11 марта 2017 г.
Мартăн 8-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче хĕрарăмсен уявне паллă турĕ. Муркаш районĕн çыннисемшĕн вара савăк самант харăсах иккĕ пулчĕ, тĕп урамра Хĕл ăсатăвĕ иртрĕ. Сарă хĕвелĕ саламлама васкамарĕ пулин те, çанталăкĕ сивĕ пулмарĕ, пурне те савăнса канма май пачĕ.
Уява пухăннисене чи малтанах район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев саламларĕ.
- Хисеплĕ хĕрарăмсем, эсир ял хуçалăх отраслĕнче те, районти ытти ĕçре те пуçарулăхпа тăрăшулăх кăтартатăр. Эсир обществăлла ĕçре те пархатарлăн вăй хуратăр. Яваплăха çемьере те, кулленхи ĕçре те туятăр, - терĕ Игорь Васильевич уявпа саламланă май.
Çавăн пекех вăл умра питех те ответлă çур аки ĕçĕ çитнине палăртрĕ. Районти хуçалăхсем уй-хире тухма хатĕрленсе пыраççĕ, ăна яланхи пекех вăхăтра тата пахалăхлă ирттермелле.
Черетлĕ салампа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тухрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, район ĕçченĕсем ума лартнă тĕллевсене тĕрĕс-тĕкел пурнăçлĕç, çуркунне çитнĕ май çĕнĕ утăмсем палăртĕç. Район çыннисен тăрăшулăхне экономика кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ, иртнĕ çулхи ĕç-хĕл япăх мар. Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май вара тавралăха, ялсемпе урамсене тирпей-илем кĕртессипе ĕç чылайланĕ.
Хĕрарăмсене çавăн пекех РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Ирина Гришина саламларĕ. Çирĕп сывлăхпа ăнăçу суннă май кăçал виççĕмĕш ачасене кун-çул парнеленĕ Венера Кондаковăна тата Алина Ялугинăна çемье капиталĕн сертификатне парса чысларĕ.
Çавăн пекех ăшă салампа уява пухăннисем умне районăн хисеплĕ çынни Крета Валицкая тата район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи общество канашĕн ертÿçи, районăн хисеплĕ çынни Валерий Вязов тухрĕç.
Уява художество пултарулăх ушкăнĕсем тăсрĕç. "Прощай, зимушка, зима" конкурсра шетмĕпуçсен ăсталăхĕ пысăкрах пулнине палăртрĕç. Иккĕмĕш вырăнта ваçкассисем пулчĕç. Хорнуй ял тăрăхĕнчи "Кĕсми урам кинĕсем" ушкăн виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Çавăн пекех Тойкилтĕри Культура çурчĕ çумĕнчи "Хĕлхем", Çурлатринчи "Сеспель" эстрада ушкăнĕсем, "Муркаш" фольклор ансамблĕ тата Кашмашри Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ уява пухăннисене савăк кăмăл парнелерĕç.
Такмаксемсĕр епле-ха тата; Токшикри Светлана Иванова чи пултарулли пулчĕ. Шетмĕпуçĕнчи Клара Иванова иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Ваçкассинчи Римма Кириллова виççĕмĕш вырăнта пулчĕ.
Хуткупăс сасси вара уява чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Ку конкурсра Хорнуй ял тăрăхĕнчи Владимир Железнов çĕнтерчĕ. Ун хыççăнхи вырăна Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Николай Соловьев тивĕçрĕ. Çатракассинчи Игорь Майков виççĕмĕш пулчĕ.
Хыçлă çуна çине ларса ярăнассинчен кам пăрăнĕ-ха тата; Çанталăкĕ çунасене тепĕр хĕл валли пуçтарса лартмаллине систерет пулин те, уявра икĕ çунапа ларса ярăнма май килчĕ. Лашана уява хатĕрлесе тухассипе пĕрремĕш вырăнта Муркашри Валерий Барков пулчĕ. Вăл каланă тăрăх, унăн ашшĕ, лашасене юратнăран, конюхра ĕçленĕ. Ку туртăм ун патне ашшĕнчен куçнă. Иккĕмĕш вырăнта Оринин ял тăрăхĕнчи Чамăш ялĕнчи Григорий Рязанов пулчĕ. Вăл уява мăшăрĕпе тата хĕр ачипе хутшăнчĕ. Вĕсем те Хĕл ăсатăвĕн уявне кăмăллаççĕ, çавăнпа та çулсеренех хутшăнаççĕ.
Чи пĕчĕк те илемлĕ лаша вара Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчен пулчĕ. Икĕ çул çурăри Аделинăпа Авелина ашшĕпе амăшĕ ăсталанă лаша кÿлепи çине ларса киленчĕç. Иринăпа Дима Скворцовсене пуçарулăхшăн ырăпа палăртрĕç. Туслă çемье "Затейник-удалец, ай-да молодец" конкурсра çĕнтерÿçĕ пулчĕ.
Район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Елена Чернова конкурс çĕнтерÿçисене чысласа саламларĕ, малашне те мероприятисенче пуçаруллă пулма сĕнчĕ.
Обществăлла апатлану предприятийĕсем вара уява килнисене вĕри икерчĕпе чей, шашлык сĕнчĕç. Тĕп лапам юрă-ташăпа, вăйă-кулăпа хăтлă пулчĕ. Районта пурăнакансем ĕçре те маттур, уявра та пит сатур пулнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр.
Р. Илларионова.