15 марта 2017 г.
Шăматкун, мартăн 18-мĕшĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне йĕлтĕрпе эстафетăра ăмăртса çĕнсе илессишĕн районти предприятисен, организацисен, учрежденисен, район администрацийĕн, влаç органĕсен, ял тăрăхĕсен, учительсен коллективĕсен командисем старта тухаççĕ.
Малтан ертÿçĕсемпе вĕсен çумĕсем пĕрлехи стартра 1 километрлă дистанцие парăнтараççĕ. Унтан ĕç коллективĕсен командисем ăмăртаççĕ. Кашни командăра 4 çын пулмалла: 2 хĕрарăмпа 2 арçын. Хĕрарăмсем 1 километр, арçынсем 3 километр чупаççĕ.
Ертÿçĕсем хыççăн старта учительсем, унтан ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем тухаççĕ. Хыççăн предприятисен, организацисен, учрежденисен ĕçченĕсем вăй виçеççĕ. Ăмăртусене райадминистрацире тата влаç органĕсенче ĕçлекенсем вĕçлеççĕ.
Ăмăртусене хутшăнакансене валли нумай парне хатĕрлеççĕ. Çĕнтерÿçĕ команда кубока тата парнесене тивĕçет. 2 тата 3 вырăнсене йышăннă командăсем - дипломсене тата парнесене.
Стартсем 11 сехетре Муркашри В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕнче пуçланаççĕ.
Пурте - спорт уявне!