Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун-чĕре тасалăхĕ - çут тĕнче илемĕ

18 марта 2017 г.

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе 2017-мĕш çул - Экологи çулĕ. Экологи пире çут çанталăкри пур чĕрĕлĕх çинчен, çут çанталăка упрасси пирки вĕрентет пулсан, чун-чĕре экологийĕ этем туйăмĕсене упрама, ăна тасалăхра тытма хистет.

"Эпир сывлăшра кайăк пек вĕçме, шывра пулă пек ишме вĕренсе çитрĕмĕр, пирĕн çĕр çинче этем пек пурăнма вĕренмелле", - тенĕ Ирланди писателĕ Бернард Шоу. Чун-чĕре тасалăхĕсĕр çут тĕнче тасалăхĕ пулаймĕ.

Чун-чĕре экологийĕ - этем туйăмĕсене упрасси. Этем хăй чунне упрама та, аркатма та пултарать. Наркотиксем, эрех-сăра ĕçни, саккуна пăсни, çынна итлеменни, хисеплеменни, ачисемпе ашшĕ-амăшĕсем пĕр-пĕрне ăнланманни, пĕр-пĕринчен ютшăнни, кăмăл пăсăлни, вĕренес килменни, вăхăта интереслĕ ирттерме пĕлменни, телевидени хаярлăх, мăшкăл, курайманлăх сценисене кăтартни, пуянлăх, укçа вăйне парăнни, юратури, туслăхри тасамарлăх, ялан Интернетра ларни çын чунне шалтан аркатать.

Чун тасалăхĕ - этем аталанăвĕн палли, этем чунĕн илемĕ. Капмар юман пĕчĕк вăрлăхран шăтса çитĕннĕ пек, этемре те ырăлăх, сисĕмлĕх, хĕрхенÿ туйăмĕ майĕпен аталанать. Этем - çут çанталăкăн пĕр пайĕ. Тĕнчере миллионшар чĕрĕ организм унран пулăшу кĕтет. Вĕсене ăнланма пултарни, пулăшма хатĕрри çынна çын пек тăвать, çын чунне тасатать. Çын шухăшĕ-кăмăлĕ, туйăмĕ, ĕçĕ таса пулсан çут çанталăк та таса пулать.

Çут çанталăк экологийĕпе чун экологийĕ пирки калаçма, татăклă йышăнусем тума вăхăт çитмерĕ-ши;

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çулленхи Çырăвĕнче: "Кăçалхи çула Раççейре Экологи çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Çавăнпа та кашни ялтах, пĕчĕк-и вăл е пысăк, хамăрăн тăван тăрăх сăн-сăпачĕшĕн пурин те: ваттин те, вĕттин те - кар тăрса ĕçлемелле. Ĕçлемесен, пĕрле кар тăмасан нимĕн те пулмасть. Пирĕн тăван кĕтесри çут çанталăка сыхласа хăварма чылай ĕç тумалла. Пирĕн шухăшсен тасалăхĕ, чун экологийĕ хальхи тата пулас ăрусем валли çут çанталăкăн лайăх хутлăхне, таса экологиллĕ Чăваш Ен туса хумалли шанчăклă никĕс пулса тăмалла. Экологи çулталăкĕ кашни çынна вăраттăр, активлăхне ÿстертĕр", - тесе палăртрĕ.

Шкул умĕнче паянхи кун ăслă, пултаруллă, нумай енлĕ аталаннă çынсем кăна мар, чун-чĕрипе, шухăшĕ-кăмăлĕпе таса çынсем ÿстермелли тĕллев тăрать.

Пирĕн шутпа, чун-чĕре экологийĕ пирки мĕн пĕчĕкрен калаçма тытăнмалла. Ачана асăрханса, чунне амантмасăр, юратса ÿстермелле. Çĕр планета экологийĕ - çут çанталăк таса пулнинче, чун экологийĕ - пирĕн сăмахсем, шухăшсем, ĕçсем тирпейлĕ те таса пулнинче. Çын лăпкă, ырă, ăшă кăмăллă, евĕклĕ пулсан, унăн чунĕ те таса, лăпкă. Çав вăхăтрах çынсене хисеплемен, ирсĕр калаçакан, саккуна пăхăнман, обществăри йĕркене пăсакан çынсем те пур. Ун пек çынсен чунĕ тасах-ши;

Тирпейлех мар амăшĕ ачине тирпейлĕ пулма хистенин, намăс сăмах калакан ашшĕ ачине вăрçнин усси пур-ши; Субботникра тавралăха илем кĕртнĕ ачасем субботник хыççăн çавăнтах çÿп-çап пăрахни тирпейлĕх патне илсе çитерĕ-ши;

Тасалăх, тирпейлĕх çут çанталăкра кăна мар, чунра, хутшăнусенче, çемьере пулмалла. Çемье экологийĕ - пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăну, ачана мĕнле вĕрентни, унпа выляни, калаçни. Эпир каланă кашни сăмах, эпир тунă кашни ĕç ача ăсĕнче, чун-чĕринче йĕр хăварать. Çавăнпа та хутшăнусенче пирĕн асăрхануллă, тимлĕ пулмалла. Çемьере килĕшÿ, ăнлану, юрату пулсан кăна ача телейлĕ, унăн чунĕ те лăпкă.

"Экологи вăл - çынсен йăл кулли, ăшă сăнĕ", - тет пĕр вĕренекен. Апла пулсан пирĕн пĕр-пĕрне ытларах сывлăх, ырлăх сунмалла, йăл кулмалла. Çĕр çинче килĕшÿлĕх, ăнланулăх, туслăх, тăванлăх хуçалантăр.

Ачасем ĕлĕкхи мар, улшăнчĕç, тетпĕр эпир. Ачасем пилĕк, вунă çул каяллахи пекех, эпир хамăр улшăнтăмăр. Ачасем мĕнле пуласси пирĕнтен нумай килет. Тен пирĕн хамăра тĕрĕс те килĕшÿллĕ тытса ачасене хамăр тĕслĕхпе вĕрентмелле, тĕрĕс хутшăнусем йĕркелемелле.

Эпир вĕрентнĕ ачасем çын хуйхине ăнланма, вĕсен нушине туйма, пулăшма хатĕр пулсан, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме, ырăпа усала уйăрма пултараççĕ пулсан, пирĕн ĕç сая кайман.

Муркашри вăтам шкулта "Чун-чĕре тасалăхĕ - çут тĕнче тасалăхĕ" проект ĕçлеме пуçларĕ. Л. Верховцева педагог-психолог ертсе пынипе вун пĕрмĕш класри Арина Тихонова вĕренекен çак темăна тĕпчесе хăйĕн ĕçĕпе республикăри "EXCELSIOR - 2017" фестиваль конференцие хутшăнчĕ. Чун экологийĕ темăна тĕпченĕ май Арина шкул ачисем хушшинче ыйтăм ирттерчĕ. Анкетăри хуравсенчен çакна курма пулать: хăш-пĕр ачасем çут çанталăк илемне хаклама пĕлмеççĕ* чун-чĕре тасалăхне çут çанталăк тасалăхĕпе çыхăнтармаççĕ* чун экологийĕ мĕнне ăнланмаççĕ, чун туйăмĕсене (ырă кăмăл, тимлĕх, çынна ăнланни, хĕрхенни) кăтартни кирлĕ тесе шутламаççĕ.

Çакна шута илсе ачасемпе чун-чĕре тасалăхĕ пирки кашни класрах калаçу ирттерме палăртмалла.

Л. Верховцева, Е. Михайлова.

Муркашри вăтам шкул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика