Кăçал ял хуçалăхне патшалăх енчен 2256,8 миллион тенкĕлĕх - пĕлтĕрхинчен 6,7 процент ытларах - пулăшу уйăрма пăхнă пулсан, паянхи куна пирĕн хресченсем 220 миллион тенкипе усă курнă та. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8 хут нумайрах. Çакăнта Муркашсем те кайрисен ретĕнче мар. Патшалăх пулăшăвĕпе çителĕклĕ усă курса эсир кăçал пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене ытларах пусă çаврăнăшне кĕртесси иккĕлентермест".

Агрономсемпе инженерсен çур аки умĕнхи конференцийĕнче паянхи ĕç-хĕлпе тата умри тĕллевсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх управленийĕн пуçлăхĕ В. Ананьев паллаштарчĕ.

ĂнăÇу хамăр алăра

Сивĕсем иртнĕ май çуркунне вăй илсех пырать. Кĕçех уй-хирсенчи юр айĕнчен кĕртрисемпе нумай çул ÿсекен культурăсем тухĕç, хресчен вĕсене апатлантарма, хире нÿрĕк тытса хăварма тухĕ. Унпа пĕрлех шутлă кунсенче ака ĕçĕсем пуçланĕç. Пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллашсан çак ответлă тапхăра хатĕрленесси районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче иртнĕ çулхинчен ăнăçлăрах пыни курăнать. Хатĕрленÿ çÿллĕрех шайра пулни ака-суха ĕçĕн пахалăхне те ÿстерме пулăшмалла.

- Ют çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе экономика санкцийĕсем тăратнă вăхăтра кĕтсе илетпĕр эпир кăçалхи çур акине. Ыранхи ăнăçу хамăр алăра çеç пулнине çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланса илчĕ ĕнтĕ. Çавăнпа çур акине пысăк пахалăхпа ирттересси паян кун йĕркинче чи малти вырăнта тăрать. Унран пĕлтерĕшлĕреххи халĕ çĕр ĕçченĕшĕн çук. Çавăнпа та паян пирĕн çур акине хатĕрленессипе кашни ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрмалла: пулас ăнăçу паян пĕтĕмпех хамăр алăра,- терĕ Владислав Кириллович район администрацийĕ çĕр ĕçченĕсен ĕçлеслĕхне шаннине палăртса.

Конференцири сăмах районти çĕр ĕçченĕн иртнĕ çулхи ÿсĕмĕсене тишкернинчен пуçланчĕ. Пĕлтĕр пирĕн хуçалăхсем ял хуçалăх продукцине пĕтĕмĕшле 2,9 миллиард тенкĕлĕх туса илнĕ (республикăри 5-мĕш кăтарту). Ял хуçалăх производствин индексне 103,8 процента çитерсе (4-мĕш вырăн) район 2016 çулта ĕç кăтартăвне ÿстерессипе ырă ята тивĕçнĕ. Çурçĕр районсем хушшинче экономика ăмăртăвĕнче 3-мĕш вырăна тухни те çавнах çирĕплетет.

Иртнĕ çул районти ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе виçĕм çулхинчен 7 процент ытларах (742 миллион тенкĕлĕх) продукци туса илме хевте çитернĕ. Çак кăтартуран 105,8 миллион тенкине ÿсен-тăран отраслĕ панă. Апла çур аки пĕлтерĕшĕ палăрмаллах пысăк. Çурхи ĕçсем выльăх-чĕрлĕхшĕн те иккĕмĕш вырăнта пулманнине шутласан ака хакĕ татах ÿсет.

ĔÇ калăпăшĔ пысăк

Районта кăçал тырă-пулă лаптăкĕ пурĕ 26,3 пин гектар йышăнмалла. Çак виçере кĕртрисем - 6,8 пин гектар. Уйрăмах пысăк лаптăксем "Передовик" (1017 гектар), "Ударник" (850 гектар), Суворов яч. хис. (625 гектар) хуçалăхсенче.

Уйрăммăн илсен, çуртрисене районĕпе 13,1 пин гектар çинче акса хăвармалла. ЧР Ял хуçалăх министерствипе район администрацийĕ ял хуçалăхне аталантарассипе тунă килĕшÿпе пирĕн çĕр ĕçченĕн тĕштырăсăр пуçне 400 гектар çĕр улми, 105 гектар пахча çимĕç, 320 гектар техникăлла культурăсем акса-лартса ÿстермелле. Кунсăр пуçне пĕр çул ÿсекен курăксем 2100 гектар, 1750 гектар (2016 çулхинчен 3 хут нумайрах) кукуруза акмалла. Унăн 1250 гектарĕ - тырăлăх, 500 гектарĕ - силослăх.

Умри ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк маррине курса тăрса кашни хуçалăхрах паян ака-сухана хатĕрленсе çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Уйрăм тимлĕх - техника тĕлĕшпе. Патшалăх техника надзорĕн кăтартăвĕсемпе районти пĕрлешÿллĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче 785 трактор пур. Пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ĕçлекен 179 трактортан 171 единици, культиваторсен 94 проценчĕ, сеялкăсен 95 проценчĕ çеç юсавлă пулни тата çывăх вăхăтра вĕсене техника тĕрĕслевне тăратмалли механизаторсемпе юсавçăсем умĕнче ĕç чылай пулни пирки калать. Кунпа пĕрлех сĕрмелли-çунтармалли материал янтăласси те ыранхи куна хăвармалли ĕç мар.

Çур акине вăхăтра та пахалăхлă ирттерме хуçалăхсене минераллă удобрени 1129 тонна кирлĕ. Хальлĕхе вăл 275,7 тонна çеç пур. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.

Ĕçлесен пурăнма та, аталанма та пулатех. Инженерсемпе агрономсен конференцийĕ пĕлтĕрхи кăтартусене тĕпе хурса 2017 çул валли тĕллевсем палăртрĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика