22 марта 2017 г.
Иртнĕ шăматкунхи ăмăрту Муркаш улăхне хăнасене те, йĕлтĕр спортне кăмăллакансене те чылай пухрĕ. Çав кун кунта йĕлтĕрпе эстафетăра ăмăртса район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн тата федераци органĕсен районти структура подразделенийĕсен, учительсен командисем вăй виçрĕç. 33 команда старта тухрĕ. Çак ăмăртупа муркашсем кăçалхи йĕлтĕр спорт сезонне хупрĕç.
Хăйĕн салам сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев спортпа туслă пуласси районта пурăнакансен пурнăç нормипе тачăрах та тачăрах çыхăннишĕн кăмăллă пулнине палăртрĕ. Чылай ăмăрту йăлана кĕрсе çирĕпленчĕ ĕнтĕ. Асăннă ăмăртăва та йĕлтĕр спортне кăмăллакансем 19-мĕш хут пухăнчĕç. Спорт вара вăл - сывлăх, ÿсĕмлĕ ĕç, çитĕнÿ.
Спортпа туслисемшĕн кирек епле ăмăрту та вăл - уяв, спорт уявĕ. Шăматкунхи спорт уявĕпе муркашсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. Федотов, район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн председателĕ И. Николаев, Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи общество канашĕн председателĕ, асăннă спорт ăмăртăвне пуçараканĕ В. Вязов саламларĕç.
Йĕлтĕрпе ăмăртакансен районти федерацийĕн председателĕ П. Вязов ăмăртăва пухăннисене савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: йĕлтĕр спорчĕ енĕпе республикăри хуласемпе районсем хушшинче Муркаш районĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Спорт шкулĕсем хушшинче те муркашсем республикăра иккĕмĕш. Павел Николаевич федерацин Тав çырăвĕсемпе И. Смирнов тренера тата район хаçачĕн журналистне Н. Николаевăна чысларĕ.
Депутатсен Муркаш район Пухăвĕнчи "Единая Россия" парти фракцийĕн ертÿçи А. Давыдов, муркашсен республика тĕп хулинчи ентешлĕхĕн ертÿçи В. Тяпкин ăмăртăва хутшăнакансене саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Ырă йăлапа малтанах ертÿçĕсем VIP-чупура вăй виçрĕç. Ытти ертÿçĕпе пĕрле район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн председателĕ И. Николаев та, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та 1 километр дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕç. Апла пулин те йĕлтĕр йĕрĕ çинче "Свобода" хуçалăх ертÿçипе Л. Петровпа танлашма пултараканни пулмарĕ. Финиша вăл чи малтан çитрĕ. Оринин шкулĕн директорĕ Н. Щукин тата районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ А. Яковлев дистанцие ун хыççăн вĕçлерĕç. Хĕрарăм ертÿçĕсем хушшинче малти вырăнсене М. Смирнова ("Сывлăх" физкультурăпа спорт шкулĕ), М. Колесникова (Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ), О. Петрова йышăнчĕç.
Хыççăн старта учительсен командисем тухрĕç. Командăсенче - икшер хĕрарăмпа икшер арçын. Дистанци хĕрарăмсен 1 километрпа танлашать пулсан, арçынсен 3 километра парăнтармалла пулчĕ. Эстафетăра "Сывлăх" ФСК команди ăнăçлăрах пулчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Калайкассипе Шетмĕпуç шкулĕсен командисем йышăнчĕç.
Районти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен командисем хушшинче те кĕрешÿ çивĕч пулчĕ. Эстафета ăмăртăвне "Свобода" хуçалăхран харăсах икĕ команда хутшăнчĕ. Иккĕшĕ те призлă вырăнсене тивĕçрĕç: иккĕмĕш команда пĕрремĕш вырăна, пĕрремĕш команда иккĕмĕш вырăна йышăнма пултарчĕç. Муркаш райповĕн команди - виççĕмĕш.
Район администрацийĕн пайĕсен, çавăн пекех федераци органĕсен районти структура подразделенийĕсен командисем пĕрле вăй виçрĕç. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăна РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн команди алăран вĕçертмерĕ (сăн ÿкерчĕкре). Культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕпе район администрацийĕн командисем хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.
Ял тăрăхĕсен командисем хушшинче Муркаш ял тăрăхĕн командине çитекенни пулмарĕ. Хыççăнхисем - ярославкăсемпе катькассем.
Спорт уявĕнче çĕнтерме ăнтăлнишĕн те парнесене тивĕçекенсем пулчĕç. Кун пек хавхалантару парнисене район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Г. Любимов, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ И. Димитриева, район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн пуçлăхĕ Е. Чернова тивĕçме пултарчĕç. Ятарлă парнесене тивĕçнисем хушшинчех - районти тĕп больницăн команди те, ачасемпе çамрăксен В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕ те. Спорт уявне илемлĕ юрăсемпе хăт кĕртнĕ май Ярославка ял тăрăхĕнчи художество пултарулăх коллективĕ те парнесĕр юлмарĕ.
Хĕллехи спорт сезонне хупнă май эстафетăна Муркаш райповĕ йышăнчĕ. Райпо канашĕн председателĕ Б. Андреев çуллахи спорт сезонне уçма майăн 1-мĕшĕнче пурне те Муркаш райповĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртăва хутшăнма йыхравларĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.