15 марта 2017 г.
Çĕнĕ ертÿçĕ
Алексей Петрович Скворцова пирĕнтен чылайăшĕ аван пĕлет. Хорнуй ялĕнче çуралнăскер, иртнĕ çулсенче вăл чылай вăхăт республикăри влаç органĕсенче яваплă вырăнсенче ăнăçлă ĕçлерĕ. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçрен те нихăçан та ютшăнса тăмарĕ.
Алексей Петрович, пенсире пулин те, активлăхпа палăрса тăрать. Иртнĕ çулсенче вăл "Раççей пенсионерĕсен союзĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн канашне ертсе пычĕ. Кунта тăрăшнă чухне те вăл ватă çынсен, пенсионерсен пурнăçне туллирех те интереслĕрех тăвас, вĕсене районăн кулленхи пурнăçне активлă хутшăнтарас тесе чылай тăрăшрĕ.
Нумаях пулмасть Раççей пенсионерĕсен союзĕн районти уйрăмĕн анлă ларăвĕнче канашăн çĕнĕ йышне суйласа хăварнăччĕ. Çак кунсенче вара çĕнĕ канашăн пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕ иртнĕ. "Раççей пенсионерĕсен союзĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн канашĕн председателĕ пулма ларура патшалăх ветеринари службин районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн пуçлăхне Николай Семенович Яковлева суйланă. Унăн çумĕ пулма вара А.П. Скворцова çирĕплетнĕ.
Черетсĕр лару
Депутатсен район Пухăвĕн черетсĕр 17-мĕш ларăвне мартăн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче 10 сехетре пухма йышăннă.
Депутатсем ларура районăн 2016 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен, депутатсен район Пухăвĕн 2014 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи С-37Ÿ1 № "Муркаш районĕн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин налуксемпе тÿлевсем пирки калакан законодательствипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен полномочине панă налук йĕркелĕвĕн положенине улшăнусем кĕртесси çинчен", депутатсен район Пухăвĕн 2014 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчи С-35Ÿ4 № "Муркаш районĕн бюджет право хутшăнăвĕсене йĕркелемелли положенине çирĕплетесси çинчен" йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен сÿтсе явĕç.