18 марта 2017 г.
Вĕсен тÿпи ÿсет
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче палăртнă тăрăх, çак вăхăта районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсене 892 регистрациленĕ. Предприятисенчен 55 проценчĕ суту-илÿпе тата обществăлла апатланупа, 16,5 проценчĕ ял хуçалăхĕпе, 13 проценчĕ продукци тирпейлессипе, 3,1 проценчĕ строительствăпа çыхăннă.
Кун пек предприятисенче çак вăхăта 3987 çын вăй хурать. Предпринимательство субъекчĕсем иртнĕ çул республикăн пĕрлехи бюджетне налуксем 81 млн тенкĕ, вырăнти бюджета 52 млн тенкĕне яхăн куçарнă. Ку кăтартусем унчченхи çулхинчен пысăкрах.
Ларура предпринимательство субъекчĕсен район экономикинчи сумне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Ача амăшĕсене пулăшать
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр килте пĕчĕк ачапа ларакан çамрăк амăшĕсене те професси пĕлĕвĕ илме, ăсталăха аталантарма майсем туса пама тăрăшать.
Кăçал 3 çула çитмен ачапа килте ларакан амăшĕсене 13 çынна професси илме вĕренме яма палăртнă. Вăл шутра декрет отпускне кайиччен ниçта та ĕçлеменнисем те пур.
Çак вăхăта 3 амăшне вĕренĕве явăçтарнă та ĕнтĕ. Професси илнĕ май вĕсем ĕçлеме тытăнма шухăшлаççĕ. Вĕренекенсене вара республика шучĕпе стипендипе те тивĕçтереççĕ. Кун пек вĕренме кăмăл пуррисене ĕçпе тивĕçтерекен центрта кĕтеççĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.