Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра

15 марта 2017 г.

Çул-йĕре юсавлă тытмалла

Мартăн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федераци влаç органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе ирттерекен эрнесеренхи канашлура Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсем мĕнле шайра пулнине сÿтсе явнă. Республика транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх, çулсем япăх шайра мар. Канашлура вăл вырăнсене тухса ирттернĕ тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Михаил Игнатьев çул-йĕр хуçалăхĕн ĕç-хĕлне çирĕп тĕрĕслесе тăмалли пирки каланă.

 

Тĕрĕслев  çирĕпленĕ

Тунтикунхи канашлурах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра алкоголь продукцине сутас тĕлĕшпе ведомствăсем хушшинчи тĕрĕслев витĕмне ÿстерме кирли пирки каланă. Ăнсăртран мар. Республикăра кашни иккĕмĕш преступление ÿсĕрле тăваççĕ. РФ Шалти ĕçсен министерствин республика министрĕ Сергей Неяскин эрех сутакан, уйрăмах алкоголь продукцине çĕрлехи вăхăтра сутакан предприятисем тĕлĕшпе чикĕлев мерисем йышăнма, лицензи парассине çирĕп тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерствине ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке тума, йышăннă мерăсем пирки апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне пĕлтерме хушнă.

 

Наркомани   çулне пÿлме

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мартăн 13-мĕшĕнче наркотиксемпе кĕрешекен республика комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ларура палăртнă тăрăх, наркоманипе чирлекенсен шайĕ республикăра пысăк мар, юлашки пилĕк çул хушшинче вăл Атăлçи федераци округĕнчи тата пĕтĕмĕшле Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Республика сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева палăртнă тăрăх, 2011 çултан тытăнса наркомани сарăласси 6,9 процент чакнă, хăрушă чире малтанхи тапхăрта тупса палăртасси самай ÿснĕ. Çакă вăл республикăра аслă ÿсĕмри çынсем хушшинче диспансеризаци ирттерессине лайăх йĕркеленипе те çыхăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика