04 марта 2017 г.
Çĕнĕ ертÿçĕпе паллаштаратпăр
Шăпах çапла пĕлтерчĕ хăйсем пурнăçлакан тĕп ĕç-хĕл пирки каласа пама ыйтсан Муркаш почтамчĕн пуçлăхĕ Евгений Плечов. Сăмах май, Евгений Иванович федерацин "Раççей почти" патшалăх унитарлă предприятийĕн Чăваш Республикинчи федераци почта çыхăнăвĕн управленийĕн Муркашпа Етĕрне районĕсене пĕрлештерсе тăракан Муркашри почтамтне иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнченпе ертсе пырать. Унччен вара 23 çул хушши шалти ĕçсен органĕсенче вăй хунă, вăл шутран çичĕ çул çурă РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайне ертсе пынă. Евгений Ивановичпа тĕл пулнă май унăн çĕнĕ ĕç вырăнĕнчи шăхăш-кăмăлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе интереслентĕм.
- Евгений Иванович, чĕрĕк ĕмĕре яхăн эсир шалти ĕçсен органĕсенче вăй хунă. Преступноçпа кĕрешесси, саккунлăха сыхласси, право йĕркелĕхне тивĕçтересси сирĕн ĕçре тĕп вырăнта пулнă. Эсир районти шалти ĕçсен пайне ертсе пынă вăхăтра район ку тĕлĕшпе республикăра та малтисенчен пĕри пулнине лайăх пĕлетĕп. Халĕ мĕнре куратăр-ха хăвăрăн тивĕçе;
- Çавна каласа хăварнă пулăттăм. Пирĕн тĕп тивĕç вăл унччен те, халĕ те улшăнман тесе шухăшлатăп. Право йĕркелĕхне тивĕçтересси те, почта услугисемпе тивĕçтересси те пĕтĕмпех çынсене пурăнма, ĕçлеме, хăйсен ыйтăвĕсене татса пама меллĕрех майсем туса парассипе çыхăннă.
Яваплăх пирки калас пулсан, вăл унччен те, халĕ те тĕп вырăнта шутланать. Паянхи куна илес пулсан, пирĕн хушăра почта тивĕçтерекен услугăсемпе пачах усă курман çын çук та пулĕ. Эпир тивĕçтерекен услугăсем шутĕнче хаçат-журнал çырăнтарасси, вĕсене подписчиксене вăхăтра çитерсе парасси, çырусемпе бандерольсене тата телеграммăсене, укçа перевочĕсене адресатсем патне çитересси кăна мар вĕт-ха. Хальхи вăхăтра ялсенче пурăнакансенчен ытларахăшĕ пенсисемпе пособисене, ытти укçа тÿлевне те почтальонсем урлă илсе тăрать. Кунсăр пуçне çынсене меллĕ пултăр тесе газпа, электроэнергипе усă курнăшăн, ытти коммуналлă услугăсемшĕн тÿлевсене те вырăнтах йышăнассине йĕркеленĕ.
Кунсăр пуçне ваккăн тавар сутассипе ял çыннисемпе тÿрремĕн ĕçлессине йĕркеленĕ. Çынсене куллен кирлĕ тавара вырăнах çитерсе паратпăр. Ку е вăл тавара çитерсе пама вара çынсенчен заказсем йышăнассине йĕркеленĕ. Çынсемшĕн меллĕ: кайса çÿремелле мар, транспорт шыраса хăшкăлмалла пулмасть.
"Ĕç фрончĕ" вара пирĕн пĕчĕкех мар. Муркаш почтамчĕ Муркашпа Етĕрне районĕсенчи 37 çыхăну уйрăмне пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче 200 ытла çын вăй хурать.
- Паллă ĕнтĕ, тĕп ĕçе почтальонсем пурнăçлаççĕ. Анчах та вĕсен ĕç укçи пысăках пулманни яланах чылай ыйту çуратать.
- Чăннипех те ĕç укçи пысăках мар. Çавăнпа та почтальонсене преми памалли, ытти майпа хавхалантармалли майсемпе анлăрах усă курма тăрăшатпăр.
Почтальонсен çуран утмасăр пулмасть. Çавăнпах малашне хăшĕсене велосипедсемпе тивĕçтерме пăхатпăр. Автобуспа çÿрекенсене вара çул укçи тÿлевне саплаштаратпăр.
- Телевизорпа хальхи вăхăтра пĕр çĕнĕлĕх - "Почта банк" услугисене тăтăшах рекламăлаççĕ. Ун пирки мĕн калас кăмăл пур;
- Кăçалхи апрель уйăхĕнчен тытăнса ку услугăна эпир хамăр патра та пурнăçа кĕртес шухăшлă. Çынсен "Почта банк" карттисем пулаççĕ. Ку картта çине çынсен укçисене куçмалла тума пулать. Çавăн пекех ун çине çынсем хăйсен укçи-тенкине те хывма пултараççĕ. Банк картти çинчен кирлĕ чухне укçа-тенкĕне илме те май пулĕ. Карттăна тавар туяннă чухне магазинсенче те йышăнма тытăнĕç. Паянхи куна илес пулсан вара хăш чухне çынсен услугăсемшĕн тÿлеме почта çыхăнăвĕн узелĕнче операторсен касси умĕнче черет тăма тивет. Картта пуррисен ун чухне черет тăма тивмĕ. Терминалсене районти çыхăну узелĕнче те, Етĕрнере те вырнаçтарăпăр.
- Сирĕн ĕçĕрти татах тепĕр çĕнĕлĕх пирки ыйтса пĕлес кăмăл пур. Хаçат вулакансенчен ытларахăшĕ ун пирки ахăртнех пĕлмест те. Почтамт тивĕçтерекен страховани услугисем пирки тĕплĕнрех каласа пама пултараймăр-ши;
- Çапла, кун пек услугăпа та тивĕçтеретпĕр. Ку вăл "ВТБ Страхование" услуги пулса тăрать. Унăн лайăх енĕсене, ансатлăхне чылайăшĕ хак пама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.
Акă, "Привет, сосед!" страховани мелĕ пирки асăнса хăварнă пулăттăм. Ку майпа пурлăх хатĕрĕсене (сĕтел-пукан, йăла техники, çыхăну хатĕрĕсем, çипуç, кил-çуртри ытти хатĕр), шалти отделкăна (стена, урайпа мачча çийĕсем, чÿречесемпе алăксем, коммуникацисем, санитарипе техника оборудованийĕ т. ыт. те), гражданла яваплăха (çыннăн сывлăхне, пурнăçне е пурлăхне кÿнĕ сиене пĕтĕмпех саплаштармалли тивĕç) страхлама пулать.
Тÿлеве çурт-йĕр хуçи е унта пурăнакан илет. Тÿлев сумми пурлăхшăн 150 пин тенкĕ таран, гражданла яваплăх енĕпе 70 пин тенкĕ таран пулма пултарать. Страховака хакĕ пысăк мар - çулталăкне 799 тенкĕ е уйăхне 45 тенкĕпе танлашать. Страховани пакетне парне шучĕпе çывăх çынна парнелеме те пулать.
Хальхи вăхăтра ача-пăча тĕрлĕ инкек-синкеке лекмест тесе çирĕплетме май çук. Шкулта е кил картишĕнче вылянă чухне те, лагерьте каннă чухне те, спорт секцине çÿренĕ чухне те аманма, сиенленме пултарать. Вĕсем валли "Отличная защитаŸджуниор" страховани мелне пăхса хунă. Кун пек майпа ачасене 3 çултан тытăнса 17 çулччен страхлама май пур. Страхлама страхователĕн паспорчĕ кăна кирлĕ. Ача кирек ăçта, вăл шутра чикĕ леш енче каннă чухне сиенленсен те страховка укçине тÿлеççĕ. Страхланăшăн тÿлемелли сумма 3 уйăха - 560 тенкĕ, 6 уйăха - 970 тенкĕ, 9 уйăха - 1170 тенкĕ, 12 уйăха - 1380 тенкĕ.
- Евгений Иванович, хамăрăн калаçăва вĕçленĕ май юлашкинчен мĕн каласа хăварас кăмăл пур;
- Малашне те районта пурăнакансемпе, ял çыннисемпе çыхăнса ĕçлесе пырăпăр, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшăпăр. Пирĕн системăра çак вăхăта 182 хĕрарăм вăй хурать. Май килнипе усă курса вĕсене çурхи çитсе килекен пĕрремĕш тата чи илемлĕ уявпа - мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей, юрату, çемйĕрсенче килĕшÿ сунатăп!
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.