15 марта 2017 г.
Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем пĕрле пухăнса иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Калаçăва вырăнти производствăна аталантарассине çĕнетсе пырас ыйту тавра йĕркелесе пĕрешкел условисенчех ĕçпе палăрнисене чысларĕç.
- Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕ аталану çулĕпе пынине ĕç кăтартăвĕсем çулсерен ÿссе пыни те çирĕплетет. Çапла вара пĕрле вăй хуни пурăна киле пĕрлехи савăнăçа çаврăнать. Паян эпир мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕпе республикăра 3-мĕш вырăнта пулсан, сумалли ĕнесен кĕтĕвĕ Муркаш тăрăхĕнче - чи пысăкки. Апла пулсан вĕсемпе ĕçлекенсен ĕç калăпăшĕ те пĕчĕк маррине тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕ кулленхи укçа-тенкĕ çăлкуçĕ пулнине эпир лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та "Путь Ильича" агрофирмăра сумалли ĕнесем тытмалли иккĕмĕш комплекс тума пуçлани, ытти хуçалăхра та ĕне фермисенче юсав ĕçĕсем тăвассине мала кăларни, "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики производство пÿлĕмĕсене модернизацилессипе тăрăшуллă ĕçлени выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансем ыранхи кунпа пурăннине çирĕплетет. Çак çулпа малтан мала кайса маларах ĕçленĕ фермăсен çурчĕсене те ĕçлеттерме çул-йĕр шыраса тупсан, районăн ĕç кăтартăвĕсем татах ÿсессе тата ĕç вырăнĕсем нумайланасса шанатăп, - терĕ ферма ĕçченĕсене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.
Район пуçлăхĕ - Ильич ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен канашлăвне уявпа танлаштарчĕ.
- Эсир - кунĕн-çĕрĕн выльăх-чĕрлĕх патĕнче, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен экономикине тĕреклетес ĕçре. Кунашкал пĕрле пухăнса харпăр хăй ĕçне тишкерни вара сайра пулать. Çавăнпа та паянхи канашлăва эпĕ чăнласах выльăх-чĕрлĕх пăхакансен уявĕ тесех хаклатăп. Эсир çак уява тивĕçлĕ, - терĕ вăл пухăннисем умĕнче пуç тайса.
Ростислав Николаевич та, Игорь Васильевич та выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинчи экономика ăмăртăвĕ малашне те пуласса тата вăл анлăраххăн иртессе шаннине пĕлтерчĕç.
- Хамăр халăхăмăра экологи тĕлĕшĕнчен хамăрăн таса продукципе тивĕçтересси - пирĕн ĕç тĕллевĕ. Çавăнпа та ĕçри хастарсене чыслассин пĕлтерĕшне пысăка хуратăп. Пĕтĕмлетÿ тума вара ĕç кăтартăвĕсене те тишкермелле. Вĕсем вара иртнĕ çулпа пит хĕретмеççĕ. 2016 çулта районта ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси 2872 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Ку вăл - Чăваш Республикипе 5-мĕш кăтарту, - ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе доклад тунă май каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев.
Савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ тĕл пулура хуçалăхсенчи ферма ĕçченĕсен тăрăшуллă ĕçĕ курăмлă пулни кашни кăтартупах яр уççăн палăрса пычĕ. Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕлтĕрхи кăтартусене пăхсан вăтам ĕç укçи 14833 тенкĕпе (виçĕм çулхин 119,4 проценчĕ) танлашать. Апла пулсан та ку виçе республикăри ял хуçалăх отраслĕнчи вăтам шайран (15974,2 тенкĕ) тата район экономикинчи вăтам ĕç укçи виçинчен (19066 тенкĕ) пĕчĕкрех пулни татса паман ыйтусем те самай пулни пирки калать.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çул 742 миллион тенкĕлĕх (виçĕм çулхин 113,9 проценчĕ) пĕтĕмĕшле ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ. Вăл шутран выльăх-чĕрлĕх отраслĕ - 627 миллион тенкĕлĕх. Туса илнĕ продукцие реализацилесе район пĕтĕмпе 108 миллион тенкĕлĕх тупăш илме пултарнă. Уйрăмах тупăшлă ĕçленĕ хуçалăхсем хушшинче "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики, Суворов яч. хис., "Ударник" хуçалăхсемпе "Бездна" чикĕллĕ яваплăхлă общество. Çавăн пекех "Герой" кооперативпа "Путь Ильича" агрофирмăра та рентабельлĕхе чакарман.
Çулталăк хушшинче аш-какай туса илессипе "Бездна", "Ударник", "Свобода", "Оринино", "Герой", Ильич яч. хис. хуçалăхсем (166,8 - 108 процент) лайăх ĕçленĕ.
Çав вăхăтрах пирĕн район 35,547 пин тонна сĕт суса республикăра 2-мĕш вырăна тухма пултарнă. Пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм виçĕм çулхинчен 6,4 процент ÿссе 4729 килограма çитнĕ.
2016 çулта районти выльăх пăхакансем виçĕм çулхи кăтартăва 1090 центнер ÿстерсе мăйракаллă шултра выльăхсен ашне 6047 центнер туса илнĕ. Выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 617 грамм пулнă. Çав вăхăтрах "Оринино", "Свобода", Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсене иртнĕ çул талăксерен вăтамран 712 - 798 грамм ÿт хуштарма пултарнă.
Сысна ашĕ пĕтĕмпе туса илни 2979 центнерпа танлашать. Ку вăл унчченхи çулхинчен 746 центнер нумайрах.
Модернизаци çулĕпе пыракан "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче пĕлтĕр 90 миллион штук ытла çăмарта илме пултарни те - черетлĕ ÿсĕм.
Çĕршыв шайĕнче йышăнакан программăсемпе çĕнĕ проектсем ял хуçалăх предприятийĕсене, ялта пурăнакансене аталану çулне уçса ĕçлеме вăй параççĕ. Хăйсем ку таранччен пурнăçланă ĕçĕсем çине вĕсем малтуртăмлăх туйăмĕпе çĕнĕлле пăхма тăрăшаççĕ. Çакă кашнин умнех çĕнĕ тĕллевсем лартать. Вĕсене кая хăвармасăр пурнăçлама çĕнĕ технологисемпе çĕнĕ мелсем алла илсе пурнăçа кĕртме кирлине пурсăмăр та курса тăратпăр. Мĕн тетĕр эсир; Пăр тапранчĕ, çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннисен продуктивлăхĕ те, перекетлĕх туйăмĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Анчах та кун йĕркинче, темĕнле проект-программа пулсан та, конкретлă ĕçлекен ăсталăхĕ малти вырăнта тăрать. Вăл çапла пулнă, пур, пулĕ те. Çакна асра тытса тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче чунне парса ĕçлекенсем çитес çул валли те экономика ăмăртăвĕн условийĕсене çирĕплетсе хăварчĕç. Çак ырă утăм пурăна киле тулăх çимĕç парасса шанас килет.
Республика ертÿçисем шаннине муркашсем ĕçпе çирĕплетсе параççĕ. Çакă кашни ял хуçалăх производство кооперативне çитсен те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулсан та, ял хуçалăх продукцине тирпейлекен предприятисен ĕçĕпе паллашсан та куç умĕнчен каймасть.
А. БЕЛОВ.
Фоторепортаж - хаçат сайтĕнче.