Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçуллă, черчен, çирĕп кăмăллă

07 марта 2017 г.

Лилия Тарасова ертсе пыракан хĕрарăмсен районти канашĕ йĕркеленипе тата район администрацийĕ пулăшнипе "Успех" конкурс кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Муркашри Культура çурчĕн сцени çинче сакăр илемлĕ хĕрарăм хăйĕнпе паллаштарчĕ, пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Куракансем портфолио презентацийĕ урлă вĕсен çитĕнĕвĕсем, тĕллевĕсем пирки те пĕлчĕç.

Чăнах та пуçаруллă, ырă кăмăллă, ял тăрăхĕсенчи тата районăн общество пурнăçĕнче активлă хĕрарăмсем пухăннă конкурса: Çатракасси ял тăрăхĕнчи Любовь Щукина, Хорнуй ял тăрăхĕнчи Алена Яруткова, Ярославка ял тăрăхĕнчи Надежда Сорокина, Муркаш ял тăрăхĕнчи Ирина Кожевниковăпа Елена Михайлова, Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Надежда Иванова, Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Тамара Павлова, Москакасси ял тăрăхĕнчи Галина Голубева.

Жюри (район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем В. Ананьев тата Л. Тарасова, Муркаш райпо канашĕн председателĕ Б. Андреев, районти ашшĕсен канашĕн ертÿçи А. Куликов) çакна палăртса хĕрарăмсене çитсе килекен уявпа саламларĕ, вĕсене тĕрлĕ номинацире чысларĕ.

"Успех" конкурс хĕрарăмсене уяв савăнăçĕ парнелерĕ. Вĕсен кăмăл çирĕплĕхĕ вара пурнăçра телейлĕ те ăнăçлă самантсем татах нумай пуласса шантарать.

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика