Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камăн - шыв, камăн - çул ыйтăвĕ

18 марта 2017 г.

Тÿрĕ ыйту çине тÿрĕ хурав илме кăмăл тăвакансем ку хутĕнче умлă-хыçлă пулкаларĕç. Акă Москакасси ял тăрăхĕнчи Ахмане ялĕнче пурăнакан хĕрарăм шăнкăравласа тухрĕ. Паянхи куна та Северная урамра çуррине яхăн çул уçманни пирки калать. Ял пуçĕнче çул хĕсĕккипе тракторпа тĕксе тасатма май çук тет.

Çийĕнчех Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа çыхăнтăм. Алексей Николаевич тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Хĕлĕпе те ялта çул уçассипе проблема таврашĕ пулман иккен. Çула пăхса тăракансем хăйсен тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçлаççĕ. Вăл ăнлантарнă тăрăх, ахăртнех сăмах ял тепĕр пуçĕнчен тÿрремĕн уй урлă çул уçасси пирки пырать пулĕ. Çу кунĕсенче унти çулпа çÿрекенсем пур иккен. Анчах та яла кĕрсе тухма хальхи вăхăтра çул çук тени тĕрĕс пулмасть.

Алексей Николаевич Ахмане ялĕн старостипе Петр Волковпа çыхăнса пăхма сĕнчĕ. Тĕрĕсех. Вăл та вырăнти пуçлăх сăмахĕсенех çирĕплетрĕ. Ял тăрăх та, тăкăрлăкпа та çула уçнă. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Хĕл кунĕсенче çил-тăман алхаснă чухне те çынсем çулсăр аптăрани пулманпа пĕрех. Çулсене çийĕнчех тасатса тăнă. Çавăнпа та çул уçасси пирки редакцие шăнкăравлакан хĕрарăма вăл ку ыйтупа хăйĕн патне пыма ыйтрĕ.

Çатракасси ял тăрăхĕнчен шăнкăравсем пулчĕç. Шупуç ялĕнчен шăнкăравлакан хĕрарăм 10 кун ĕнтĕ шывсăр ларни пирки калать. "Çуллахи вăхăтра шыв пулмасан пăрăхсемпе пахчасене шăварни çине йăвантараççĕ. Халĕ вара кун пеккисем çук ĕнтĕ. Çапах шывсăр ларма тивет. Шыв çуккипех ача сачĕ те йĕркеллĕ ĕçлеймест", - тет вăл.

Ял çыннисене шывпа тивĕçтерессипе пăтăрмах мĕн пирки пулса тухнине уçăмлатма Çатракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Геннадий Трофимовпа çийĕнчех çыхăнма май килмерĕ. Мартăн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ май информаци кунĕ ирттерме ку ял тăрăхне районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Аникина кайнине пĕлтĕм, ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Геннадий Трофимовпа тĕл пулса ку ыйтупа интересленме ыйтрăм.

Çавна пĕлме май килчĕ. Шыв уçламалли башньăра насус юрăхсăра тухнă иккен. Çак вăхăта насуса кÿрсе килнĕ ĕнтĕ, вырнаçтарасси кăна юлнă. Ытти вара вырăнта пурăнакансен пуçарулăхĕнчен кăна килет пулĕ.

Кашмаш тата Çатракасси ялĕсенчен те ыйтусемпе тухакансем пулчĕç. Кашмашри Яриков урамĕнче вак чул сарнă çул тунăччĕ. Объекта хута ярса пĕтереймен-ха. Шăнкăравлакан çын çавна каласа пачĕ. Урамалла пăрăннă çĕрте çул урлă шыв юхса тухма тунă сооружени тĕлĕнче вак чул сарса хытарнă çул путса кайнă пулас. Автомашинăпа кĕрсе тухма чăрмавлă иккен.

Çатракасси ялĕнче пурăнакансен вара урăх хуйхă: автомашинăсем ял тăрăх ытлашши хăвăрт çÿреççĕ, хăвăртлăх режимне пăхăнмаççĕ иккен. Ыйтупа пынă хĕрарăм иртнĕ çул Муркашран Çатракасси ялне пырса кĕнĕ çĕрте автомашинăсен хăвăртлăхне палăртса çырса юлакан видеоустройство вырнаçтарассин ыйтăвĕпе ял çыннисем район администрацине тухни пирки калать. "Видеофиксатор вырнаçтарчĕç. Анчах та вăл автомашинăсем иртсе кайнине ÿкерсе кăна юлать иккен. Автомашинăсем мĕнле хăвăртлăхпа иртсе кайнине çырса юлакан устройствăна вырнаçтараççĕ-ши; Ун чухне автомашинăпа "çил хăвалакансем" сахалланаççех пулĕ. Хăш чухне урампа утма та шикленмелле", - тет вăл.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Никитинпа тĕл пултăм. Владимир Германович Яриков урамĕнчи çула паян-ыранах кайса пăхма шантарчĕ. Çул путса кайнă пулсан, унта вăхăтлăха вак чул сармалла пулать-и - ыйтăва вырăна кайса пăхнă хыççăн татса парĕç.

Автомашинăсен хăвăртлăх режимне çырса юлакан видеоустройство вырнаçтарассин ыйтăвĕпе те интереслентĕм. Кунти çул республика пĕлтерĕшли шутланать. Çавăнпа та унта мĕн вырнаçтарасси те республика компетенцийĕ пулса тăрать. Владимир Германович каласа панă тăрăх, Чăваш Республикин "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учрежденийĕпе калаçса татăлнă (республика çулĕсене пăхса тăрассишĕн шăпах çак организаци яваплă пулса тăрать). Вырăнти ыйтусене татса памалли, фотоматериалсене тата ытти документа управление çитерсе памалли кăна юлнă. Ун хыççăн Çатракасси ялне пырса кĕнĕ вырăнта çул çинче хăвăртлăх режимне çырса юлакан видеоустройствăна вырнаçтарса парĕç. Унччен вăхăт нумай юлман ĕнтĕ.

Вулакансене "Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕсене аса илтеретĕп: 62-2-82, 8-927-857-42-06.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика