Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх малта пултăрччĕ

15 марта 2017 г.

Çурхи ейÿ - çулленех пулакан çут çанталăк пулăмĕ. Акă çак кунсенче те çанталăк ăшăтрĕ те кăçал хулăн çунă юр шывланчĕ, унăн йывăрăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çакă çурт-йĕрсемшĕн пысăк йывăрлăх кăларса тăратать: йĕпе юр йывăрăшĕпе вĕсем ишĕлес хăрушлăх пур. Çавăнпа та паян пурин те - килте-и е производство объекчĕсенче - çурт-йĕр çивиттийĕсем çинчи юра илсе пăрахассипе ĕçлемелле. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ку ĕçе маларахах пуçларĕç. Çавăнпа та чылай хуçалăх ферминче сарай çивиттийĕсене юртан тасатнă та ĕнтĕ. Ку лайăх, анчах кам ĕлкĕреймен - ку ĕçе ыранхи куна хăвармалла мар.

Çурхи шыв çырмасене ансан унти плотинăсемшĕн пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Вĕсем татса каясран сыхланасси ял тăрăхĕсемпе вырăнсенчи хуçалăхсен пĕрлехи тăрăшулăхĕ пулса тăрать. Çакна палăртатăп, район территорийĕнче тĕрлĕ çулта тунă шыв плотинисем 71 штук. Чи пысăкки - Турай плотини. Ун хыççăн - Анатри Панклири плотина. Плотинасемпе пĕвесем уйрăмах Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче йышлă. Иртнĕ çулсенче уйрăм çын харпăрлăхне илсе тунă ял пĕвисем те тимлĕх ыйтаççĕ.

Юр ирĕлнĕ май сĕрмелли-çунтармалли материалсем, минераллă удобренисемпе ытти им-çам упранакан складсем тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк пулмалла. Шыв плотинисем таврашĕнчи пекех, кунти лару-тăрупа та тăтăш паллашса тăмалла.

Вăхăт çитнине кура вырăнсенче автоçулсем хĕррине шыв пухăнассинчен асăрханмалла. Çак тĕллевпе шыв юххисене вăхăтра уçассине кун йĕркинче тытмалла. Асăрхаттарусене вăхăтра пурнăçласан çеç çурхи шыв-шур инкек кÿмесĕр тирпейлĕ иртсе кайĕ.

Г. ЛЮБИМОВ,

район администрацийĕн ятарлă

программăсен пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика