Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра - "Хаваслă стартсенче"

11 марта 2017 г.

Район хаçатĕнчи çырусен страницине вуласа тĕрлĕ ял тăрăхĕнчи пурнăç пирки пĕлсе тăратпăр. Çынсем уйрăмах хăйсен уявĕсене мĕнле ирттерни пирки çырма кăмăллани сисĕнет.

Эпир вара, Чуманкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан хĕрарăмсем, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне ял тăрăхĕн администрацийĕ йĕркеленĕ "Хаваслă стартсене" хутшăнса чăнах та хаваслă ирттертĕмĕр. Отарккă ялĕнчи çамрăк депутат Андрей Николаев хатĕрленĕ тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма интереслĕ пулчĕ: мечĕк кăна сиктермерĕмĕр, пулăçсен пысăк аттине тăхăнса та ăмăртрăмăр, шарсенчен матрешка та ăсталарăмăр...

Виçĕ туслă командăна саламласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов парнесемпе чысларĕ, малашне те хастар пулма сĕнчĕ. Ку вара çаплах пулĕ, мĕншĕн тесен пирĕн тăрăхри хĕрарăмсем спортра та маттур, ал ĕçĕ тума та ăста.

П. Макарова, Л. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика