04 марта 2017 г.
Ял аталансан, çĕр ĕçченĕ тăрăшсан çĕршыв пурăнать. Юлашки вăхăтра çынсем хамăр патра туса кăларнă продукцие ытларах кăмăллани курăнать. Ку шăпах та ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕпе çыхăннă та ĕнтĕ.
Хăшĕ-пĕри ял хуçалăх отраслĕ тăкак кăна кÿрет тесе шухăшлать тата çавна май выльăх йышне те пĕчĕклетсе пырать пулсан, Мăрсакассинчи Милия Викторовнăпа Николай Витальевич Потряковсем (сăн ÿкерчĕкре) пачах та урăхла шухăшлаççĕ.
- Ÿркенмесен, ĕçлесен тупăш илме пулатех, алă усса ларсан вара нимĕн те пулмасть. Ĕçсĕр ларма хăнăхман та кунĕн-çĕрĕн тăрăшатпăр, - теççĕ вĕсем кăмăллăн.
Тăрăшуллă çемье выльăх йышне ÿстерессипе, вĕсенчен ытларах продукци туса илессипе тимлет. Иртнĕ çул мăшăр хушма хуçалăхран 16 тонна шайĕнче райпо лавккине сутлăх сĕт ăсатнă. Продукцие çапла майпа вырнаçтарма май пурришĕн вĕсем кăмăллă.
Малашлăх планĕсем те вĕсен пĕчĕк мар. Апла пулсан вĕсен ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр. Самантпа усă курса М. Потряковăна çитсе килекен хĕрарăмсен уявĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх та килĕшÿ сунатăп, çурхи уяв ăнăçу кăна парнелетĕр.
Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.