Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулă тытма та ăсталăх кирлĕ

04 марта 2017 г.

Иртнĕ шăматкун Чуманкасси ялĕнчи Казанчăк плотини çине хĕлле пулă тытма кăмăллакансем пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче - кунта пулла тăтăшах çÿрекенсем те, Шупашкартан килнисем те, хĕрарăмсем те, ачасем те. Çакăн пек тĕрлĕ категори çыннисем хутшăнчĕç пулăçсен конкурсне.

"Пулăç пулăçа..." хĕллехи конкурс çакăн пек массăллă тата спонсорсем пулăшнипе кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов конкурса Шарпаш ялĕнчи Радислав Иванов предприниматель çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса каларĕ. Кăçал акă Муркашри предпринимательсем Евгений Мартыновпа Иван Макаров та ("Клевый рыбак" лавкка) хăйсен пулăшăвне сĕннĕ. Йĕркелÿ ĕçĕнче вара ку тăрăхри паллă пулăçă Владимир Иванов питĕ активлă.

Çак хастар çынсем пулнипе малти вырăнсене йышăннисем яланах хаклă парнесене тивĕçеççĕ. Ку та конкурса хутшăнакансемшĕн хăйне май хавхалану.

Конкурса Муркаш, Йÿçкасси, Уйкас Янасал ял тăрăхĕсенчен те сахал мар пулăçă çитнĕ. Муркашра пурăнакан Аркадий Данилов 7 çулта кăна-ха, апла пулин те хăйне чăн-чăн пулăçă пекех тытать - хăйĕн "ĕçне" аван пĕлет. "Пулă тытма килĕшет, шăнма пултарасси те хăратмасть", - тет арçын ача. Кунта вăл ашшĕпе килнĕ.

Пулăçăсем кашни çулах тĕрлĕ номинацире ăмăртаççĕ, çавăнпа чи пĕчĕк пулла та ăмăрту вăхăтĕнче шыва каялла ямаççĕ. Ахальтен мар кашни пулăçăн хутаççинчех кача пÿрни пек пулă та, ал тупанĕ тăршши те пурччĕ.

Конкурс программипе пулăçăсем уйăрса панă вăхăт тухнă хыççăн пурте хăйсен вăлтине пуçтарчĕç, тытнă пулла тарасапа пурин умĕнче виçрĕç. Çапла пулла чи нумай тытнă çынна палăртрĕç. Хыççăн чи пысăк пулă хуçине те, чи пĕчĕк пулă кама çакланнине те пĕлчĕç.

Пулăçсем хăйсем кăна мар, вĕсене курма килнисем те конкурсăн тепĕр тапхăрне - пăр шăтаракансен ăмăртăвне - сăнама уйрăмах килĕштереççĕ. Бурпа пăр шăтарассинче кам ăстарах пулнине ĕçе пурнăçланă вăхăтпа палăртаççĕ. Кăçал ку ăмăртура Муркашри Дмитрий Данилов мала тухрĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче кил хуçисем - Владимир Антонов тата Вячеслав Новиков.

Пулă ыттисенчен нумайрах тытаканĕ те Дмитрий Даниловах пулчĕ. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Владимир Михайлов (чи пĕчĕк пулă хуçи те вăлах пулчĕ) тата Муркаш ял тăрăхĕнчи Михаил Филиппов (вăлах - чи пысăк пулă хуçи те) хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.

"Пулла тытма та пĕлмелле, ăсталăх кирлĕ. Ăсталăх вара опыт нумаййисен кăна пулать", - тесе йĕркелÿçĕсем чи ăста пулăçа Чуманкассинчи Михаил Ковалева та ыттисем пекех грамотăпа медаль тата парне парса чысларĕç.

Парнене тивĕçекенсен йышне чи кĕçĕн пулăçă Аркадий Данилов, хĕрарăм пулăçăсенчен мала тухнă Ольга Михайлова та кĕчĕç.

Пулăçăсем кунта çуллахи конкурса та килме шантарчĕç.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика