Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван тăрăхшăн ĕçлерĕ

11 марта 2017 г.

 П. Давыдов вырăнти хуçалăхшăн кăна мар, районпа республика тата ун тулашĕнче те ырă ĕçпе палăрма пултарчĕ. Çавна май унăн ĕçтешне Зиновий Михайлович Кутузова сăмах парса Платон Павловичăн ырă та çутă сăнарне аса илер:

- Чăнах та, Платон Павловича сума суса ырă ятне асăнар. Эпĕ те çамрăк çын мар, малтанхи çулсене питех те лайăх астăватăп. Унпа юнашар ĕçленĕ çулсем - маншăн та телей. "Ударник" хуçалăх тилхепине вăл çирĕппĕн тытса пынă çулсенче территори сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнчĕ. Пархатарлă ĕçе Платон Павлович вăтăр çул ытла тивĕçлĕн пурнăçларĕ.

Эпĕ ун чухне çамрăк пулнă, хамăр ялти уй-хир бригадине ертсе пыраттăм. Пĕрлештернĕ колхозра ун чухне тăхăр уй-хир бригадиччĕ. Колхоз ĕç-хĕлне пурнăçлама пĕр ГАЗ -51 автомашинăччĕ, ытларах ĕçе лашапа, алăпа тунă. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи хăтлăх - асфальт çул-йĕр, çут çанталăк газĕ, хăватлă техникăпа çурт-йĕр, Культура çурчĕсем, Сурăм шывĕ çинчи плотинасем - çакăн пирки шухăшлама та пултарайман эпир.

1965 çулта пирĕн ялти колхозра çĕр улми тухăçĕ районти чи пысăккиччĕ. Çавăнпа та мана республикăри ял хуçалăх институчĕ çумĕнчи колхозсемпе совхозсен ертÿçисене хатĕрлекен шкула вĕренме кайма сĕнчĕç. Çав хушăрах эпĕ куçăмсăр майпа агронома вĕрентĕм.

Мана та "Ударник" хуçалăх тилхепине тытма тÿр килчĕ. 1977 çулта "Ударник" совхоз "Россемкартофель" наукăпа производство пĕрлешĕвĕнче шутланса тăма пуçларĕ. Мускавран техника, им-çам, ăслăлăх пулăшăвĕ килме пуçларĕ. Çав çулсенчех хуçалăхра çĕр улмипе ĕçлекен лаборатори уçăлчĕ.

Пĕтĕм Раççейри çĕр улми вăрлăхĕпе ĕçлекен производствăпа наука пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Д. Заикин хушу кăларчĕ. Унта çапла çырнăччĕ: "Куçăм йĕркипе Платон Павлович Давыдов юлташа Чăваш АССР-не кĕрекен Муркаш районĕнчи "Ударник" совхоз директорне лартас...". 1981 çулхи çулла вăл çак тилхепене çирĕппĕн тытма пуçларĕ, унăн ĕçлеме пултараслăхĕ, тăрăшулăхĕ малтанхи тапхăртах курăнчĕ.

Хам ыйтнипе мана лаборатори ертÿçине лартрĕç. Тĕрлĕ сортлă çĕр улми вăрлăхĕ туянма Мускава, Ленинграда, Тулăна тата чылай тăрăха кайма тиветчĕ. Вăрлăха илсе килсен пысăк пахалăхлă çĕре хываттăмăр, каярах вăрлăха пробиркăсенче ÿстерме пуçларăмăр. Çак ĕçре вун ултă çул вăй хутăм.

Ĕç ĕмĕрĕ вара унăн çапларах пуçланнă. Чи малтанах, çартан таврăнсан, клуб ертÿçинче тимлеме тытăннă. Пултаруллă çамрăка çийĕнчех асăрханă, КПСС райкомĕ ăна партипе совет шкулне экономиста вĕренме янă. Ун хыççăн çамрăк коммунист 2 çул Элĕкри парти райкомĕнче вăй хунă. 1974 çулхине вара Муркаш райкомне ĕçлеме куçрĕ. Çав çулхинех парти райкомĕ ыйтнипе пултаруллă çамрăк ял хуçалăхĕпе ĕçлеме пуçларĕ. Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăха ертсе пычĕ. Каярах районти ял хуçалăх пайĕнче тимлерĕ. Вăл чăннипех те пултаруллă ĕçченччĕ. Райĕçтăвком председателĕ Л. Софронов çумĕ пулса тимленĕ хыççăн ăна "Ударник" хуçалăх тилхепине тытса пыма шанчĕç.

Унăн тăрăшулăхне часах правительство шайĕнче те асăрхарĕç. Чăваш Республикин Правительствине ял хуçалăх енĕпе ĕçлеме чĕнчĕç, Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма виçĕ хутчен те тивĕçрĕ. Çав çулсенче Чăваш Республикин Правительство пуçлăхĕн çумĕ пулма ыйтсан та Платон Павлович килĕшмерĕ, тăван тăрăхшăн ĕçлемеллинех палăртрĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем вĕçĕнчен тытăнса, çĕршывра çĕр улми вăрлăхĕпе ĕçлессине мала кăларсан, Чăваш Республикинче çак ĕçе "Ударник" хуçалăхра йĕркелеме йышăну пулчĕ. Тĕп тĕллев çĕр улмин паха вăрлăхне 1000 тонна туса илсе сутасси пулнă. Çак тĕллев патне Платон Павлович çирĕппĕн утрĕ. 80-мĕш çулсем вĕçнелле "иккĕмĕш çăкăрăн" пахалăхлă вăрлăхне хуçалăхсене пиншер тонна сутасси патне çул уçрĕ. Пирĕнтен те çирĕп ыйтатчĕ, кашниех тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме тăрăшнă.

1989 çулхине çĕр улми вăрлăхне 3636 тонна туса илсе сутлăха ăсатрĕç. Ку кăтарту чикĕ пулмарĕ, тепĕр пилĕк çултан ку кăтартăва 3793 тоннăна çитерме пултарчĕç, 1995 çулхине - 5790 тонна. Ÿсĕм çулĕпе çапларах хăпарса пычĕ хуçалăх.

Çав çулсенче чылай техникăна çĕнетме май килчĕ, ĕçлекенсен шалăвĕ те самай хăпарчĕ. Тыр-пул тухăçĕ тăватă хут ÿсрĕ. Çавна май районта пирĕн хуçалăх пĕрремĕш "Дон - 1500" комбайнсем туянчĕ.

Вăл хăй те нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскер, ял çыннин нушине питех те лайăх ăнланатчĕ. Çавăнпа та мĕнпур вăй-хăвата ял тата ял хуçалăх аталанăвне халалларĕ. Унăн тĕллевĕ пурнăçланни çак ĕçсенче те курăнчĕ.

Маларах йÿçкассисемшĕн республикăн тĕп хулине çитсе килесси питех те йывăрччĕ. Çыннăн нушине аван чухлакан çамрăк ертÿçĕ ку ыйтăва та кĕске хушăрах татса пама пултарчĕ. 1982 çулхине автобус маршручĕ уçăлчĕ.

Хуçалăх шкулсемпе яланах тачă çыхăну тытрĕ, вĕсене май пур таран пулăшрĕ. Кашни çулла шкул ачисем, учительсем ертсе пынипе, хуçалăх уй-хирĕсенче ĕçлетчĕç. 1981 - 1982 çулсенче çакăн пек хушу пулни те асрах: "Йÿçкассипе Матьăк шкулĕн коллективĕсем çырла пуссинче, пахча çимĕç туса илессинче, утă пухса кĕртессинче хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç. Шкулти апатланăва, шалу уйăрассине, натурăпа тивĕçтерессине пăхса хумалла. Совхоз производствинче активлă пулнăшăн хавхалантарма 300 тенкĕ уйăрмалла. Ял хуçалăхĕ валли кадрсем хатĕрлеме Йÿçкасси шкулне совхоз грузовикне уйăрмалла. "Ударник" совхоз директорĕ П. П. Давыдов".

Кĕçех ăна çут çанталăк газĕ кĕртес ыйту канăçсăрлантарма пуçларĕ. Хамăр хуçалăх урлă газ пăрăхĕ иртсе кайнă май çав çулсенче Куславккара лартма палăртнă газ пайламалли станцие те вăл хамăр пата куçарма пултарчĕ. Çапла вара 1988 -1993 çулсенче пирĕн хуçалăхри 13 яла газ çитерме пултартăмăр. Ял сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнма пуçларĕ, пурнăç условийĕ лайăхланчĕ. Çынсем икĕ хутлă çуртсем тума пуçларĕç, газпа кăна мар, пÿртри шывпа та усă курма пуçларĕç.

Кашни çын пур енлĕ ăста пулаймасть. Платон Павлович вара ăста ертÿçĕ, экономист, агроном, зоотехник, инженер, строитель - чăн-чăн çын пулнă. Анлă тавракурăмлăран вăл кирек епле ыйтупа та пуçаруллăччĕ. Ĕç опычĕ ÿссе пынăран тĕрлĕ шайра пирĕн ыйтăва татса паратчĕ.

Платон Павлович чиркÿ тăвас ыйтăва та пăрахăçламарĕ. Йÿçкасси чиркÿне тунă çĕрте хуçалăх тÿпи пысăк пулчĕ. 2005 çулта унта ĕçленĕ больница ватă çынсемпе инвалидсен интернатне куçрĕ. Ун хыççăн пушанса юлнă çуртра чиркÿ уçас шухăш тытнă Платон Павлович ман пата ырă сĕнÿпе тухрĕ. Эпĕ, паллах, килĕшрĕм. 110 çул каялла уçнă чиркÿ 2012 çулта çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. Хуçалăх çак ĕçе 4 - 5 миллион тенкĕ укçа хывса пулăшрĕ. Платон Павлович çак сăваплă ĕç аслисемшĕн те, çамрăк ăрушăн та питех те кирлине аван туйса тăнă. Унăн пархатарлă ĕçĕсене татах та асăнма пулать.

Сумлă ентешĕмĕрĕн ырă ячĕпе çутă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕр асра пулĕ. Ял тăрăхĕнчи кашни объект, кашни ырă самант Платон Павловича аса илтерет.

Р. Илларионова калаçнă.

Тăван тăрăхшăн ĕçлерĕП. Давыдов вырăнти хуçалăхшăн кăна мар, районпа республика тата ун тулашĕнче те ырă ĕçпе палăрма пултарчĕ. Çавна май унăн ĕçтешне Зиновий Михайлович Кутузова сăмах парса Платон Павловичăн ырă та çутă сăнарне аса илер:

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика