Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тумĕнче - анне юратăвĕ, анне ăшши

18 марта 2017 г.

"Районти Тури чăвашсен музейĕнчи чăваш тумĕн залĕнче чăваш тумĕн конкурсĕ иртни çак зал хăйĕн пĕлтерĕшне тÿрре кăларнине кăтартса парать. Çавăн пекех паянхи уяв Муркаш районĕнче пурăнакансем хăйсен йăли-йĕрки йăхран йăха куçса пытăр тесе тимлени, вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ вĕрентнине асра тытса пурăнни çинчен те калать", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Л. Тарасова.

Мартăн 10-мĕшĕнче кунта "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" регионсем хушшинчи конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ.

Çакна палăртмалла. Регионсем хушшинчи конкурса ирттерессипе Чăваш наци конгресĕнчи (ЧНК) йĕркелÿ комитечĕ тимлет. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - чăваш çи-пуçне, ĕлĕкхи чăваш тумĕсене упраса хăварнă çынсене ытларах тупса палăртасси, халăхăн иксĕлми йăли-йĕркине çухатмасăр малалла аталантарасси.

Пирĕн района çи-пуç, тĕрĕ ăсти, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Воронова ертсе пыракан сумлă жюри килчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл конкурса хатĕрленĕ тумсене, эрешсене, капăрлăха тĕрлĕ номинацире хак парассине пĕлтерчĕ.

ЧНК вице-президенчĕ                       Н. Петрова та муркашсем халăх йăли-йĕркине упрассине, аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Малашне те çак ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Конкурс чăннипех те питĕ интереслĕ иртрĕ. Уйрăммăн хутшăнакансем вун пиллĕкĕн пулчĕç. Çавăн пекех Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчен тата Очăкассинчен килнĕ ушкăнсенчи вуншар çын хăйсен несĕлĕсен тумĕпе паллаштарчĕ. Конкурса хутшăнакансем çав тумтир камăн пулнине, вĕсен историйĕпе паллаштарчĕç. Çав тумтир хушшинче 100 çул каяллахи кĕпесем те, сурпансем те, масмаксем те пур. Амасем çинче вара икĕ ĕмĕр каяллахи тенкĕсем те çутăлса тăраççĕ.

Ваçкассинчи библиотека ертÿçи Татьяна Степанова хăйĕн кĕмĕл тенкине тăхăнса 56 туя çитнĕ, 43 хăта халăхне хăналанă, Москакассинчи 86 çулхи Елена Пушкина вара конкурса 1901 çулта çуралнă амăшĕ (каярах - хăй те) венчете тăнă кĕпипе тата шурă шупăрĕпе килнĕ.

Курма пынисем те, конкурса хутшăнакансем те чăваш тумĕ çинчен кăсăклине нумай пĕлчĕç. Надежда Шандимирова (Юнкă ял тăрăхĕ), Ирина Раевская (Шетмĕпуç ял тăрăхĕ), Алевтина Семенова (Чуманкасси ял тăрăхĕ), Фея Паргеева (Ярапайкасси ял тăрăхĕ), Наталья Охотникова (Хорнуй ял тăрăхĕ) тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.

Конкурса хутшăннисене, ăна ирттерме пулăшнисене тата жюрие тав туса ЧНК Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Наталия Николаева çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕ.

Чăваш тумĕн уявне Çурлатринчи "Çеçпĕл" ушкăн тата конкурса хутшăнакансем илемлĕ юрăсемпе хăт кĕртрĕç.

Л. Павлова.

Фоторепортаж - хаçат сайтĕнче.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика