Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕркишĕн

18 марта 2017 г.

Хальхи вăхăтра пурнăçпа тан пыма вырăнти влаç тата халăх тачă хутшăнса ĕçлени - пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă кашни информаци кунĕнчех куç умне тухать. Ку хутĕнче те вăл айккинче юлмарĕ.

Муркаш ял тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсемпе, шкулта вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе ирттернĕ тĕл пулусем ку хутĕнче сывă пурнăç йĕрки тавра иртнине палăртатăп. Вĕсене хутшăнса пĕрлехи информаци ушкăнĕн ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, çуран утассипе 1996 çулхи Олимп чемпионки тата 2003 çулхи тĕнче чемпионки Елена Николаева хăвăрт улшăнакан пурнăçра спорт пĕлтерĕшĕ ÿснине уйрăммăн палăртрĕ. Вăл ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ кун йĕркинчи кашни ыйтăвах халăхпа анлăн сÿтсе явса Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ЧР Правительстви туса ирттерекен ĕçсене ял çыннисем патне туллин çитерме тăрăшрĕ.

Информаци кунĕнчи тĕл пулусенче нумай ыйту кун йĕркине тухса пычĕ: юр кайнă май çурхи экологи субботникĕсене ирттересси, хресчен уй-хир ĕçĕсене епле хатĕрленни, йывăç лартмалли уйăхлăх çывхарни, çĕршыв юртан тасалнă май типĕ курăк ялсемпе вăрмансем таврашĕнче пушар хăрушлăхне ÿстерни т. ыт. те.

Ĕçлĕ ушкăн малтанах "Сывлăх" спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, вăл çамрăк ăрăва воспитани парассипе епле ĕçленипе, кунти ÿсĕмсемпе тата тĕллевсемпе паллашрĕ. Хăнасене пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе спорт шкул директорĕ А. Куликов паллаштарчĕ.

- Çирĕп кăмăллă, таса-сывă ачасем - район малашлăхĕ. Хамăр ĕçĕмĕре çакна тĕпе хурса йĕркелесе пыратпăр та. Пирĕн патăмăрта паян арçын ачасемпе хĕр ачасем çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе, волейболпа, бокспа, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, дзюдопа, шывра ишессипе ăсталăх туптаççĕ, - спорт шкулĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ А. Куликов.

Спорт шкулĕ мĕн тунипе лăпланса ларманни - уйрăм сăмах. Юлашки çулсенче кунта хоккей тата футбол вăййисем вăй илчĕç. Акă С. Ивановпа О. Сютруков тренерсем 2-мĕш çул кăна футбол уйрăмне ертсе пыраççĕ. Ÿсĕмĕсем - куç умĕнче. Пĕрремĕш çулах пирĕн футболистсем Атăлçи тăрăхĕнчи çамрăк футболистсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Спорт ыйтăвĕсене Муркашри вăтам шкулта та иккĕмĕш вырăна хăвармаççĕ. Шкул директорĕ Н. Смирнов ачасем спортпа туслă пулни, çакăнта "Сывлăх" спорт шкулĕ пысăк пулăшу пани пирки ăнлантарчĕ.

Хăйĕн пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче Олимп чемпионки муркашсем сывă пурнăç йĕркине тытассишĕн ĕçленине ырăпа палăртрĕ. "Сывă ăру ÿстерни ыран экономикăна вăйлатасси пирки иккĕленÿ çук. Паянхи çамрăксем - çĕнĕ ăру пуçламăшĕ. Спортпа туслă пулни вĕсем тĕрĕс çул çинчине пĕлтерет. Пирĕн вара вĕсене май пур таран ытларах пулăшмалла. Эпир ăна тума хатĕр", - терĕ Елена Николаевна.

Информаци ушкăнĕн членĕсем кашни тĕл пулурах унта хутшăнакансен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕç.

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика