07 марта 2017 г.
Шкулта вăй хуракан хĕрарăма пысăк чĕреллĕ аннепе танлаштарнă пулăттăм. Тĕп ĕçсĕр пуçне кун каçа миçе ачапа çывăххăн калаçма тÿр килмест пулĕ учителе, хăш чухне ача тумне юсама пулăшма та, чунне лăплантарма та тивет. Шкулта чылай çул вăй хунине шута илсен, шучĕ те çук.
Сăн ÿкерчĕкре куракан Светлана Тушилкинăна та пархатарлă анне тесе хаклатăп. Вăл Мăн Хураçка шкулĕнче тăрăшать, вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентет. Тивĕçлĕ пĕлÿ илсе шкул алăкне уçни çирĕм çул урлă та каçрĕ ĕнтĕ. Ĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçлать тата яланах ответлăха туйса тăрать. Çавăн пекех Светлана Михайловна директор çумĕ, вĕренÿ тата воспитани енĕпе те ĕçлет.
- Эпĕ хама урăх ĕçре курмастăп та. Тепĕр чухне ывăнни те, пăшăрханни те ачасем юнашар пулсан иртсе каять, паллах, пăшăрхантаракан самант та пулать. Ашшĕ-амăшне вара ачасен вĕренĕвне тата вĕсене воспитани парассине ытларах тимлĕх уйăрма сĕнес килет. Çамрăк ăру пурнăç çулĕ çине çирĕпленсе тухтăр, - кăмăллăн калаçать Светлана Михайловна.
Пултаруллă педагогăн шкулта ĕçленĕ çулсенчи тăрăшулăхне тĕрлĕ Хисеп грамотипе Тав хучĕ çирĕплетет. Ăсталăх шайне те вăл тăтăшах ÿстерме тăрăшать. Çамрăк ĕçтешсемшĕн С. Тушилкина - пысăк ăсталăх пухнă вĕрентекен. Уяв ячĕпе ун валли ăшă сăмах йышлă пултăр.
Р. Илларионова.