18 марта 2017 г.
Ял хуçалăхĕнчи йывăрлăхсенчен хăрамасăрах çĕр ĕçченĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен экономика аталанăвне шав малалла аталантарассишĕн тимлет. Кулленхи ĕçре тăтăшах çĕннине алла илсе ырă опыта малалла çул уçса пыраканăн ÿсĕмĕсем те куç умне тухаççĕ.
Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕнесене машинăпа сăвакан операторсене куратăр. Вĕсем (сулахайран сылтăмалла): Валентина Печкова, Вера Гордеева, Галина Алексеева, Валентина Афанасьева, Галина Яковлева. Вĕсем пурте хăйсене çирĕплетсе панă ушкăнсенче кашни ĕнерен иртнĕ çул вăтамран 7000 килограмм ытла сĕт сунă. Ку вăл ыттисемшĕн ăнтăлу хавхаланăвĕ пулмалла.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.