Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапла çуралнă, аталаннă

08 февраля 2017 г.

Муркаш районне Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1944 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнчи Указĕпе тата РСФСР Аслă Канашĕн 1944 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Çак вăхăтчен ку тăрăхри ялсем Элĕк, Сĕнтĕр, Советски, Ишлей районĕсене кĕнĕ. Муркаш районне Элĕк районĕнчен Матьăк, Панкли, Шĕвĕш, Йÿçкасси ял Совечĕсене, Ишлей районĕнчен Шурча, Мăн Янăш, Очăкасси, Тивĕш, Хăймалакасси, Ярапайкасси ял Совечĕсене, Сĕнтĕр районĕнчен Атапай, Кашмаш, Муркаш, Оринин, Пашалукасси, Çатракасси ял Совечĕсене куçарнă. Район центрне Муркаш туса хунă.

Çапла вара Муркаш районне 19 ял Совечĕ, 25284 çын, 72 колхоз-артель, 99 ял, 5485 уйрăм хуçалăх, 33402,39 гектар çĕр кĕнĕ. Вăтам шкулсем 4, тулли мар вăтам шкулсем 9, пуçламăш шкулсем 6 пулнă.

Медицина учрежденийĕсенчен çаксем пулнă: Муркашри больница, врач пункчĕсем 2, фельдшерпа акушер пункчĕ 1, акушер пункчĕ 2, ача çуратмалли уйрăмсем 2, фельдшер пункчĕсем 3, трахома пункчĕсем 12. Ялпосем 6, ялпо уйрăмĕсем 9 пулнă вăл вăхăтра.

Çĕнĕ район йĕркелени районти организацисене, колхозсене, ял Совечĕсене конкретлă тата оперативлă ертсе пыма май панă.

Муркаш районĕ 1944 çулхи мартăн 30-мĕшĕ тĕлне пур яла та хăйĕн шутне илсе пĕтернĕ. Çапла вара района йĕркелес ĕç вĕçленнĕ. Анчах та хăш-пĕр ял Совет территорийĕнчи çынсем унчченхи районсенчех юласшăн пулни палăрнă. Çавăнпа та Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1944 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕпе килĕшÿллĕн Янăш тата Хăймалакасси ял Совечĕсен территорийĕсенчи ялсем Шупашкар районне, Шĕвĕш ял Совечĕн территорийĕ Элĕк районне куçнă. Советски районĕнчен пирĕн района Чуманкасси тата Тойкилтĕ ял Совечĕсене куçарнă.

Вăрçă çулĕсенче çуралнă çĕнĕ районăн çыннисем фашистла Германие çапса аркатас ĕçе пысăк тÿпе хывнă. Уншăн пĕр хут кăна мар СССР Оборона Патшалăх Комитечĕн куçса çÿрекен ялавĕсене илме тивĕçнĕ. Районтан Аслă Отечественнăй вăрçа 9845 çын тухса кайнă, 5491 çын каялла таврăнайман.

Тылра та фронта пулăшма ырми-канми ĕçленĕ. Пилĕк таран юр ашса вăрман каснă, юлашки кĕрпепе услам çăва сутса заем çырăннă, унсăр пуçне çар техники тума укçа-тенкĕ нумай пухса панă. "Пĕтĕмпех - фронта валли, пĕтĕмпех - çĕнтерÿшĕн" - çакăн пек девиз пулнă кашни çыннăн.

Чăваш АССР-ĕнче ĕçлекенсем "Колхозник Чувашии" танк колонни, "Комсомолец Чувашии" çар самолечĕсен эскадрильи тума укçа пухас ĕçе йĕркелесе янă.

Пирĕн район çыннисем те ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартнă. Акă "Авангард" колхоз ĕçченĕсем танк колонни тума 80 пин тенкĕ куçарса панă. Çак колхозри Зоя Синичкина тата Ольга Кудряшова патшалăх заемĕн облигацийĕсене 1000-шер тенкĕлĕх туяннă. "Красное Сормово" колхоз председателĕ П.Н. Майков тата ферма заведующийĕ С.М. Соловьев çар самолечĕ тума 50-шар пин тенкĕ укçа хывнă. Кун пек тĕслĕхсем татах нумай пулнă.

Пĕтĕмлетсе каласан Хĕрлĕ Çара пулăшма укçа-тенкĕ, тырă, тăхăнмалли ăшă япаласем пухни халăхăн патриотизмне уççăн кăтартса парать.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче район çыннисем юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă. 1947 çулта район гектартан вăтамран 13 - 15 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Ку кăтарту вăрçăчченхи çулхинчен 2 - 3 центнер нумайрах.

1950 çул тĕлне выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессин шайне икĕ хут ÿстернĕ. Çапла майпа район аталанса, çирĕпленсе, вăй илсе пынă. Çынсен пурнăç условийĕсем те лайăхланнă.

1950-мĕш çулсенче район историйĕнче каллех улшăнусем пулнă. ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1959 çулхи постановленийĕпе Муркаш районне пĕтернĕ. Унти ялсене Сĕнтĕр тата Элĕк районĕсене кĕртнĕ.

Тепĕр 3 çултан, 1962 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче, ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн постановленийĕпе Муркаш районне кĕнĕ мĕн-пур яла Шупашкар районне кĕртнĕ.

1964 çулхи февралĕн 29-мĕшĕнче ятарлă постановленипе Муркаш районĕн хальхи территорине çĕнĕрен йĕркелеме йышăннă. Пĕрремĕш йĕркелÿ сессийĕ 1964 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче пулнă.

Муркаш районĔ паян

Хальхи вăхăтра районта 177 ял, 16 ял тăрăхĕ. Район территорийĕ 84,5 пин гектар лаптăк йышăнать. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем 61 пин гектар ытла, вăл шутра сухалакан çĕрсем - 44,9 пин гектар.

Район территорийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсем 11, промышленноç тата пулăшу сферин предприятийĕсем 9, потребитель обществисем 2, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 88, районти çыхăну узелĕ тата çыхăну уйрăмĕсем 17, АТС-сем 24.

Районта транспорт çыхăнăвне 13 маршрутпа йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне 13 маршрутпа уйрăм предпринимателсем çынсене илсе çÿрессине йĕркеленĕ.

Çынсен харпăрлăхĕнче 6982 çăмăл автомобиль, груз турттармалли автомашинăсем 1188, 191 автобус, 122 мотоцикл, 284 прицеп, 31 çурма прицеп, 798 трактор, тĕш тырă пухса кĕртмелли 53 комбайн, выльăх апачлĕх культурăсене пухса кĕртмелли 17 комбайн, çул-йĕр строительствин тата мелиораци машинисем 59. Район территорийĕнчи автомобиль çулĕсен тăршшĕ 579,7 километр, вăл шутран асфальт сарнă çулсем 297,2 километр.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем 25. Вăл шутран вăтам шкулсем 13, тĕп шкулсем 9, пуçламăш шкул-ача сачĕсем 3. Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсем 13, ачасен хушма вĕренÿ учрежденийĕсем 4. Централизациленĕ клуб системи ял тăрăхĕсенчи 45 культурăпа кану учрежденине, централизациленĕ библиотека системи 29 тĕслĕх библиотекăна пĕрлештерсе тăрать. Тури чăвашсен музейĕ тата унăн 2 филиалĕ пур. Район больниципе участок больници 1-шер, пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕсем 10, фельдшерпа акушер пункчĕсем 38, спорт залĕсем 26.

Уйрăм çынсен килти хуçалăхĕсем 13372. Районта пĕтĕмпе 33515 çын пурăнать. Ĕçлес ÿсĕмри çынсен шучĕ 19077. Садике çÿрекен ачасен шучĕ 1746. Шкулсенче 3316 ача вĕренет. Пенсионерсем 10126 çын, вăл шутран ĕçлекен пенсионерсем 2663 çын.

Архив тата статистика материалĕсем тăрăх В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика