Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн юррисенче - халăх пурнăçĕ, унăн чунĕ

27 марта 2017 г.

Кашни çынах пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма тăрăшать. Шурчара пурăнакан В.А. Романов вара пурнăçра хăйĕн вырăнне те, ятне те тупнă. Вăл кĕвĕленĕ юрăсем чуна тыткăнлаççĕ. Вĕсене Шупашкарти хор коллективĕсем те, чăваш эстрада юрăçисем те юратсах шăрантараççĕ. Паллă композитора республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ.

Виталий Анатольевич илемлĕ кĕвĕ тĕнчине пĕрремĕш утăм Чăваш педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультечĕн 2 курсĕнче вĕреннĕ чухнех турĕ. Алла диплом илсе шкулта ĕçлеме пуçласан (1982 çулта вăл Сыпайри шкулта ачасене музыкăна вĕрентме пуçларĕ. Каярахпа (1985 çултан пуçласа) Ярапайкасси шкулне куçрĕ), çав илемлĕ юрă тĕнчине каялла таврăнчĕ. Хăй йĕркеленĕ хор коллективĕн репертуарне çĕнĕ юрăсемпе илемлетес шухăш çуралчĕ. Çавăнтан пуçларĕ те кĕвĕсем хайлама. Малтан ташă çеммисем çырăнчĕç, унтан такмаксем валли илемлĕ кĕвĕсем çуралчĕç чунра. Пыра-киле вара илемлĕ сăмахсене хăйĕн кĕввипе чун пама пуçларĕ. Çапла çуралчĕç вăл кĕвĕленĕ юрăсем пĕрин хыççăн тепри. Халĕ вара тепĕр чух юрă сăмахĕсене те хăех çырать.

- Урамра-тăк урамра, кирек епле ĕç тунă чухне те илемлĕ çемĕсем пуçа пырса кĕреççĕ, - тет Виталий Анатольевич. Ытларах вара композитор халăх сăмахлăхĕпе çыхăннă сăвăсене килĕштерет. Халăх чунĕ пурăнать вăл кĕвĕленĕ юрăсенче. Паянхи куна вăл 200 ытла юрă çырнă. Вĕсен пĕрремĕш критикĕ те, чи малтан итлесе хак параканĕ те, хавхалантараканĕ те вара - мăшăрĕ Светлана Георгиевна.

- Илемлĕ кĕвĕ тĕнчинче хам вырăна тупнинче шăпах унăн тÿпи пысăк, - тет Виталий Анатольевич.

Паллă композитор çак хушăра хорпа тата уйрăммăн юрламалли юрăсен кĕнекисене те кăларчĕ: "Юрату утравĕ", "Екрем юррисем", "Аса илÿ тĕнчине эпĕ килтĕм", "Ĕмĕт хунавĕ". Кĕçех унăн "Çуралнă кун" ятлă кĕнеки те кун çути курать. Унта вăл хамăр районти композиторсен - Юрий Жуковăн, Меркурий Ягуновăн, Владимир Александровăн çуралнă кун темипе çырнă юррисене кĕртнĕ.

Çав хушăрах Виталий Анатольевич хăйсен ентешĕн Григорий Мешаковăн юррисен пуххине кăларассипе те ĕçлет.

- Унăн юррисем çав тери çепĕç те илемлĕ. Халăхрах хăварас килет вĕсене, - тет вăл.

Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн членĕ халăх сăмахлăхне, йăли-йĕркине пуçтарассипе те тимлет. Вĕсене вăл хăй ертсе пыракан "Екрем" халăх фольклор ушкăн репертуарне те кĕртет. Асăннă коллектив пултарулăхне Мускавра та, Тутарстанра та, Пушкăрт, Мари республикисенче те, Чулхула облаçĕнче те - пур çĕрте те юратса йышăнаççĕ.

Çавăн пекех халăх йăли-йĕрки, культури, историйĕ çитĕнекен ăрура юлтăр тесе те хăйĕнчен килнине йăлт тăвать. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ярапайкассинчи Культура çуртĕнчи ачасен "Ярапа" ушкăнне те ертсе пырать. Асăннă ушкăн 4 хутчен республикăри ачасен "Путене" фольклор фестивалĕн лауреачĕ пулнă.

В.А. Романовăн тата тепĕр ĕмĕт пур. Вăл Шурча вулăсĕ çинчен кĕнеке кăларма хатĕрленет. Ку енĕпе истори материалĕсене пуçтарма тытăннă ĕнтĕ вăл.

Пултаруллă ĕçшĕн Виталий Анатольевича çавăн пекех ЧР, РФ Вĕренÿ министерствисен, ЧР Культура министерствин Хисеп грамотисемпе те наградăланă.

Чи пысăк парне вара уншăн - халăх ун юррисене кăмăлтан йышăнни.

Л. Петрова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика