08 февраля 2017 г.
Январĕн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи культура ĕçĕн координаци канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, культура пайĕн ертÿçи Е. Чернова, Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин представителĕ Т. Дмитриева, культура ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн ертÿçи С. Демидова, Наци библиотекин тĕп библиографĕ Н. Филиппова тата культура сферинче вăй хуракансем хутшăнчĕç.
Чи малтанах Р. Тимофеев ертсе пыракан ушкăн Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Кив Матьăкри Культура çуртне çитсе курчĕ. Палăртса хăвармалла, асăннă объектра иртнĕ çул капиталлă юсав ĕçĕсене ирттернĕ. Культура пайĕн ертÿçи Е. Чернова каланă тăрăх, ăна валли пĕтĕмпе 2 миллион та 289 пин те 862 тенкĕ тăкакланă, вăл шутра 300 пин тенки - республика бюджетĕнчен.
Халĕ кунта хăтлăх хуçаланать. Çапах та туса çитереймен пĕчĕк ĕçсем те çук мар, тĕслĕхрен, библиотекăра сĕтел-пукан кирлĕ, сцена çинче те ĕç пĕтменни курăнать. Ростислав Николаевич вăхăта вăраха ямасăр мĕнпур ĕçе вĕçлеме, культура учрежденийĕпе туллин усă курма сĕнчĕ. Кану вăхăчĕ валли кунта йăлтах пур, вăл шутра спорт залĕ те.
Ĕç ушкăнĕ Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Культура çуртне куçрĕ. Ларăвăн официаллă пайне Ростислав Тимофеев уçрĕ. Культура сферинчи тĕп самантсем çинче чарăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, Муркаш районĕ художество пултарулăх ушкăнĕсемпе чăннипех те хăпартланма пултарать. Культура ĕçченĕсем çынсен кану вăхăтне йĕркелеме, культура учрежденийĕсенче хăтлă та меллĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ.
Культура сферинчи иртнĕ çулхи ĕç-хĕл тата умри тĕллевсем çинче Е. Чернова чарăнчĕ. Асăннă отрасле аталантарма иртнĕ çул пĕтĕмпе 36 миллион та 998 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Иртнĕ çулхи кăтарту тăрăх, культура ĕçченĕсен вăтам шалăвĕ 12036 тенкĕпе танлашать. Пурлăх базине пуянлатасси, çирĕплетсе тăрасси тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Иртнĕ çул культура учрежденийĕсене юсама пĕтĕмпе 3583 пин тенкĕ тăкакланă. Çак ĕçе Матьăкри, Тойкилтĕри, Мăн Хураçкари объектсенче пурнăçланă. Паянхи кун тĕлне культура учрежденийĕсен 71 процентĕнче лару-тăру вăтам шайра. Учрежденисен модернизаци программине кĕрессипе ĕçлеме майсем пур.
Шетмĕпуçĕнчи Культура учрежденийĕ федераци шайĕнчи тĕллевлĕ программăна кĕрсе хăтлăх кĕртрĕ. Кашмаш библиотекин ертÿçи О. Семенова тата Москакассинчи Культура çурчĕн ертÿçи Г. Голубева культура сферинчи чи лайăх ĕçченсем пулма тата укçан хавхаланăва тивĕçрĕç. Çак тапхăр тĕлне районти мĕнпур клубăн 17 проценчĕ е 8 клуб модельлĕ шутланать.
Елена Геннадьевна культура ĕçченĕсем çулталăк тăршшĕнче пурнăçланă ĕçсем çинче те тĕплĕн чарăнчĕ. "Халăх" ятне тивĕçнĕ 15 ушкăн, вăл шутра Ярославкăри "Кăмăл" тата Тойкилтĕри "Хĕлхем" ушкăнсем те, иртнĕ çулта çак чыса çирĕплетрĕç. Районти художество пултарулăх ушкăнĕсем районти кăна мар, ун тулашĕнчи мероприятисене те хутшăнаççĕ, республика тулашне те час-часах тухса çÿреççĕ.
Ытти сферăри пекех, кунта та кадр ыйтăвĕ аякра тăмасть. Культурăра вăй хуракан 95 çынран 35 çулчченхисен йышĕ 13,6 процентпа танлашать. Çавна май Ростислав Николаевич кадрсем хатĕрлесси çине ытларах тимлĕх уйăрма, апрелĕн 1-мĕшĕччен ку тĕлĕшпе программа хатĕрлеме сĕнчĕ. Район администрацийĕ аслă курсра вĕренекенсем валли пулăшу уйăрма май пуррине палăртрĕ. Çавăн пекех тÿлевлĕ пулăшупа тивĕçтерессине ÿстерме те тĕллев лартрĕ.
Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин представителĕ Т. Дмитриева республикăра туса ирттернĕ ĕçсем тата çитес вăхăтра пурнăçламалли задачăсем çинче чарăнчĕ. Республикăри этнокультура пурнăçĕнчи чи паллă ĕçсенчен пĕри - Чăваш Республикинчи халăхсен съезчĕ иртни тата республика территорийĕнчи тĕрлĕ халăх представителĕн ассамблейине йĕркелени. Çак ырă ĕçе Халăх туслăхĕн çурчĕ тăсĕ. Иртнĕ çулта ялти Культура çурчĕсене çĕклес ĕç тытăнчĕ. Культура тата искусство учрежденийĕсен пурлăх базине пуянлатма иртнĕ çул 200 ытла миллион тенкĕ уйăрнă. 15 клубра юсав ирттернĕ, 7-не çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Кăçал çакăн пек 4 объект хута яма, 31-не юсама, 25-не çĕнĕ йышши оборудованипе пуянлатма палăртнă. "Этническая Чувашия" инвестици проекчĕ тата туризм ыйтăвĕ çинче чарăнчĕ.
Профсоюз организацийĕн ертÿçи С. Демидова культура ĕçченĕсене социаллă пулăшу уйăрнипе тата ĕç килĕшĕвĕсенчи самантсемпе паллаштарчĕ.
Районта иртнĕ çул ял тăрăхĕсем хушшинче пулнă "Творчество: традиции и современность" фестиваль конкурс çĕнтерÿçисене ятран асăнса чысларĕç. Кашниех тăрăшнă, вăл е ку номинацире палăрнă. Уйкас Янасал тата Çатракасси ял тăрăхĕсем чи пултаруллисем пулнине палăртрĕç. Иккĕмĕш вырăна Хорнуй тата Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсем тухрĕç. Москакасси тата Катькас ял тăрăхĕсем виççĕмĕш вырăнта пулчĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисене тата юбилярсене чысларĕç. Кăмăл тăвакансем фойери ал ĕçĕсемпе паллашрĕç. Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем савăк юрă-кĕвĕ парнелерĕç.
Р. Илларионова.