22 марта 2017 г.
Ку ыйту çине хурав илес тĕллевпе "Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕ çине Муркаш ялĕнче пурăнакан арçын шăнкăравларĕ. Вăл акă мĕн каласа парать. Сĕте вăл ытларах чухне пасарта туянма тăрăшать. Тепĕр чухне вара магазинта та туянма тивет иккен. Вăл асăрханă тăрăх, пасарта туяннă сĕтрен йÿçнĕ май турăх пулса ларать. Çиеле хăйма та тытăнать. Анчах та магазинта туяннă пакетри сĕтрен вăхăт иртнĕ май мĕн пулса ларни ăнланмаллах мар: ни турăх теме май çук ăна, ни тăпăрчă мар вăл. "Апла пулсан ку вăл мĕнле продукт-ши; Çиме юрăхлă-ши вăл; Тен магазинта сутакан сĕте типĕтнĕ сĕтпе (сухое молоко) шыв хутăштарса хатĕрлеççĕ;" - ыйтать вулакан.
Кăсăклă ыйту çине районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Николай Яковлев хурав пама килĕшрĕ. Николай Семенович ăнлантарса панă тăрăх, пасарта сутакан чĕрĕ (сырое) сĕтпе магазинта сутакан пастеризациленĕ сĕте пăтраштарма кирлĕ мар. Сĕте пастеризациленĕ чухне унти мĕнпур бактери пĕтет. Çавăнпах унран турăх та кÿлĕнмест.
Пакетри пастеризациленĕ сĕте е ытти сĕт продукцине типĕтнĕ сĕт ярса тунă е çук; Ун пирки пĕлес тесен продукт шутне мĕн-мĕн кĕни пирки вуласа пăхма ан ÿркенĕр кăна. Кашни продукт упаковки çинчех хальхи вăхăтра кун пирки çырса пани пур.
Сăмах май, пасарта туянакан сĕт те чирлĕ ĕнен пулма пултарать. Çавăнпа та кун пек продукта магазинта е пасарта туянасси - кашнин хăйĕн ирĕкĕ.
Пирĕн пата ыйтупа тухакан çынна кăштах статистика материалĕсенчен илнĕ даннăйсемпе те паллаштарма кăмăл пур. Çитменнине ку информаци ыттисемшĕн те кăсăклă пулĕ тесе шухăшлатăп.
Раççей Федерацийĕн Шутлав палатин даннăйĕсене пăхас пулсан, Раççей суту-илÿ предприятийĕсен сентрисем çинчи сĕт продукчĕсенчен кашни тăваттăмĕшĕ пахалăхсăр шутланать. (Пирĕн патра вара ытларах вырăнти предприятисенче туса кăларнă продукцие сутнине шута илес пулсан, лару-тăру ку тĕлĕшпе лайăхрах пуласса шанмалли кăна юлать - авт.).
3 çул хушшинче çĕршывра сĕт продукчĕсем çиесси 15 процент чакнă. Кунпа пĕрлех килти хушма хуçалăхсенче те сĕт туса илесси чакнă. Ÿсен-тăран çăвĕсемпе усă курса туса хатĕрлекен сĕт продукчĕсен хисепĕ вара ÿснĕ.
Шутлав палати пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре пурăнакан пĕр çын вăтамран 2013 çулта пĕтĕмпе 248 килограмм сĕт тата сĕт продукчĕ çинĕ тата ĕçнĕ, 2014 çулта - 244 килограмм, 2015 çулта - 210,4 килограмм. РФ Сывлăх сыхлав министерстви çирĕплетнĕ норма вара 325 килогрампа танлашать.
- Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пысăк ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем сĕт туса илессине ерипен ÿстерсе пыни палăрать. Патшалăхран пулăшу илеймен ял çыннисенчен хăшĕсем вара хальхи экономика условийĕсене кура выльăх-чĕрлĕхрен хăтăлма тăрăшаççĕ, - каласа панă "Союзмолоко" аналитика департаменчĕн директорĕ Алексей Воронин. Кунпа пĕрлех вăл çавна та палăртнă: çĕршывра пĕтĕм чĕрĕ сĕтрен çуррине яхăн ял çыннисен хуçалăхĕсенче туса илеççĕ.
Ют çĕршывсенчен сĕт туянасси чакнă, 2013 çулта 9 пин тоннăпа танлашнă пулсан, 2015 çулта 7 пин тонна пулнă. Сĕтĕн тата сĕт продукчĕсен магазинти сутлăх хакĕ вара ÿссе пырать. Унчченхи çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 2016 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕр килограмм сĕтĕн сутлăх хакĕ 16,9 процент, услам çăвăн - 12,3 процент, сырсен 11,4 процент пысăкрах пулнă.
Кунпа пĕрлех магазинсенче ÿсен-тăран çăвĕ янă сĕт продукчĕ ытларах. Акă ют çĕршывсенчен пальма çăвĕ туянасси 2015 çулта, 2014 çулхипе танлаштарсан, 25 процент ÿснĕ.
Аналитик палăртнă тăрăх, 2016 çулта фальсификат шучĕ 7 процент чакнă. Алексей Воронин ăна Роспотребнадзор çирĕпрех тĕрĕслесе тăма тытăннипе çыхăнтарать. Çавăн пекех туянакансем те продукци пахалăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçланă, упаковка çине мĕн çырнипе тĕплĕнрех паллашма тăрăшаççĕ.
Анчах та потребительсен обществисен пĕтĕм тĕнчери конфедерацийĕн правленийĕн председателĕн Дмитрий Янинăн шухăшĕпе ÿсен-тăран çăвĕпе хатĕрленĕ сĕт продукчĕсене çынсем ытларах чухне хакĕ пĕчĕкрех пулнине кура туянаççĕ. Фальсификатлă сĕт продукцийĕн шучĕпе чи малтисем шутĕнче Иваново, Магадан, Новосибирск облаçĕсем тата Санкт-Петербург хули.
Алексей Воронин шухăшĕпе пальма çăвĕ сывлăхшăн пачах хăрушă мар. Анчах та унпа усă курасси фальсификат продукципе çыхăннă пулсан вара çакă вăл потребительсен прависене пăсни пулса тăрать.
Анчах та чи аслă категори врачĕ Юлия Чехонина диетолог каласа панă тăрăх, ÿсен-тăран çăвĕ ярса тунă продукци таса продукцие ылмаштарма пултараймасть. Ÿсен-тăран çăвĕнче калори нумай. Çын самăрланасси çак продукцие çинипе çыхăнма пултарать.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.