08 февраля 2017 г.
Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан республикăри 91 пин çын пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлев пулăшăвне 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнченпе уйăхсерен парса тăракан укçа компенсацийĕ евĕр илсе тăрать. Çак компенсаци тÿлевне отчетлă уйăх хыççăнхи уйăхра парса тăраççĕ (сăмахран, октябрьшĕн - ноябрьте, ноябрьшĕн - декабрьте...).
2016 çулхи декабрьте вара çăмăллăхсемпе усă куракансене декабрь уйăхĕшĕн аванс тÿлевне декабрьтех куçарса панă.
2017 çулхи январьте иртнĕ çулхи тÿлевсенче çăмăллăхсемпе усă куракансем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн мĕн чухлĕ тÿленине кура (фактические расходы) тепĕр хут шутласа панă. Çавна май январĕн 31-мĕшĕнче федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан 22 пин çынна иртнĕ декабрьшĕн хушма тÿлев панă.
Тепĕр самант пирки те пĕлтеретпĕр. РФ Правительствин 2017 çулхи январĕн 26-мĕшĕнчи 88 номерлĕ "Об утверждении размера индексации выплат, пособий и компенсаций в 2017 году" йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнченпе федераци бюджетĕнчен парса тăракан ача-пăча пособисене 5,4 процент чухлĕ ÿстернĕ.
Çапла вара пулас амăшĕсене малтанхи тапхăртах учета тăнăшăн пĕр хутчен паракан пособи 613,14 тенкĕпе танлашать, ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособи 16359,33 тенкĕ чухлĕ. Ачана çулталăк çурăччен пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособи те ÿсрĕ: вăл пĕрремĕш ача пулсан - 3065,69 тенкĕ, иккĕмĕш ача пулсан - 6131,37 тенкĕ. Пулас амăшĕн мăшăрĕ çарта хĕсметре тăрать пулсан, ăна пĕр хутчен паракан пособи 25892,45 тенкĕпе танлашать, хĕсметре тăракан ашшĕн ачине уйăхсерен парса тăракан пособи 11096,76 тенкĕпе танлашать.
В. Аникина,
социаллă пулăшупа тивĕçтерекен республикăри центрăн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи.