Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвестици илĕртÿлĕхĕ ÿссе пырать

29 марта 2017 г.

 Район администрацийĕнче инвестици политикин канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусене тишкернĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев инвестици ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Инвестици проекчĕсене явăçтарни налук тупăшĕпе тата ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе кăна çыхăнман, çакă çынсен пĕтĕмĕшле пурнăçĕ çине ырă витĕм кÿрет.

Иртнĕ çулхи кăтарту тăрăх, тĕп капитала хывнă инвестици калăпăшĕ 187,8 миллион тенкĕ пулнă (2015 çулхипе танлаштарсан 147,6 процент), вăл шутра аякран явăçтарнă укçа-тенкĕ - 119,7 миллион, харпăр хăй укçи - 68,1 миллион. Владислав Кириллович çавăн пекех çак çулта вăя кĕртмелли объектсем çинче те чарăнчĕ. Район территорийĕнче çак ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕкех мар.  

Ку тĕлĕшри малашнехи - 2020 çулчченхи - ĕç-хĕле пурнăçлама "О комплексной инвестиционной программе развития района на 2015 - 2020 годы" муниципалитет программи вăйра тăрать. Ĕçе тухăçлăрах йĕркелессинчи тĕп тĕллев инвестици илĕртÿлĕхне татах та ытларах ÿстересси пулса тăрать. Районăн инвестици потенциалĕн актуаллă информацийĕпе районăн официаллă сайтĕнче паллашма пулать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев инвестици лаптăкĕсем тĕлĕшпе оперативлă информаци пухассине вăйлатма, объектсене инвестици тĕлĕшпе тухăçлăрах усă курма сĕнчĕ.

Район территорийĕнче пуçаруллă çын сахал мар. Кăçал хресчен (фермер) хуçалăхĕсене пулăшассин республика проектне хутшăнас текенсен шухăш-кăмăлне те итлеме май килчĕ ларура. Акă, тĕслĕхрен, Оринин ял тăрăхĕнчи Александр Порфирьев çĕнĕ проект вăя кĕртес шухăшлă. Вăл пĕр пин тăваткал метр çинче теплица хуçалăхне аталантарассипе ĕçлеме палăртать.

- Теплица лаптăкĕ пысăк пулмалла, çĕнĕ          йышши мелпе ĕçлесшĕн. Кăçал купăста лартса ÿстересшĕн, каярах вара - хăярпа   помидор та, - паллаштарчĕ проектпа Александр Владимирович.

Тепĕр пуçаруçă хăйĕн проектне Малиновка ялĕнче вăя кĕртесшĕн - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесшĕн. Вĕсен ĕçĕпе паллашнă хыççăн Р. Тимофеев сĕнÿсем пачĕ, çĕр, шыв тата ытти ыйту йăлтах вăхăтра пурнăçламаллине палăртрĕ.    

Ларура сăмах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, район территорийĕнчи кашни ял тăрăхĕ инвесторшăн хăйне майлă кăсăклă. Çак çулта кашни ял тăрăхĕнче пĕрререн кая мар проект вăя кĕртме палăртнă.

Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никифорова вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, территори пысăк мар, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çук. Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх çак çулта Купăрля ялĕнче пăру сарайĕ юсама, çак ĕçе 1,5 миллион тенкĕ укçа хывма палăртнă. Çавăн пекех хуçалăх икĕ миллион тенкĕне яхăн техника çĕнетес шухăшлă. Юрпаш ялĕнче уйрăм предприниматель лавкка уçма палăртнă.

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн территорийĕнче инвестици хывакан тĕрлĕ предприяти-организаци чăннипех те йышлă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăна пиллĕк. Шиномонтаж станцийĕсем те, пилорамăсем те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе 17 юридици сăпачĕ, 64 индивидуаллă предприниматель тата ытти те. Çитес вăхăтра пысăк ĕç тума палăртнисем татах та пур, техобслуживани станцийĕ, выльăх-чĕрлĕх ферми тăвасшăн.

Ильинка ял тăрăхĕ те инвесторсемшĕн илĕртÿллĕ тăрăх шутланать. Журавлев хресчен (фермер) хуçалăхĕ икĕ миллион тенкĕлĕх ферма хута ярасшăн. Сурăх ĕрчетес кăмăллă çын хăй ĕçне пурнăçа кĕртесшĕн. Мальчихин хуçалăхĕ те палăрмаллах анлăланса пырать, страус тата ытти чĕрчун йышне ÿстерет.

Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Лебедев çитес вăхăтри плансемпе паллаштарчĕ. Территори пур енлĕ меллĕ вырăнта пулнине шута илсе, инвестици проекчĕсем япăх мар пурнăçланса пыраççĕ. Пĕр харпăрçă пĕчĕк пасар уçасшăн. "Лазурный" лагерĕн тата "Дубки" кану вырăнĕн ĕçĕ-хĕлĕ çĕнелес шанăç пур.    

Юнкă ял тăрăхĕн сăн-сăпачĕ те инвестици проекчĕсен витĕмĕпе самай улшăнчĕ, унпа танах хушма ĕç вырăнĕ те йышланчĕ.

 

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика