Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул укçи хакланчĕ

11 марта 2017 г.

"Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕ çине Мăн Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан хĕрарăм шăнкăравларĕ. "Нумаях пулмасть эсир район хаçатĕнче таксипе çÿресси хакланнă пирки çырса кăларнăччĕ. Халĕ вара автобуспа çÿреме те билет хакĕсене ÿстересси пирки калаçаççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр-ши; Хаçат урлă тĕплĕнрех ăнлантарса параймастăр-ши;" - тет вăл.

Çийĕнчех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Никитинпа çыхăнма васкарăм. Çавна пĕлме май килчĕ. Пассажирсен обществăлла транспортпа çÿренĕшĕн çул укçи тÿлемелли тарифсем чăннипех те ÿснĕ. Çĕнĕ тарифсем кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕнĕ те ĕнтĕ. Çакă вăл автомобиль транспорчĕпе хула çывăхĕнчи маршрутсемпе районсем хушшинче тата хуласем хушшинче çÿрекенсене пырса тивет.

Çавна каласа хăварас пулать. Пассажирсене хула çывăхĕнчи тата хуласем хушшинчи маршрутсемпе илсе çÿренĕшĕн çул укçи тÿлемелли тарифсене 2015 çулхи февраль уйăхĕнче 2013 çул шайĕнче çирĕплетнĕ пулнă. Апла пулсан Чăваш Республикин территорийĕнче асăннă маршрутсемпе çÿренĕшĕн çул укçи тÿлемелли тарифсене 4 çул хушши ÿстермен.

Çапла вара Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2017 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче 51-мĕш номерлĕ "О регулируемых тарифах на перевозки пассажиров и багажа автомобильным транспортом по межмуниципальным маршрутам регулярных перевозок в границах Чувашской Республики" йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн 2016 - 2017 çулсенчи инфляцие кура тарифсене 9,6 процент ÿстернĕ.

Хула çывăхĕнчи маршрутсемпе çÿренĕшĕн халĕ çак виçепе тÿлемелле:

- укçан тÿленĕ чухне 1 километршăн 2 тенкĕ те 62 пус (ÿсĕм - 23 пус)*

- карттăпа тÿленĕ чухне 1 километршăн 2 тенкĕ те 9 пус (унчченхи шайрах юлнă)*

- хуласем хушшинчи маршрутпа çÿренĕшĕн 1 километршăн 2 тенкĕ те 87 пус (ÿсĕм - 25 пус).

"Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар" маршрутпа ларса кайнăшăн тата багажшăн çавăн чухлĕ тÿлес пулать:

"М3" категори транспорчĕпе çÿренĕ чухне:

- карттăпа тÿленĕ чухне - 20 тенкĕ*

- укçан тÿленĕ чухне - 21 тенкĕ.

"М2" категори транспорчĕпе çÿренĕ чухне:

- карттăпа тÿленĕ чухне - 24 тенкĕ*

- укçан тÿленĕ чухне - 25 тенкĕ.

Хула çывăхĕнчи муниципалитетсем хушшинчи маршрутсемпе уйăх хушши çÿреме тÿлесе илекен билетсен хакĕсене те 9,6 процент ÿстернĕ. Çакă вăл пассажирсене илсе çÿреме каякан расхутсем ÿснипе çыхăннă.

Çавна та палăртса хăварас пулать. Пассажирсен интересĕсене шута илсе хула çывăхĕнчи çынсем уйрăмах ыйтакан тата социаллă пĕлтерĕшлĕ шутланакан маршрутсенче çул укçине укçан тата электрон карттăпа тÿлессинчи уйрăмлăха сыхласа хăварнă.

Муниципалитет е район пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче пассажирсене илсе çÿренĕшĕн тÿлемелли тарифсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çирĕплетме тивĕç. Кун пирки Чăваш Республикин "Об организации пассажирских перевозок автомобильным транспортом в Чувашской Республике" Саккунĕнче (2016 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче редакциленĕ) каланă.

Владимир Германович каласа панă тăрăх, район территорийĕнче пассажирсене илсе çÿреме вырăнти пĕлтерĕшлĕ маршрутсене 13 йĕркеленĕ. Вăл шутран 11 маршрутпа "Никита" автостанци автобусĕсем çÿреççĕ, тепĕр иккĕшĕнпе - уйрăм предпринимательсен автобусĕсем. Çул укçи тарифĕсене ку маршрутсем çинче те ÿстерме палăртаççĕ. Ÿсĕм республика шайĕпе пĕр пекех пулма кирлĕ.

Сăмах май, "Никита" автостанцие шăнкăравласа пăхрăм, Муркашран Шупашкара Москакасси урлă ларса каяс пулсан, çул укçи мĕн чухлĕ тÿлемеллипе интереслентĕм. 110 тенкĕ иккен. Унччен 100 тенкĕ пулнăччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика