Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавар пахалăхлă кăна пултăр

15 марта 2017 г.

Асăннă куна 1994 çултанпа ирттереççĕ, çулсеренех вăл мартăн 15-мĕшĕнче пулать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çул хăйне майлă чĕнÿпе иртет вăл. Кăçал вара "Потребительские права в цифровую эпоху" девизпа пулĕ. Асăннă ыйту тавра калаçма район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçине Ольга Тимофеевăна чĕнтĕмĕр:

- Кăçалхи калаçу электрон коммерцийĕн сегментĕнчи потребитель правине хÿтĕлесси тавра пулĕ. Çак тĕлĕшри суту-илÿпе тата Интернет сечĕн информаципе телекоммуникацин услугипе тивĕçтересси пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать. Унпа танах ултавлă услам тăвакансем те йышланни палăрать.

Тавара алăпа тытса пăхма, куçпа курма май килмест пулин те, Интернет лавккапа усă курасси анлăланса пырать. Анчах та мĕнпур таварпа çапла майпа суту-илÿ тăвассине саккун хирĕçлет, тĕслĕхрен, алкоголь тата хăш-пĕр продукцие.

Енчен те таварпа маларах усă курнă е унăн çитменлĕхĕсене сирнĕ пулсан, саккунпа килĕшÿллĕн сутуçăн çакăн пирки потребителе пĕлтермелле. Тавар туянакан çакăн пирки сутуçăна пĕлтерни вĕсем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетет.

Потребитель тавара туяниччен кирек хăш вăхăтра, тавара алла илсен 7 кун хушшинче, хирĕçлеме пултарать. Енчен те сутуçă потребителе тавара каялла тавăрса памалли йĕркепе паллаштарман пулсан, тавара тавăрас вăхăт 3 уйăх тăршшĕ те тăсăлма пултарать. Лавккара потребителе тивĕçтермен самантсем пирки пĕлтерме пулать, Интеренет лавккара вара çакна тума кирлех те мар.

Енчен те тавар пахалăхсăр пулсан, потребитель кăлтăка сирсе пама е ку тĕлĕшпе тăкакланнине саплаштарма, е çакăн йышши таварпа ылмаштарса пама ыйтма ирĕклĕ.    

- Ольга Вениаминовна, район территорийĕнче потребитель прависене хĕсĕрленĕ фактсем пулнипе сирĕнтен пулăшу ыйтакан пулнă-и;

- Иртнĕ çул кун пек виçĕ факт пулчĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме май килчĕ. Потребительсене вара тавар туяннă чухне тимлĕрех пулма сĕнес килет, уйрăмах Интернет лавкка урлă. Пахалăха маларахах тĕрĕслемелле. Юрăхсăр тавар потребитель кăмăлне ан хуçтăр.  

Потребитель прависене хÿтĕлессипе район тата республика шайĕнче "хĕрÿ лини" ĕçлет. Çавăн пекех ку ыйтупа эпир çамрăксен парламенчĕпе çавра сĕтел калаçăвĕ ирттерме палăртатпăр.

Р. Илларионова калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика