18 марта 2017 г.
Ачана тивĕçлĕ воспитанипе пĕлÿ парассинче ашшĕ-амăшĕн юратăвĕпе пĕрлех укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те пысăк вырăн йышăнать. Ача садĕнче ачана пăхса тăнăшăн тÿлемелле, шкулта пулсан - апатланушăн, лагере канма янăшăн тата ыттишĕн.
Хальхи вăхăтра патшалăх енчен çăмăллăхсем пулни вара - ашшĕ-амăшĕшĕн лайăх пулăшу. Кун пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕпе Зоя ДИПЛОМАТОВĂПА калаçрăмăр.
- Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет ача сачĕсенче шкулчченхи вĕренÿ программине алла илекен ачана пăхнăшăн ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕ 2017 çулта тÿлекен укçан вăтам суммине çирĕплетнĕ. Зоя Юрьевна, çак вăтам суммăна мĕнле тĕллевпе çирĕплетеççĕ;
- Тÿлев сумми ача сачĕ мĕнле вăхăтпа ĕçленинчен килет: 3-5 сехет ĕçлекен ача садĕнче 1 куншăн тÿлев 17,3 тенкĕпе танлашать, 10 сехет ĕçлекен ача садĕнче - 44,5 тенкĕпе, 12 сехет ĕçлекен ача садĕнче - 54,4 тенкĕпе, талăкĕпех ĕçлекен ача садĕнче - 58,1 тенкĕпе.
Çак тÿлев суммисене республикăра компенсаци виçине шутласа пама çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин "Об образовании в Чувашской Республике" Саккунăн 23-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче çемьери пĕрремĕш ачашăн вăтам тÿлевĕн 20 проценчĕ чухлĕ, иккĕмĕш ачашăн - 50 проценчĕ чухлĕ, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн 70 проценчĕ чухлĕ пулнине çирĕплетнĕ.
Пирĕн районта вара паянхи кун тÿлевсем çапла: 3-5 сехет ĕçлекен ача садĕнче 1 куншăн тÿлев 50 тенкĕпе танлашать, 10 сехет ĕçлекен ача садĕнче - 75 тенкĕпе, 12 сехет ĕçлекен ача садĕнче - 87 тенкĕпе, талăкĕпех ĕçлекен ача садĕнче - 87 тенкĕпе. Тÿлеве çулталăкра пĕр хутчен пăхса тухса çирĕплетеççĕ.
Районта 2016 çул пĕтĕмлетĕвĕпе сахал тупăшлă, нумай ачаллă 205 çемьери 212 ача, çавăн пекех йывăр лару-тăруллă çемьесем çăмăллăхпа усă кураççĕ - тÿлевĕн 50 процентне кăна тÿлеççĕ. Инвалид ачасем, ашшĕ-амăшĕсĕр е вĕсен хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасем тата туберкулез интоксикацине тÿснĕ ачасемшĕн тÿлев илмеççĕ. Çак пур çăмăллăхпа тивĕçтерме 2016 çулта район бюджетĕнчи 1млн та 485 пин те 600 тенкĕпе усă курнă.
- Çăмăллăхсем пурри - ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк пулăшу. Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли тапхăрта çăмăллăхсем пăхса хунă-и тата; Çуркуннехи каникулта пирĕн районти шкул ачисем хула тулашĕнчи лагерьсенче сывлăха çирĕплетме пултарĕç-и;
- Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли тата каникул вăхăтĕнче канăвне йĕркелемелли тапхăр валли те çулсеренех çăмăллăхсем пур. Кăçал çак тапхăр валли вырăнти бюджетран 5 млн та 663 пин те 400 тенкĕ пăхса хунă. Çак суммăран 3 млн та 116 пин те 300 тенки шкулсем çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсен ĕçне йĕркелеме кайĕ, 2 млн та 147 пин те 100 тенки - хула тулашĕнчи лагерьсенче канма, палата лагерĕсем валли - 400 пин тенкĕ.
Хула тулашĕнчи лагерьсенче çуллахи вăхтри сменăра (21 кун) канмалли путевка хакне палăртнă - 13 пин те 767 тенкĕ. Çавăн пекех çуллахи вăхăтра профиль сменисенче канмалли путевка хакне çирĕплетнĕ, вăл 15 пин те 141 тенкĕпе танлашать.
Заявкăсене апрелĕн 22-мĕшĕнче шкулсенче операторсем йышăнĕç.
Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче вара пирĕн районти шкул ачисем "Жемчужина Чувашии" санаторипе сывлăха çирĕплетмелли комплексăн лагерĕнче канĕç. Ку смена мартăн 25-мĕшĕнче пуçланать те апрелĕн 2-мĕшĕнче вĕçленет. Путевка хакĕ 6615 тенкĕ, анчах та ытти çулсенчи пекех кăçал та путевкăна çемье тупăшне, лару-тăрăвне тата ытти хăш-пĕр саманта шута илсе çăмăллăхсемпе усă курса туянма пулать. Çапла хăшĕсем путевкăна тÿлевсĕр, теприсем 5 е ытларах процентне кăна тÿлесе туянма пултарĕç. Район администрацийĕ вара йывăр лару-тăруллă çемьесене яланхи пекех тимлĕх ытларах уйăрĕ.
- Калаçушăн тавах.
Н. Николаева.