Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр ентеше манмастпăр

15 марта 2017 г.

Мартăн 9-мĕшĕнче Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнче РФ тата ЧР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Платон Давыдов çуралнăранпа 70 çул çитнине халалласа асăну кунĕ иртрĕ.

Вăл хуçалăх тилхепине тытнă çулсенче кашни ĕнерен сĕт сăвасси, аш-какай туса илесси республика шайĕнче те малтисен ретĕнче пулчĕ. Çĕр улмин пахалăхлă вăрлăхне туса илессипе республикăра кăна мар, ун тулашне те анлăн тухрĕ. Хуçалăх пĕтĕмĕшле тупăшĕнче çĕр улмирен илнĕ тупăш 65 процентпа танлашатчĕ.

Асăну кунне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Кузьмин уçрĕ, тухăçлă ĕçсем çинче уйрăммăн асăнчĕ. Платон Павловичпа пĕрле тимленисем тухса калаçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев вăл çулсенче лаборатори ертÿçинче тата уйрăм управляющийĕнче тăрăшрĕ. Çав вăхăтсене ырăпа кăна аса илчĕ. Вăл каланă тăрăх, коллективран çирĕп ыйтнă, ĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçлассине мала хунă. Лабораторин малтанхи ертÿçи З. Кутузов та хăйĕн аса илÿ çăмхине сÿтрĕ. Иван Тихонов та совхозра нумай çул ĕçленĕ май ыррине кăна палăртрĕ. Йÿçкасси шкулĕн директорĕ Ю. Яковлев Платон Павлович вĕренÿ учрежденийĕн аталанăвне те пысăк тÿпе хывнине асăнчĕ.

Малтанхи вăхăтра ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тимленĕ           В. Ивановăн аса илĕвĕ те ырă ĕçсен пуçламăшне таврăнма май пачĕ. Шоферта вăй хунă Геннадий Малининпа спорт мастерĕн Ю. Смирновăн калаçăвĕнчен те ыррине кăна пĕлме пултартăмăр. Платон Павловичăн мăшăрĕ С. Давыдова аса илĕвĕ те пурне те хумхантарчĕ. Халăхăн кун-çулне пуян тăвассишĕн, кашни çынна ĕçпе тивĕçтерессишĕн тăрăшнине куççулĕ витĕр каласа пачĕ.

Платон Павловичăн питех те пысăк ĕмĕт пурччĕ. "Шывармань" опера авторĕ Ф. Васильев ячĕпе Сурăм шывĕ çине шыв арманĕ лартасшăнччĕ, "Ударник" хуçалăха туристсем килсе çÿрессе ĕмĕтленетчĕ. Асăну кунне пухăннисене "Сурăм" ушкăн тĕрлĕ юрă парнелерĕ.

И. Яковлев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика