27 марта 2017 г.
Шап-шур чечеклĕ сад-пахча, йăмраллă ял, хурăн ращи, ĕмĕрхи юманлăх, хыр-чăрăш кати... Вĕсен никĕсĕнче тăван тавралăха юратакан çынсен вĕçсĕр-хĕрсĕр тăрăшулăхĕ тăрать. Çак ĕçĕн те хăйĕн йĕрки пуррине манма кирлĕ мар - çут çанталăк юратăвĕ ăруран ăрăва куçса пымалла. Çавăн чухне çеç пирĕн тавралăх илемлĕрех те пуянрах пулĕ.
Çывăхри çырмана е пахчана лартнă йывăç хунавне тимлĕ пăхса ÿстерни ачана пурнăç çулĕ çине кăларнипе пĕрех: вăхăтра шăвармалла, апатлантармалла, сăтăрçăсенчен хÿтĕлемелле, сыхласа тăмалла.
Хăйсен пурнăçĕнче йывăç нумай лартассипе тата тăван енри экологи лару-тăрăвне çирĕплетессипе эсир сăн ÿкерчĕкре куракан арçынсем çителĕклех ĕç пурнăçланă. Тăван тавралăхăн çак çывăх тусĕсем (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла): Ярославка ял тăрăхĕнчи Нискассинче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ тата кунтах пурăнакан Анатолий Чернов, Çĕн Чемейри 4 ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿссе пурнăç çулĕ çине тухнă Николай Козлов.
- Эпир ача чух пирĕн атте вăрмантан тухма пĕлмен: хăрнă тата хуçăк йывăçсене касса иртнĕ, вĕсен вырăнне çамрăк вăрман лартса ÿстернĕ. Ăна кура манăн та йывăç лартас юрату ача чухнех çуралчĕ. Унтанпа çĕр-çĕр йывăç та лартрăм пулĕ, тăван килте пуян сад ÿстертĕм. Çак ĕçре Лида мăшăрăм, ывăлăмпа хĕрĕм пулăшни пĕрмаях хавхалантарса тăчĕ, - сăпайлăн калаçать Анатолий Николаевич.
Çĕн Чемей ял старости Н. Козлов та - тăван тавралăхăн шанчăклă тусĕ. Иртнĕ çулсенче вăл хăйĕн юлташĕсемпе, мăшăрĕпе, 3 ачипе, 7 мăнукĕпе йывăçсем лартнă вырăнсенче паян пĕчĕкçĕ вăрмансем кашлаççĕ, тавралăха илем кĕртсе çамрăк катасем ÿсеççĕ. Унта ял çыннисем çулла кăмпа-çырла пуçтараççĕ.
- Тавралăха хăт-илем кĕртни тикĕс çулсем ыйтать. Ял хушшине çул тăвасси - пирĕн умри паянхи тĕллев. Пĕрле тăрăшсан вăл та пурнăçланасса шанатăп, - терĕ яла пыракан çул хĕррипе илемлĕ ката ÿснине палăртса Николай Константинович.
Хăйсем пурнăçлакан ĕç ялта пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлине ăнланаççĕ вĕсем. Çулсем иртсен хăйсем лартса ÿстернĕ йывăçсен сулхăнĕнче мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем ларса хăйсене аса илессе шанаççĕ çут çанталăк тусĕсем.
- Ĕмĕтленни чăна килтĕрччĕ, - тесе уйрăлтăм эпĕ йывăç тусĕсенчен.
...Çуркунне çитрĕ. Тăван тавралăх илемĕшĕн тата пулас ăрусен хăтлă пурнăçĕшĕн тăрăшакансем ака уйăхĕн вĕçĕпе çу уйăхĕн пуçламăшĕнчи кунсенче кăçал та йывăç лартассинчен пăрăнса юлмĕç. Вăхăтра лартса хăварнă хунавсем лайăх тымарланасси пирки вара иккĕленÿ çук.
А. БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.