Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă кăмăл малта тăрать

07 марта 2017 г.

Шомикра пулсан кунта пурăнакансем пурнăç утăмĕпе тан пыни куç умне тухать: илемлĕ тавралăх, тикĕс çул, хăтлă çуртсем, сăпайлă çынсем, магазин çине магазин...

Мăн Сĕнтĕр райповĕн территорийĕнче уйрăм çынсен бизнесĕ активлă йĕркеленни пĕрремĕшсене татах та çаврăнăçуллăрах, халăха çывăхрах пулса ĕçлеме хистет. Çакна манпа тĕл пулса калаçнă чух апат-çимĕç магазинĕнче ĕçлекенсем те çирĕплетрĕç. 5 сутуçăллă туслă коллектива 9-мĕш çул Салампи Степанова (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри) ертсе пырать. Унăн юлташĕ Вера Молаева вара (сулахайра) çак магазинти сутуçăра 7-мĕш çул вăй хурать.

- Çынсем хăйсене кирлĕ тавара хăйсем суйлама пултарни, магазин 4 çул автоматизаци системипе ĕçлени, çак çулпа пырса тавар ассортиментне тивĕçлĕ шайра тытма май килни ĕç кăтартăвĕсене чакарма памасть. Суту-илÿри çак йĕрке тавар туянакансемшĕн те меллĕ пулнине куратпăр, - терĕ магазина пыраканпа ялан ăшă кăмăллă Салампи Алексеевна.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика