29 марта 2017 г.
Ĕç сыхлав уйăхлăхĕ
Район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн районта апрель уйăхĕнче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхне ирттереççĕ. Ăна Ĕç сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă. Çавна май районти пур предприятипе организацире те çынсен ĕç условийĕсене лайăхлатассипе, сывлăхне сыхлассипе пурнăçламалли ĕçсен планĕсене хатĕрлеме, мероприятисем туса ирттерме сĕннĕ.
Икĕ проект сĕннĕ
Район комиссийĕн ларăвĕнче пуçарулăх бюджечĕн республика программине хутшăнма сĕнекен икĕ проекта сÿтсе явнă. Вĕсенчен пĕри Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Шуркасси клубне юсассипе, тепри вара Юнкă ял тăрăхĕнчи Юнкă ялĕнче спортпа сывлăх сиплевĕн нумай функциллĕ уçă площадкине йĕркелессипе çыхăннă. Комисси членĕсем икĕ проекчĕ те пĕлтерĕшлĕ тата кирлĕ тесе палăртнă, иккĕшне те республика конкурсне тăратма йышăннă. Паллă ĕнтĕ, вырăнти предприятисем, ял çыннисем хăйсем те ку проектсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ хывма хатĕр пулнине те шута илнĕ.
Ордена тивĕçнĕ
Иштерекре пурăнакан Яковлевсен çичĕ ачаллă çемйи Раççей шайĕнчи пысăк наградăна - "Родительская слава" ордена тивĕçни пирки хаçатра çырнăччĕ. Мартăн 23-мĕшĕнче Чул хула ярмăрккин Президент залĕнче Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочнăй представителĕ Михаил Бабич округра пурăнакансене савăнăçлă лару-тăрура патшалăх наградисемпе хисеплĕ ятсене панă. Вĕсен шутĕнче Яковлевсен çемйи те пур. Нинăпа Юрий Яковлевсене çĕршыв наградине илнĕ ятпа саламлатпăр.
Лару пулнă
Мартăн 25-мĕшĕнче Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕ çумĕнчи общество канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Ларура çул çитменнисем тĕлĕшпе асăрхаттару ĕçне пурнăçласси пирки тĕплĕн калаçнă, алкоголь продукцине саккунсăр майпа сутнине сÿтсе явнă. Çавна май ачасемпе, çамрăксемпе тĕл пулса калаçма ятарлă рейдсем ирттерме, алкоголь продукцине сутакан апатлану предприятийĕсен ĕçне тĕрĕслеме сĕннĕ. Общество канашĕн членĕсем те çав мероприятисене хутшăнĕç.
Ларура общество канашĕн членĕсене удостоверенисем панă.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.