Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕпер меслетпе сыпатпăр

27 марта 2017 г.

Çанталăк ăшăтса пынă май, пахчаçăсемшĕн те ĕç кунсерен хушăнать. Сад ĕрчетекен улма-çырла йывăççисем епле хĕл каçнине тĕрĕсленĕ май çамрăк улмуççисене юр тыткăнĕнчен чавса кăларассипе те сахал мар тăрăшать. Унсăрăн мĕнле-ха; Кăнтăрла тулти сывлăш температури ÿснĕçемĕн юр сийĕ нÿрелсе пусăрăнать. Çавна май йывăçсен турачĕсем аялалла авăнаççĕ, хуçăлаççĕ е тата вуллисенчен те чĕлпĕшĕнеççĕ. Кун пек чухне чĕлпĕшнĕ турата вулă çумĕнчен алă пăчăкипе тĕмеске хăвармасăр касса илетпĕр те суран вырăнне сад сăмалипе сĕрсе çиелтен лайăххăн кăна полиэтилен пленка хăйăвĕпе чĕркетпĕр.

Хĕл каçа пахчари çамрăк улмуççисене шăши е мулкач кăшласа суранлатнă вырăнсене асăрхасан, çав йывăçсен малашлăхĕ пирки те паянах шухăшламалла. Уйрăмах йывăç вуллине çĕрĕ евĕр тавралла кăшласа сăтăр туни питех те хăрушă. Кун пек чух улмуççи вуллин çÿлти пайне аталанма сĕткенпе тивĕçтересси чарăнать. Çавна май шăрăх çанталăкра туратсем типсе-хăрса ларас хăрушлăх пысăк.

Улмуççи вулли çинче çакăн пек суран асăрхарăр пулсан, тÿрех пăшăрханса ÿкме кирлĕ мар. Вăхăтра тăрăшсан вĕсене сыхласа хăварма та пулать, мелсем те сахал мар. Вĕсенчен пĕри - сиенленнĕ улмуççие кĕпер меслечĕпе сыпасси. Сыпма сивве чăтăмлă сортлă панулми йывăççи çинчен касса илнĕ пĕр çулхи сывă туратсемпе усă курмалла. Хĕллехи вăхăтра сивĕ тивнĕ сапансем сыпма юрăхсăр.

Ĕçе пуçăнас умĕн кăшланă вырăн çывăхĕнчи йывăç вуллине лайăх çуса тасатмалла. Анчах та сиенленнĕ вырăна сад çĕççипе е мĕнпе те пулин пачах тĕкĕнмелле мар. Ун хыççăн вулă çинче кăшланă вырăнтан аялта тата çÿлте хуппине "Т" евĕрлĕ касмалла. Сапана вулă çывăхне тытатпăр та сыпмалли вырăнсене тăршшĕпе 4-5 сантиметр чалăшшăн касмалла паллă тăватпăр. Кунта çакна манмалла мар: сыпмалли сапан тăршшĕ вулă çинчи хуппине урлă каснă вырăнсенчен кăшт вăрăмрах пулмалла. Унăн вĕçĕсене "Т"евĕрлĕ каснă хупă айне асăрханса тĕксе вырнаçтарнă хыççăн сыпнă сапан пĕкĕ евĕрлĕ курăнмалла. Вулă çинчи сурана кура сапанпа та çавăн чухлĕ кĕпер меслетпе сыпса хăвармалла. Пĕчĕк суран пулсан та сыпма икĕ сапанпа усă курмалла. Сыпнă сапансем ытларах пулни улмуççин çÿлти пайне сĕткенпе лайăхрах тивĕçтерме çеç май парать.

Ĕçе вĕçленĕ хыççăн сыпнă вырăнсене полиэтиленпа лайăх чĕркесе çыхмалла. Суранланнă вырăна сад сăмалипе сĕрмелле. Сапансене чалăш каснă вĕçĕсем пĕтĕмпех улмуççи вуллипе çума-çумăн тачă тата хупă айĕнче пулмалла.

Хĕвеллĕ те ăшă çанталăк йывăçсене сиен кÿресрен сыпнă вырăна шăлапирпе е мĕнпе те пулин хупламалла. Çавăн пекех вĕсене вăхăтран вăхăта шăварасси пирки те манмалла мар. Сыпнă сапансем çинчи папаксем çурăлма пуçăнсан вĕсене кая хăвармасăр татса илмелле. Кĕпер меслечĕпе тирпейлĕ тата асăрханса сыпнă улмуççисем, вĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ май, кĕçех тутлă панулмипе савăнтарма пуçлĕç. Ăнăçу сунатăп!

А. ШАРИКОВ, пахчаçă.

Тереç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика