08 февраля 2017 г.
Черетлĕ тĕл пулу Турай ял тăрăхĕнче иртрĕĕ Пухăннисем умĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Нĕ Павлов отчетлă доклад турĕĕ Вырăнти çынсенеĔ ответлă ĕçченсене пĕрле тухăçлă тăрăшнăшăнĔ пулăшнăшăн тав турĕĔ малашне те пуçаруллă пулма сĕнчĕĕ
Асăннă территори 11 ялтан тăратьĕ Ял тăрăхĕн лаптăкĕ 6429Ĕ1 гектарпа танлашатьĔ вăл шутра 4612Ĕ39 лаптăкĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕ
Ял тăрăхĕнчи уй-хире Суворов (2900 гектар)Ĕ Чкалов (320 га)Ĕ Ильич (80 га) ячĕсемпе хисепленекен хуçалăхсем тата ИĕСкворцов (400 га) хресчен (фермер) хуçалăхĕ пусă çаврăнăшне кĕртсе пыраççĕĕ
Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне территорире 939 хушма хуçалăх регистрациленĕĕ Вĕсенче 2019 çын пурăнатьĔ вăл шутран 143-шĕ территорире ĕçлетĔ 616-шĕ ун тулашĕнче тимлетĕ Ял тăрăхĕнчи çынсенчен 15 точкăра сĕт йышăнаççĕĕ Территорири учрежденисен йышĕ пĕчĕк марĕ
"Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăпа тата федераци шайĕнчи "Пурăнмалли çур-йĕр" тĕллевлĕ программăпа черете тăватă çемьене тăратнăĕ Икĕ çемье патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕĕ
Демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăнасса шанас килетĕ Иртнĕ çул 19 ача çут тĕнчене килнĕĔ 24 çыннăн кун-çулĕ татăлнăĕ 11 çемье чăмăртаннăĔ пĕр мăшăр уйрăлнăĕ
Территоринчи çул-йĕре Фасхутдинов хресчен (фермер) хуçалăхĕ тытса тăратьĕ Хăй çине илнĕ тивĕçе кăлтăксăр пурнăçлатьĕ Ку тĕлĕшпе иртнĕ çул 398 пин тенкĕ тăкакланăĕ
Çулсеренех ял тăрăхĕ тирпейлĕх ыйтăвĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшатьĕ Ялсенчи йăлари хытă каяш вырăнĕсене тирпейлесе хăтлăх кĕртнĕĕ Çăва территорине тирпейлесси ырă йăлана кĕнĕĕ Çакăнта тата ытти субботника çынсем активлă тухаççĕĕ 281 кубла метр тĕрлĕ тасамарлăх тиесе тухма 104344Ĕ 56 тенкĕ тăкакланăĕ
Урамсене тата администраци çуртне çутăпа тивĕçтерме 346 154Ĕ98 тенкĕ тăкакланăĕ Кашни ялта тенĕ пекех электролампочкăсем улăштарнăĕ Перекетлĕх мелĕ çине куçнă май малашне тăкаксем пĕчĕкрех пуласса шанаççĕĕ
Çынсем кирлĕ мар тесе палăртнă пай çĕрĕсен докуменчĕсене тăвас ĕçе вĕçлеме тĕллев лартнăĔ умри задачăна туллин пурнăçланăĕ 602 гектарлă 13 çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕĕ Çитес вăхăтра ăна аукциона тăратас тĕллевлĕĕ Асăннă ял тăрăхĕнче çĕре арендăна илсе ĕçлес текен сахал марĔ ку вара вырăнти бюджет тупăшĕпе те тачă çыхăннăĕ
Иртнĕ çул 60 соттăй çĕрсен докуменчĕсене тума пуçланăĔ 60 лаптăкăн ку тĕлĕшри ĕçне вĕçленĕĕ Шел пулин теĔ хăшĕ-пĕри документ тăвассипе васкаманни курăнатьĕ
Уйкас Турай ялĕн автоçулне тăвассине вĕçленĕĔ çак ĕçре 4 427023 тенкĕ тăкакланăĕ Çуткÿлĕн 360 метр тăршшĕ çулне юсанăĔ ăна валли вырăнти бюджетран 573 пин тенкĕ тăкакланăĕ Мăн Токшик ялĕн çулне тăвассине вĕçлеме 15 982 901 тенкĕлĕх проектпа смета документацине Чăвашупрдора тăратнăĕ Объекта 2017 çулхи ĕç-хĕл планне кĕртсе çитес вăхăтра хута ярасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕĕ
2017 çулта тирпей-илем ыйтăвĕпе ĕçлеме вырăнти бюджетра 149 пин те 910 тенкĕ пăхса хунăĔ вăл шутран 91 пин те 720 тенкĕ урамсенчи çутă валлиĔ 58 пин те 190 тенкĕ йăлари хытă каяш турттарса тухмаĕ Граждансен пĕрлехи пухăвĕнче кашни хуçалăхран вырăнти ĕçсене тума 200 тенкĕĔ каяш турттарса тухма уйăхсерен 50 тенкĕ пухма йышăннăĕ
Турай ял тăрăхĕн çул-йĕр фончĕ акцизсене шута илнипе çак çул валли 1661 360 тенкĕпе танлашатьĕ Вăл шутран 469 пин те 676 тенкĕ çул-йĕр тытса тăма кайĕĕ Ытти пайнеĔ 1 191 684 тенкинеĔ Тушкассинчи 100 метрĔ Турайĕнчи 100 метрĔ Çуткÿлти 100 метр тата Çаранçырминчи 150 метр çул-йĕре юсанă çĕре усă курма палăртнăĕ
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн отчетĕнчен территорире сахал мар ĕç пурнăçланиĔ умра пысăк тĕллевсем пулни курăнчĕĕ Вĕсем çинче депутатсем те тĕплĕн чарăнчĕçĔ курăмлă ĕçшĕнĔ пĕрлехи тăрăшулăхшăн тав турĕçĕ Бĕ АндреевĔ Юĕ Романов тата ытти депутатсем хăйсен шухăшĕсене палăртрĕçĕ Борис Васильевич ял çыннин пурнăç условийĕ лайăхланса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕĕ Тухса калаçакансем вырăнти хуçасăр объектсене тирпей-илем кĕртессипе те тимлеме сĕнÿ пачĕçĔ вăл шутра выльăх сарайĕĔ шкул сачĕ тĕлĕшпе теĕ
Финанс пайĕн ертÿçи Рĕ Ананьева район бюджетнеĔ ун шайĕнче асăннă ял тăрăхĕ хăш пусăмра пулнине тишкерчĕĕ Тăкаксене районти пĕр çын пуçне тивекен вăтам кăтартупа танлаштарчĕĕ
Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн участковăйĕ Дĕ Григорьев преступноçпа кĕрешесси çинче чарăнчĕĕ Йĕркене пăсни пирки ял тăрăхне шалти ĕçсен пайĕнчен 27 хутчен пĕлтерÿ пулнăĕ Юлашки вăхăтра телефонпаĔ банк карттипе ултавлă ĕçсем тăтăшах пулнăран çынсене асăрхануллă пулма сĕнчĕĕ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рĕ Тимофеев район аталанăвĕпе паллаштарчĕĕ Асăннă ял тăрăхĕ тĕрлĕ ĕçпе лайăххисен шутĕнче пулнине палăртрĕĕ Вырăнти Суворов ячĕ
Пĕрлехи тăрăшулăхран чылай килет
Черетлĕ тĕл пулу Турай ял тăрăхĕнче иртрĕ. Пухăннисем умĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Павлов отчетлă доклад турĕ. Вырăнти çынсене, ответлă ĕçченсене пĕрле тухăçлă тăрăшнăшăн, пулăшнăшăн тав турĕ, малашне те пуçаруллă пулма сĕнчĕ.
Асăннă территори 11 ялтан тăрать. Ял тăрăхĕн лаптăкĕ 6429,1 гектарпа танлашать, вăл шутра 4612,39 лаптăкĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр.
Ял тăрăхĕнчи уй-хире Суворов (2900 гектар), Чкалов (320 га), Ильич (80 га) ячĕсемпе хисепленекен хуçалăхсем тата И.Скворцов (400 га) хресчен (фермер) хуçалăхĕ пусă çаврăнăшне кĕртсе пыраççĕ.
Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне территорире 939 хушма хуçалăх регистрациленĕ. Вĕсенче 2019 çын пурăнать, вăл шутран 143-шĕ территорире ĕçлет, 616-шĕ ун тулашĕнче тимлет. Ял тăрăхĕнчи çынсенчен 15 точкăра сĕт йышăнаççĕ. Территорири учрежденисен йышĕ пĕчĕк мар.
"Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăпа тата федераци шайĕнчи "Пурăнмалли çур-йĕр" тĕллевлĕ программăпа черете тăватă çемьене тăратнă. Икĕ çемье патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.
Демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăнасса шанас килет. Иртнĕ çул 19 ача çут тĕнчене килнĕ, 24 çыннăн кун-çулĕ татăлнă. 11 çемье чăмăртаннă, пĕр мăшăр уйрăлнă.
Территоринчи çул-йĕре Фасхутдинов хресчен (фермер) хуçалăхĕ тытса тăрать. Хăй çине илнĕ тивĕçе кăлтăксăр пурнăçлать. Ку тĕлĕшпе иртнĕ çул 398 пин тенкĕ тăкакланă.
Çулсеренех ял тăрăхĕ тирпейлĕх ыйтăвĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшать. Ялсенчи йăлари хытă каяш вырăнĕсене тирпейлесе хăтлăх кĕртнĕ. Çăва территорине тирпейлесси ырă йăлана кĕнĕ. Çакăнта тата ытти субботника çынсем активлă тухаççĕ. 281 кубла метр тĕрлĕ тасамарлăх тиесе тухма 104344, 56 тенкĕ тăкакланă.
Урамсене тата администраци çуртне çутăпа тивĕçтерме 346 154,98 тенкĕ тăкакланă. Кашни ялта тенĕ пекех электролампочкăсем улăштарнă. Перекетлĕх мелĕ çине куçнă май малашне тăкаксем пĕчĕкрех пуласса шанаççĕ.
Çынсем кирлĕ мар тесе палăртнă пай çĕрĕсен докуменчĕсене тăвас ĕçе вĕçлеме тĕллев лартнă, умри задачăна туллин пурнăçланă. 602 гектарлă 13 çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕ. Çитес вăхăтра ăна аукциона тăратас тĕллевлĕ. Асăннă ял тăрăхĕнче çĕре арендăна илсе ĕçлес текен сахал мар, ку вара вырăнти бюджет тупăшĕпе те тачă çыхăннă.
Иртнĕ çул 60 соттăй çĕрсен докуменчĕсене тума пуçланă, 60 лаптăкăн ку тĕлĕшри ĕçне вĕçленĕ. Шел пулин те, хăшĕ-пĕри документ тăвассипе васкаманни курăнать.
Уйкас Турай ялĕн автоçулне тăвассине вĕçленĕ, çак ĕçре 4 427023 тенкĕ тăкакланă. Çуткÿлĕн 360 метр тăршшĕ çулне юсанă, ăна валли вырăнти бюджетран 573 пин тенкĕ тăкакланă. Мăн Токшик ялĕн çулне тăвассине вĕçлеме 15 982 901 тенкĕлĕх проектпа смета документацине Чăвашупрдора тăратнă. Объекта 2017 çулхи ĕç-хĕл планне кĕртсе çитес вăхăтра хута ярасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
2017 çулта тирпей-илем ыйтăвĕпе ĕçлеме вырăнти бюджетра 149 пин те 910 тенкĕ пăхса хунă, вăл шутран 91 пин те 720 тенкĕ урамсенчи çутă валли, 58 пин те 190 тенкĕ йăлари хытă каяш турттарса тухма. Граждансен пĕрлехи пухăвĕнче кашни хуçалăхран вырăнти ĕçсене тума 200 тенкĕ, каяш турттарса тухма уйăхсерен 50 тенкĕ пухма йышăннă.
Турай ял тăрăхĕн çул-йĕр фончĕ акцизсене шута илнипе çак çул валли 1661 360 тенкĕпе танлашать. Вăл шутран 469 пин те 676 тенкĕ çул-йĕр тытса тăма кайĕ. Ытти пайне, 1 191 684 тенкине, Тушкассинчи 100 метр, Турайĕнчи 100 метр, Çуткÿлти 100 метр тата Çаранçырминчи 150 метр çул-йĕре юсанă çĕре усă курма палăртнă.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн отчетĕнчен территорире сахал мар ĕç пурнăçлани, умра пысăк тĕллевсем пулни курăнчĕ. Вĕсем çинче депутатсем те тĕплĕн чарăнчĕç, курăмлă ĕçшĕн, пĕрлехи тăрăшулăхшăн тав турĕç. Б. Андреев, Ю. Романов тата ытти депутатсем хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Борис Васильевич ял çыннин пурнăç условийĕ лайăхланса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Тухса калаçакансем вырăнти хуçасăр объектсене тирпей-илем кĕртессипе те тимлеме сĕнÿ пачĕç, вăл шутра выльăх сарайĕ, шкул сачĕ тĕлĕшпе те.
Финанс пайĕн ертÿçи Р. Ананьева район бюджетне, ун шайĕнче асăннă ял тăрăхĕ хăш пусăмра пулнине тишкерчĕ. Тăкаксене районти пĕр çын пуçне тивекен вăтам кăтартупа танлаштарчĕ.
Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн участковăйĕ Д. Григорьев преступноçпа кĕрешесси çинче чарăнчĕ. Йĕркене пăсни пирки ял тăрăхне шалти ĕçсен пайĕнчен 27 хутчен пĕлтерÿ пулнă. Юлашки вăхăтра телефонпа, банк карттипе ултавлă ĕçсем тăтăшах пулнăран çынсене асăрхануллă пулма сĕнчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев район аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Асăннă ял тăрăхĕ тĕрлĕ ĕçпе лайăххисен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Вырăнти Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх та аталану çулĕпе çирĕп пынине тĕрлĕ тĕслĕхпе çирĕплетрĕ, вăл шутра ака-суха çĕрне пусă çаврăнăшне ытларах кĕртме тăрăшнипе, выльăх-чĕрлĕх отрасльне тухăçлă аталантарассипе.
Р. Илларионова.