Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕринчен тепри маттур

27 марта 2017 г.

Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир культура сферин районти маттуртан та маттур ĕçченĕсене куратăр. Нимĕн те калаймăн, пĕринчен тепри пултаруллăрах, хастартарах. Кашнин çинченех чи ырă та ăшă сăмах чылай калама пулать. Акă (сулахайран сылтăмалла) Надежда Егорова - районти централизациленĕ клуб системин информаципе методика центрĕн заведующийĕ, ял клубĕсен ĕçченĕсем хушшинче ли лайăххин ятне тивĕçме пултарчĕ. Елена Налимова вара - ял библиотекисен ĕçченĕсем хушшинче чи лайăххи, Муркашри ача-пăча библиотекин заведующийĕнче вăй хурать. Ырă ятпа пĕрлех укçан парнесене те тивĕçрĕç вĕсем. Культура учрежденийĕсем хушшинче вара тури чăвашсен музейĕ чи лайăххи пулса тăчĕ, сертификатпа 159 пин тенкĕ укçа парнине тивĕçрĕ. Сăн ÿкерчĕкре музей ĕçченĕсем те пур: Валентина Андреева, Татьяна Ермолаева (директор) тата Ирина Павлова.

В. ШАПОШНИКОВ

сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика