Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хире тухсан кашни пучахпа калаçатчĕ

11 марта 2017 г.

Пурăннă тата ĕçленĕ пулсан хамăр ентеш, пултаруллă ертÿçĕ, ял хуçалăх производствин анлă тавракурăмлă йĕркелÿçи, "Хисеп Палли" орден кавалерĕ (1986), "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" (1992), Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă (1998), "Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" (1999), Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ (2001), "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăланă (2007), Раççейри ял хуçалăх наукисен академийĕн çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институчĕн "Ударник" федераци патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Платон Павлович Давыдов пуш уйăхĕнче 70 çул тултармаллаччĕ.

"Çын ĕçпе илемлĕ", - тенĕ тăрăшуллисем пирки аслă асаттесем. Ку вăл - ĕмĕрхи чăнлăх. Унăн пĕлтерĕшĕ паян та кун йĕркинчех тăрать. Çак сăмахсемпех эпĕ халĕ Платон Павловича аса илетĕп. Хам ăна пĕлнишĕн, тĕрлĕ çулсенче юнашар ĕçлеме тÿр килнишĕн, вăл Йÿçкасси тăрăхĕсĕр пуçне район аталанăвне те пысăк тÿпе хывнине курса тăнишĕн хама паян телейлĕ туятăп, ăна ырăпа аса илме тивĕçлĕ тесе шухăшлатăп.

П. Давыдовпа эпир районăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çитĕнсе ÿснĕ тата ĕçе кÿлĕннĕ. Манăн юлташăм Анатри Панкли ялĕнче 1947 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Мĕн пĕчĕкрен ял çыннин çăмăл мар пурнăçне курса ÿснĕскер, çĕр ĕçченĕн йывăр ĕçне те ачаллах пĕлнĕ. Çав йывăрлăхсене çĕнме те шкул вăхăтĕнчех хатĕрленнĕ. Çавăнпа та каярах çулсенче пурнăçри кашни кăткăс лару-тăруранах вăл çĕнтерÿçĕ пулса тухма хевте çитерчĕ.

Ĕç хамăра çывăхлатнă май паян Платон Павловичăн кашни утăмĕ куç умĕнче, пĕрле ÿссе çитĕннĕ тейĕн. Çавăнпа та вăл хăйĕн пурнăç çулне çичĕ хут тар тăкса якатни - маншăн чăн пулни. Кунта вара ырă аса илÿсем, паянхи çамрăк çĕр ĕçченĕсемшĕн ăс илмелли ĕç опычĕ чылай. "Хирте, фермăра е механизациленĕ паркра ĕçлекене хăй ĕçĕшĕн яваплăха ÿстерме вĕрентмелле. Ан тив, хăй ĕçлени хăйĕншĕн пулнине кашниех куртăр. Çавăн чухне çеç ял хуçалăхĕ çĕнĕ технологисемпе вăйланĕ, ÿсĕм çулĕпе малалла кайĕ", - тетчĕ вăл хăй тăтăшах малашлăхпа пурăннине çирĕплетнĕ калаçусенче. Яланах шыравраччĕ çав вăл.

... 1974 çулхи апрель уйăхĕнче мана, 10 çул "Передовик" хуçалăха ертсе пынăскере, районти ял хуçалăх управленине ертсе пыма шанчĕç. Çав çулах утă çине тухас умĕн район ертÿçи В. Григорьев мана Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра çĕнĕ председатель çирĕплетесси пирки пĕлтерчĕ. Председателе суйлама илсе пынă Платон Павловичпа çавăн чух паллашрăмăр та. Пĕрремĕш калаçурах вăл ĕçе ăçтан пуçламаллине, экономикăна епле аталантармаллине, хуçалăха епле ура çине тăратмаллине пĕлни палăрчĕ. Çавăн хыççăн эпир 40 çул ытла алла-аллăн ĕçлесе пытăмăр, тĕрлĕ ыйтăва пĕрле сÿтсе яврăмăр.

Парти райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ яш маларахри вăхăтра юхăнма пуçланă хуçалăха 5 çул хушшинче ырă ятлă турĕ, хăш-пĕр енсемпе малти рете кăларчĕ. Мĕнре пулчĕ-ха унăн ăнăçу никĕсĕ; Малтанах вăл ял хуçалăх производствине çĕнĕ технологисем кĕртессипе, тырă-пулă вăрлăхĕпе, çĕнĕ техника туянассипе, минераллă удобренисемпе тĕллевлĕрех ĕçлеме пуçларĕ. Пĕтĕмлетÿ: хуçалăхра тырă-пулăпа пĕрлех нумай çул ÿсекен курăксем те ытларах тухăç пама пуçларĕç. Çапла вара кĕске хушăрах паха выльăх апачĕ хатĕрлесси ÿсрĕ. Ку вара сĕт производстви çине ырă витĕм кÿчĕ. Çапла вара сĕт сăвассипе хуçалăх районта малтисен ретне тухрĕ.

Хама парти райкомĕн 1-мĕш секретарьне çирĕплетсен Муркаш енне ÿсĕм çулĕпе малалла илсе кайма 1979 çулта П. Давыдова районти ял хуçалăх управленине ертсе пыма чĕнтĕм. Вăл хирĕç пулмарĕ.

Çĕнĕ ĕçре икĕ çул вăй хунă хыççăн районта та çĕнĕлĕхсем пулчĕç. 1981 çулта "Ударникра" çĕр улми вăрлăхĕ туса илессине йĕркелесе ярас ыйту тăрсан, ăна каллех чи яваплă ĕçе шантăмăр. Вăл çак хуçалăха ертсе пыма пуçларĕ. Халĕ те астăватăп. Платон Павловичпа çĕр улми вăрлăхĕ ÿстерекен лаборатори ертÿçи З. Кутузов тăрăшнипе йÿçкассисем пурнăç хăйсем умне кăларса тăратнă çĕнĕлĕхе хăвăрт алла илчĕç. Кунти ĕçе кĕске хушăрах пĕтĕмпе майлах механизацилерĕç. Кĕске хушăрах çĕр улмин паха вăрлăхне района çеç мар, республикăна тата çĕршывăн тĕрлĕ регионне сутма пуçларĕç. Хуçалăх пĕр çулхине çĕр улми вăрлăхне 3 пин тонна реализацилени кассăна пысăк укçа кĕртрĕ, аталанма çĕнĕ тĕллевсем çуратрĕ.

Малалла та ĕç аталанăвне ÿсĕм çулĕпе илсе пырса хыççăнхи çулсенче П. Давыдов тимленипе хуçалăхра çĕр улми упрамалли пиншер тоннăлăх 5 хранилище хута ячĕç, йĕтемсемпе апмарсене çĕнетрĕç, фермăсем турĕç т. ыт. те. Кĕске хушăрах хуçалăх республикăра малтисен ретне тухрĕ. Унăн ĕçне Раççейре те асăрхарĕç, çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе Йÿçкассинче пĕтĕм Союзри наукăпа практика конференцийĕсене ирттерме пуçларĕç.

Çак çулсенче хуçалăхра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене гектар пуçне 40 центнер ытла (районĕпе - 29 центнер), çĕр улмине çулсерен 400 гектар ытла ÿстерсе гектартан 233 центнер (районĕпе - 163 центнер) туса илме пуçларĕç. Мăйракаллă шултра выльăхсен кĕтĕвĕ 1822 пуçа, сыснасен йышĕ 2013 пуçа, сумалли ĕнесем 510 пуçа çитрĕç. Аш-какайпа сĕт туса илесси палăрмаллах малалла утăмларĕ.

Производство аталаннипе пĕрлех ял пурнăçĕ те курăнмаллах ырă енне улшăнчĕ. Ялсенче çултан-çул çĕнĕ объектсем хута кайса пычĕç: нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт, 140 вырăнлăх ача сачĕ, 640 ача вĕренмелли вăтам шкул, Культура çурчĕ, спортзал. Асăннă строительство ĕçĕсемпе пĕрлех хуçалăх тăрăшнипе кашни ял патне асфальт сарнă çул çитрĕ, автобус çÿреме пуçларĕ, ялсене çут çанталăк газĕ çитрĕ. Çĕр ишĕлессипе кĕрешсе хуçалăх вăйĕпе нумай гектар çинче йывăçсем лартса хăварни, ялсенче шыв плотинисем туни тавралăх илемне ÿстерчĕ. Ял çыннисем: "Коммунизмра пурăнатпăр", - теме пуçларĕç.

Пур енлĕ ĕçлесе Платон Павлович "Ударник" хуçалăх производствине яланах тĕп вырăнта тытатчĕ. Çапла вара выльăхсен çĕнĕ ăрачĕсем, тĕш тырăпа çĕр улмин çĕнĕрен те çĕнĕ сорчĕсем, уй-хирте ĕçлеме çулсерен килекен çĕнĕ 5 - 6 тракторпа 3 - 4 автомашина экономикăна тĕреклетме çул уçсах пыратчĕç.

Хăй суйласа илнĕ çултан Платон Павлович ĕмĕр тăршшĕпех пĕр утăм та пăрăнмарĕ.   Ĕçĕпе халăх шанăçне тухнăскер, П. Давыдов 1990 - 1994 çулсенче Чăваш АССР-ĕн Верховный Совечĕн депутатне, 1994 - 1998 тата 2002 - 2006 çулсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланчĕ. 1975 - 2002 тата 2006 - 2010 çулсенче вăл халăх депутачĕсен район Совечĕн тата депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ пулчĕ. 2010 çулта районшăн тунă тава тивĕçлĕ ĕçĕсене кура ăна Муркаш районĕн Хисеп кĕнекине кĕртрĕç.

Платон Павлович ыттисем хушшинче яланах тăван çĕре юратнипе, хăй ертсе пыракан хуçалăх ĕçне-хĕлне çиччĕ виçсе пурнăçланипе палăрса тăратчĕ. Пуçаруллă та ырă кăмăллă, çынна пулăшма ялан хатĕр ертÿçĕ халăхра пысăк хисепре пулнă. Йÿçкасси тăрăхĕн, районăн, Чăваш Республикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ентешĕмĕрĕн ĕçĕ нихăçан та асран тухмĕ, сăнарĕ чĕресенче упранĕ.

В. КРАСНОВ,

Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика