Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пулни савăнăçа ÿстерчĕ

07 марта 2017 г.

Ир-каç самаях шăнтнине пăхмасăрах кăнтăрла хĕвел ăшшинчи шыв кÿлленчĕкĕсем умĕнче кăнтăртан вĕçсе çитнĕ кураксем мăнаçлăн çÿрени çуркунне çитнине çирĕплетет. Апла пулсан сивĕ хĕл кунĕсене ăсатма та вăхăт. Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем савăнăçлă кăмăлпа хĕл ăсатма "Шуçăм" кафе умĕнчи тÿреме пуçтарăнчĕç.

Палăртнă вăхăта халăх йышлă пухăнни пурин чунĕнче те çуркунне шевли вылянине хыпарларĕ. Савăнăçпа тулнăскерсем хăйсен пултарулăхне ташă-юрăра, вăйă-кулăра, суту-илÿре кăтартрĕç. Кашнийĕнех юлташĕсемпе уява тухнă ытти çынсем валли ăшă сăмах çителĕклĕ пулчĕ.  

Акă кафе умĕнче йĕркеленĕ сцена çине уява ертсе пыракансем тухрĕç. Кунта Мăн Сĕнтĕрти информаципе культура центрĕнче ĕçлекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Сцена çинчисем те савăнăçлă, уява килнĕ халăх сăнĕнче те кашнийĕнех йăл кулă тăрать. Пурте пĕр-пĕрне савăк кăмăлпа: "Уявпа саламлатăп!" - тесе йăл кулă парнелеççĕ.

- Хĕл кунĕсем сисĕнмесĕрех иртрĕç. Умри çуркунне пире пĕрлехи вăйпа умри ĕçсене хатĕрленме ыйтать. Çак вăхăтра кашнин яваплăхĕ малти вырăнта пуласса шанатăп, - терĕ уява уçса тата ыранхи куна пăхса каланă сăмахĕсене пĕтĕмлетсе Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Л. Тарасова хăйĕн саламлă сăмахĕнче хамăр енĕн пĕрлехи ÿсĕмĕнче Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче пурăнакансен тата вăй хуракансен тÿпи пĕчĕк пулманнине палăртрĕ.

- Вăхăт уттине чарма çук. Паян пĕрле пулса хĕл ăсататпăр. Ыран вара кар тăрса çурхи уй-хир ĕçĕсене тухăпăр. Апла пулсан паянхи ĕçе ырана хăвараканшăн вăхăтра пурнăçламан ĕç пурăна киле хакла ларма пултарать. Çавăнпа çур акине пĕр тĕллевпе хатĕрленер. Пĕр йышра пулсан çеç йывăрлăхсене çĕнме çăмăлрах, - терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, бюджетпа, финанспа, налуксемпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ А. Федотов.

Уява пухăннă хĕрарăмсене çывхаракан уявпа Шупашкарти хамăрăн ентешлĕх ертÿçи В. Тяпкин та саламларĕ, ял çыннисене малашлăха пăхса патшалăх пулăшăвĕпе анлăрах усă курмалли пирки пĕлтерчĕ.

Уяв саламĕсем хыççăн сцена çине художество пултарулăх ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри хăпарчĕç. Кунта мăнсĕнтĕрсем те, катькассемпе ярославкăсем те пĕрлехи уява чăн-чăн илем кĕртрĕç.

«Шуçăм» кафе умĕнче юрă-ташă янăранă хушăрах ачасем илемлетнĕ каруççельпе, пĕчĕк чукун çулпа поездпа ярăнни те уяв илемĕ пулчĕ. Ватти те, вĕтти те Мăн Сĕнтĕр райповĕн сутуçисем сĕнекен кукăль-çăмахне тата шашлыка вĕри чейпе астивсе пăхмасăр иртмерĕç.

А. БЕЛОВ.

 

Сăн ÿкерчĕкре: Катькас Культура çурчĕ çумĕнчи "Çăлкуç" пултарулăх ушкăнĕ - уява савăнăç кÿрекен коллектив. Çакна Хĕл ăсатăвĕнче кашниех курса ăнланчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика