Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

22 марта 2017 г.

Тĕл пулусем иртеççĕ

Социаллă сфера специалисчĕсем ял çыннисемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Иртнĕ эрнере вĕсем Катькас тата Ильинка ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе курса калаçнă.

Муркаш районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи В. Аникина республикăри саккунсене кĕртнĕ улшăнусемпе, федераци шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсен тÿлевĕшĕн уйăхсерен компенсаци парса тăрассин йĕркипе паллаштарнă.

Социаллă услугăсемпе тивĕçтерекен центр ертÿçи О. Иванова тата Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи             И. Гришина та тĕл пулăва хутшăнса çынсен ыйтăвĕсене хуравланă.

 

Профилактика

кунĕсем

Районти профилактика субъекчĕсем хутшăннипе кашни эрнерех профилактика кунĕсем йĕркелеççĕ.

Иртнĕ эрнере пысăк ушкăн Оринин ял тăрăхĕнче пулнă. Йывăр лару-тăруллă çемьесене çитсе асăрхаттару калаçăвĕсем ирттернĕ, ниçта та ĕçлемен ашшĕ-амăшне ĕç тупма сĕннĕ. Учетра тăракан çул çитменнисемпе тĕл пулса йĕркене пăхăнмаллине, шкулта уроксене сиктермелле маррине çирĕппĕн асăрхаттарнă. Тĕрмесенчен таврăннисемпе те профилактика калаçăвĕсем ирттернĕ.

Ĕнер профилактика кунĕ Москакасси ял тăрăхĕнче иртрĕ, çитес эрнере вара профилактика субъекчĕсем Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхне çитме палăртнă.

 

Сывлăха

çирĕплетме

Çитес шăматкун, мартăн 25-мĕшĕнче, пирĕн районти спорт сооруженийĕсем çынсене тÿлевсĕрех йышăнĕç - республикипех черетлĕ Сывлăхпа спорт кунĕ иртет.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн Сывлăхпа спорт кунĕ кашни уйăхрах иртет. Ăна çынсен сывлăхне çирĕплетме майсем туса парас тата вĕсене массăллă спорта явăçтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çавăнпа та çак мелпе пурин те усă курма тăрăшмалла.

Пирĕн районта "Сывлăх" спорт шкулĕ çынсене тĕрлĕ енлĕ тивĕçтерме пултарать: канмалли куна унти бассейнра, спортзалта, тренажер залĕнче ирттерме меллĕ.

 

Педагогсем

ăмăртаççĕ

Çак вăхăтра педагогсен ĕçри ăсталăхне тĕрĕслеме пулăшакан конкурс пырать. Часах "Çулталăкри учитель", "Чи лайăх класс ертÿçи", "Çулталăкри воспитатель" конкурссен çĕнтерÿçисемпе пĕрлех районти хушма пĕлÿ паракан чи лайăх педагога та палăртаççĕ.

Апрелĕн 3-29-мĕшĕсенче вара конкурсăн республика тапхăрĕ иртет. Пĕлтĕр республикăри "Çулталăкри учитель" ята Муркаш вăтам шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Алина Паладьева çĕнсе илме пултарчĕ. Çавна май кăçалхи конкурсăн республика тапхăрĕ Муркаш районĕнче иртет.

Н. Николаева хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика