Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыннăн ăс-хакăл пуянлăхĕ пĕлтерĕшлĕ

27 марта 2017 г.

Районти культура ĕçченĕсем паян хăйсен професси уявне - Культура ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Çынсене ырăлăха, илемлĕхе курма-туйма вĕрентекенсем, çынсен культура, ăс-хакăл шайне ÿстерме пулăшакансем мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăнаççĕ-ха паян, мĕнле ыйтусем канăç памаççĕ вĕсене; Кун пирки эпĕ район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн пуçлăхне Елена ЧЕРНОВĂНА каласа пама ыйтрăм:

- Районти культурăпа кану учрежденийĕсен тĕп тивĕçĕ çынсен пултарулăхне, культурине аталантарассипе, хăйсене аталантарма майсем туса парассипе, канма условисем йĕркелессипе тачă çыхăннă.

Централизациленĕ клуб системи 46 клуб учрежденине, централизациленĕ библиотека системи 30 библиотекăна пĕрлештерсе тăрать. Тури чăвашсен музейĕн филиалĕсем шутĕнче Ф. Васильев тата Н.В. Никольский музейĕсем. Кунсăр пуçне районăн муниципалитет архивĕ пур.

Культура сферинче вăй хуракансен ĕç укçине илес пулсан, районĕпе вăл иртнĕ çул вăтамран уйăхне 12036 тенкĕпе танлашрĕ. Ку кăтарту 2015 çулхинчен (11406 тенкĕ) 5 процент пысăкрах.

Хальхи вăхăтра культурăра ĕçлекенсемшĕн çынсем ытларах ыйтакан услугăсемпе тивĕçтернипе пĕрлех услугăсен пахалăхне ÿстересси те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çавна шута илсе культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе тĕллевлĕ ĕçлесе пыратпăр. Акă 2016 çулта культурăпа кану учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерме 3,5 млн тенкĕ ытла укçа расхутларăмăр. Матьăк клубне тĕпрен юсама май килчĕ. Çавна валли 2,2 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Вăл шутран 300 пин тенкине республика уйăрса пачĕ. Çавăн пекех Тойкилтĕпе Мăн Хураçка клубĕсен çийĕсене те юсанă. Ĕçсене пĕтĕмĕшле 420 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Çак вăхăта йĕркеллĕ шутланакан культурăпа кану учрежденийĕсен шайĕ 71 процентпа танлашать. Кунта çавна та каласа хăварас пулать: килĕштерсе ĕçлесе пыман пулсан, депутатсен район Пухăвĕ тата район администрацийĕ, вырăнсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулăшса пыман пулсан, ку ĕçсене пурнăçлама йывăртарах пулнă пулĕччĕ.

"Единая Россия" партин РФ Патшалăх Думинчи фракцийĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен "Вырăнти Культура çурчĕ" проектпа килĕшÿллĕн кăçал Шомик клубне тĕпрен юсама палăртатпăр. Ĕçсене 1,6 млн тенкĕлĕх пурнăçлама пăхнă. Çав тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсенчен 699,3 пин тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджет тÿпи - 1 млн тенкĕне яхăн.

Пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе çуллен сахал мар ĕç туса ирттерни пирĕн культура учрежденийĕсене модернизаци программине активлă хутшăнма май парать. Çак вăхăта районта модель клубĕсем 8. Ку вăл пĕтĕм хисепрен 17 процент пулать. Модернизациленĕ учрежденисенче планланă мероприятисем ирттерессин шучĕ вăтамран 10 процент, вĕсене çÿрекенсен йышĕ 17 процент ÿсрĕ.

Модернизаци программипе иртнĕ çул Шетмĕпуç клубĕ 500 пин тенкĕ илме тивĕçрĕ. Кунсăр пуçне вăл ялсенчи культура учрежденийĕсен республика конкурсне хутшăнса хушма 100 пин тенкĕ выляса илчĕ. Ку укçа-тенкĕпе хальхи çутă тата сасă оборудованийĕ туяннă, çĕнĕ сцена костюмĕсем çĕлеттернĕ. Кăçал вара ку программăпа Матьăк клубĕ валли 577,2 пин тенкĕ уйăрма пăхатпăр.

Тÿлевлĕ мероприятисем ирттерсе иртнĕ çул 854,5 пин тенкĕ тунă. Ку вăл 2015 çулхинчен 320 пин тенкĕ нумайрах. Ку енĕпе Кашмашри, Сыпайри, Шурчари, Тойкилтĕри, Москакассинчи, Муркашри культура учрежденийĕсем активлăх кăтартрĕç. Ĕçлесе тунă укçа-тенкĕпе çыхăну, транспорт, коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме, оборудованипе ытти хатĕр туянма, сцена костюмĕсем çĕлеттерме усă курнă.

Çуллен пирĕн учрежденисем тата культура ĕçченĕсем чи лайăххисен ятне тивĕçессишĕн ирттерекен конкурссене активлă хутшăнаççĕ. 2017 çулта сертификата тата 159 пин тенкĕ укçана тури чăвашсен музейĕ, çавăн пекех укçан хавхалантару парнисене иккĕн тивĕçрĕç. Ял библиотекисен ĕçченĕсем хушшинче чи лайăххин ятне Е.И. Налимова, ял клубĕсен ĕçченĕсем хушшинче чи лайăххин ятне Н.И. Егорова тивĕçме пултарчĕç.

Культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче халăх художество пултарулăхĕ пысăк вырăн йышăнать. Вăл хăйĕн тĕсĕпе те, формипе те тĕрлĕ енлĕ. Пултарулăх фестивалĕсене йĕркелесе ирттерни çавна кăтартса парать: районта халăх пултарулăхĕ аталансах пырать, унта хутшăнакансем те, ăна кăмăллакансем те йышлă.

Художество пултарулăх коллективĕсен ăсталăх шайĕ те çуллен ÿссех пырать. Паянхи куна "халăх" ятне тивĕçнисем 15 коллектив. Калăпăр, 2011 çулта халăх коллективĕсем районта 10 пулнă. 15 коллективран 3-шĕ - ташă-юрă ансамблĕ, 3-шĕ - фольклор ансамблĕ, 3-шĕ - театр, 1 - вокалпа инструментсен ансамблĕ, 1 - эстрада юррисен ансамблĕ, 2 - ветерансен хорĕ. 2016 çулта "халăх" ятне çавăн пекех Тойкилтĕри "Хĕлхем" эстрада ансамблĕ тата Ярославкăри "Кăмăл" вокал ансамблĕ тивĕçме пултарчĕç.

Пултарулăх коллективĕсем районти кăна мар, республикăри тата регионсем хушшинчи фестивальсемпе конкурссене те активлă хутшăнаççĕ. "Янаш" юрăпа ташă халăх ансамблĕ тата Муркашри Культура çурчĕн çамрăк юрăçисем юрлакансен Пушкăрт Республикинче ирттернĕ регионсем хушшинчи уявĕнче Чăваш Республикин чысне хÿтĕлерĕç.

2016 çулта регионсем хушшинчи конкурссене хутшăнса лауреат пулса тăнисем 5-ĕн. Централизациленĕ клуб системин художество ертÿçи А. Филиппова Пĕтĕм чăвашсен эстрада юррисен "Кĕмĕл сасă" конкурсне хутшăнса 2-мĕш степень лауреачĕ, "Шуракăш" юрăпа ташă халăх ансамблĕн хореографи коллективĕ тата "Шуçăм" юрăпа ташă халăх ансамблĕн хореографи коллективĕ тĕрĕк тĕнчин культурин Пĕтĕм тĕнчери Комсомольски районĕнче иртнĕ фестивальне хутшăнса 1-мĕш степень лауреачĕсем, Ярославкăри "Кăмăл" халăх вокал ансамблĕн виçĕ юрăçи регионсем хушшинчи "Хăвна кăтарт" пултарулăх конкурсне хутшăнса лауреат, "Муркаш" халăх фольклор ансамблĕ Етĕрне хули 426 çул тултарнине халалласа наци культурин регионсем хушшинче ирттернĕ 3-мĕш фестивальне хутшăнса лауреат пулса тăчĕç.

Республика мероприятийĕсене хутшăннă 24 коллективпа участник - тĕрлĕрен конкурспа фестиваль дипломанчĕпе призерĕ. Вĕсем тĕрлĕ степень дипломсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Пирĕн коллективсем Республика кунне халалланă мероприятисене те çуллен активлă хутшăнаççĕ. 2016 çулта Шупашкар хулин тĕрлĕ сцени çинче "Екрем" тата "Тăванлăх" халăх фольклор ансамблĕсем, "Шуçăм" юрăпа ташă халăх ансамблĕ, районти Культура çуртĕнчи ветерансен халăх хорĕ, вокалпа инструментсен "Картина" халăх ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

Районта пурăнакансен культура канăвне йĕркелессипе пĕлтĕр пĕтĕмпе 6 пине яхăн мероприяти ирттернĕ. Вăл шутран тÿлевлисене - 1684 мероприяти.

Районта çуллен художество пултарулăх коллективĕсен "Чечеклен, юратнă Муркаш ен!" конкурс фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал фестивале 45 коллектив хутшăнчĕ. Вĕсене хутшăннисен шучĕ 600-е яхăн пулчĕ. Вĕсене пурне те тав сăмахĕ каланă пулăттăм. Эсир хăвăра сцена çинче кăтартма пултарнипе, ташă-юрăна, театра, халăх йăли-йĕркине юратнипе çынсене ăшă кăмăлпа çутă шанăç парнелетĕр, çынсен чĕрисенче юратупа илемлĕх туйăмĕсене аталантаратăр.

2007 çултанпа Раççейре Культура ĕçченĕн кунĕ кун çути курчĕ. Эпир ăна мартăн 25-мĕшĕнче уявлатпăр. Çак куна пултарулăхпа çыхăннă çынсем, общество ăс-хакăлне аталантарма хăйсен тÿпине хывакансем пурте уявлаççĕ. Мартăн 27-мĕшĕ вара - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. Тăван ен культурине аталантарма тÿпе хывакансене пурне те уявпа саламласа пултарулăх ĕçĕсенче ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатăп.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика