Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чарăнсан лайăх-ши? Чарăнмасан лайăх-ши?

27 марта 2017 г.

Хальхи вăхăтра çул-йĕр паллисем 320-е яхăн. Чи йышлисем шутĕнче (50 ытла) - асăрхаттараканнисем, уйрăм предписани паллисем, информаци паллисем, хушма информаци паллисем. Чару паллисем (запрещающие знаки) вара 36. Паянхи калаçу вĕсенчен пĕри - чарăнма юраманнине пĕлтерекен "Остановка запрещена" паллăпирки.

Калаçу пулман та пулĕччĕ, анчах та пĕлĕшĕм ман пата ĕçе кĕрсе тухрĕ, сăн ÿкерчĕксем илсе килнĕ. Сăн ÿкерчĕксене Муркаш урамĕсенче тунă. Çакăн пек калаçу пулса иртрĕ пирĕн иксĕмĕрĕн хушăра:

- Çак сăн ÿкерчĕксем çинчи "Остановка запрещена" паллăна куратăн-и? - тет.

- Ма курмастăп, лайăх куратăп, - тетĕп.

- Вăл мĕне пĕлтернине пĕлетĕн-и? - тет хайхискер.

Ара, юлташăм пекех хам та автомашинăпа çÿретĕп. Çавăнпа та çул-йĕр паллисем пирки пĕлместĕп мар ĕнтĕ.

- Пĕлетĕп, - тетĕп. - Чарăнма юраманнине пĕлтерет.

Юлташăм татах лăпланма шухăшламасть.

- Йĕркене пăхăнманнисене, чарăнма юраман çĕрте чарăнакансене мĕн кĕтнине пĕлетĕн-и; - ыйтать татах манран.

- Ну, пĕлетĕп, штраф кĕтет. 500 тенкĕрен кая марччĕ пулас, - хуравлатăп ăна.

- Çапла, 2 пин çурă та пулма пултарать. Муркаш хушшинче вара хуçисем автомашинисене юраман çĕрте ма чараççĕ; Е Муркашра саккунсем урăхларах-и; - ман пуçа анкĕ-минкĕ тусах ячĕ юлташ.

- Саккунĕ пур çĕрте те пĕрешкелех-ха. Муркашра автомашинăпа çÿрекенсем пуянрах, укçаллăрах пулĕ ĕнтĕ, 500 тенкĕ штраф тÿлесси хăйсемшĕн темех мар тесе шухăшлаççĕ пулĕ ĕнтĕ вĕсем, - тесе кăна хуравламалли юлчĕ ман ăна.

Юлташ сăн ÿкерчĕксене хаçатра пичетлесе кăларма çине тăрсах ыйтрĕ. Унăн ыйтăвне тивĕçтересех терĕм. Ара, паллăсене пăхăнасси чи малтанах çул çÿрессин хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă вĕт-ха. Çакна пирĕнтен никамах та хирĕçлемĕ тесе шухăшлатăп. Пурнăçран, сывлăхран хаклăраххи вара нимĕн те çук. "Тен сăн ÿкерчĕксене хаçатра пичетлесе кăларнă хыççăн водительсем çул-йĕр паллисене "хисеплеме" тытăнаççĕ пуль, тен кун пеккисенчен патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем те çирĕпрех ыйтма пуçлаççĕ пуль", - терĕ вăл манпа сыв пуллашнă май.

Хăйĕн ятне вара юлташăм хаçатра асăнма ыйтмарĕ. "Хам та автомашинăпа çÿретĕп. Кам пĕлет унта. Пакунлисен "шăлĕ" айне те лекме кăмăл çук, çул-йĕр паллисене пăхăнман водительсем ман çине сиввĕн пăхни те мана кирлех мар", - терĕ кăна.

Юлташ тухса кайнă хыççăн хам та шухăша путрăм. Тен ку паллăсем халĕ вырнаçтарнă вырăнсенче пачах та кирлĕ мар? Тен вĕсене ячĕшĕн кăна вырнаçтарнă? Вырнаçтарнă пулсан вара вĕсене пăхăнмаллах.

В. ШАПОШНИКОВ

хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика