08 февраля 2017 г.
Черетлĕ çулталăк пуçланнă май пур ĕç коллективĕнче те унчченхи ĕçсене пĕтĕмлетсе отчет пухăвĕсем иртеççĕ. Кăçал кашни ял тăрăхĕнчех çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Пурнăçланă ĕçсене халăхпа пĕрле пĕтĕмлетсе хак парассипе, умри аталану çулне палăртассипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем халăх умĕнче отчет тунинчен пуçланине ырламалла кăна. Çурăм хыçне пытанмасан кашни çитменлĕхех куç умне тухать. Çакна хăйĕн сăмахĕнче Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров та çирĕплетрĕ.
Асăннă ял тăрăхĕн экономикăпа социаллă аталанăвне пĕтĕмлетекен отчетлă пухăвĕ Шетмĕпуçĕнчи Культура çуртĕнче нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртрĕ. Ял тăрăхĕн ĕçĕсем йăлтах курăмлă пулнăран пуху та ĕçлĕ лару-тăрура пулчĕ.
Хăйĕн пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче Николай Поликарпович ял тăрăх аталанăвĕн кашни еннех алă тупанĕ çинчи пек пăхса тухса хакларĕ. Ватăсемшĕн пысăк тимлĕх уйăрни, тасалăхшăн тăрăшассине ял халăхне явăçтарни, электроэнергипе перекетлĕ усă курассишĕн тăрăшни, çулсем тăвасси, пĕрлешÿллĕ хуçалăх çукран пĕр хушă пушă выртнă ял хуçалăх çĕрĕсене хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пусă çаврăнăшне кĕртни, индивидуаллă предпринимательсемпе чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем ял тăрăхĕнче активлă ĕçлени, ялсенче пурăнакансем юлашки çулсенче ял уявĕсем ирттерсе хăйсен тăрăхне хăт кĕртни пĕччен-иккĕн пурнăçламалли ĕçсем мар. Çакна отчетлă пухăва пынă кашни çын лайăх ăнланни курăнчĕ.
Шетмĕпуç ял тăрăхĕ хăйĕн лаптăкĕпе вăтаммисен йышне кĕрет. Вăл 3895 гектар çинче вырнаçнă. Унăн тытăмне 8 ял кĕрет. Вĕсенчи 581 кил хуçалăхра 1243 çын пурăнать. Вĕсенчен 724-шĕ - туллин ĕçлеме пултаракансем. Çав вăхăтрах ку тăрăхра демографи лару-тăрăвĕ юлашки 6 çул хушшинче çулленех каялла утăмланă. Апла пулсан кая юлмасăр татса памалли ыйтусем те Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче сахал мар пулас. Çакна пухăва хутшăнса ку тăрăхпа депутатсен районти Пухăвĕн депутатне суйланнă Александр Давыдов та палăртрĕ:
- Ял тăрăхĕнче официаллă ĕçлеме çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçасси, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сирĕншĕн, уйрăмах хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарнă çамрăксемшĕн, çивĕч тăрать. Кунта вара ял тăрăхне малалла аталантарас тесен лава пĕрле тăрса туртмалла. Пĕрле пĕр тĕллевлĕ тăрăшсан çеç эпир сирĕнпе умри йывăрлăхсене хăвăртрах çĕнме пултарăпăр, - терĕ вăл ял çыннисене депутатсен районти Пухăвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса.
Кунта ял тăрăхĕн пуçлăхĕн сăмахĕсене илсе кăтартни ял тăрăхĕ депутат каланине ăнланнине çирĕплетет. Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче тÿлевсĕр çĕр участокĕсем илме тивĕçлĕ нумай ачаллă 17 çемьене учета илнĕ. Паянхи куна вĕсенчен 7-не çĕрсем уйăрса панă та ĕнтĕ.
Николай Поликарпович умри тĕллевсене палăртнă май вĕсене татса парассипе тата пурнăçа кĕртессипе ял тăрăхĕнче пурăнакансем активлăха малашне те çухатмасса шаннине палăртрĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн отчетне сÿтсе явма хутшăннă май район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. Ананьева ку тăрăхри ĕçсене ыттисеннипе танлаштарчĕ. Шăпах çакăнта палăрать те ĕнтĕ Шетмĕпуç ял тăрăхĕн çывăх вăхăтра мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалли. Ял тăрăхĕнче пурăнакан уйрăм çын тĕлĕшпе тивекен вырăнти тупăш виçи, çĕр налукĕ пухасси пĕчĕкрех пулни ку енсемпе ĕçлемелли чылай иккенне пĕлтерет.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн отчетне итлеме хутшăннă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев малтанах тăван ен аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Пĕрлехи ÿсĕмре уйрăм ял тăрăхĕсен тăрăшуллă ĕçĕ те районăн экономикăпа социаллă пурнăçне малалла уттарма пулăшмалла. Паян районăмăр патшалăх программисене пурне те активлă хутшăнма тăрăшни, уйрăм пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, промышленность предприятийĕсем тухăçлă ĕçлени ыттисене те çак çулпа пыма хавхалантармалла, анчах...
- Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи 9 хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, 4 чикĕллĕ яваплăхлă обществăра, 16 индивидуаллă предприятире пурĕ те "5 çын ĕçлени" пысăк ыйту çуратать. Çакăнти "тĕрĕс марлăх" вырăнти бюджета укçа-тенкĕ кĕрессине ура хурать. Анчах çав çынсемех ялта çул тумалла, электричество юписем çинче хунарсем çутмалла, ялти культура пурнăçне лайăхлатмалла тени пушă кĕсьере укçа шыранă пекех пулса тухать. Кайран вара - çилленни, айăплине шырани т. ыт. те. Çак хирĕçтăруран пăрăнас тесен вырăнти бюджет пуянлăхĕ пирки кашнин шутламалла, - терĕ отчета сÿтсе явнă май Ростислав Николаевич.
Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ каланине никам та хирĕçлемерĕ пулĕ тетĕп. Пурăнăпăр - курăпăр.
А. БЕЛОВ.