08 февраля 2017 г.
Çыннăн темĕнле чир те пулма пултарать. Шăл ыратнине нумайăшĕ чир тесе йышăнмасть пулĕ, анчах та çав ыратăва чăтма питĕ йывăр. Ăна пĕтĕмпех пĕтерме, паллах, врач кăна пулăшать. Врач патне кайма май çук вăхăтра вара (е çут çанталăк ытамне канма кайнă, е инçе çула тухнă, е тата шăл çĕрле ыратма тытăннă...) мĕн тумалла;
Шăл ыратнă чухне пĕрремĕш пулăшу мĕнле пулмалла-ха; Çын килте пулсан, тÿрех шăл тасатмалла та ун хыççăн ирпе стоматолог патне кайичченех нимĕн те çимелле мар. Çăвара апат содинчен хатĕрленĕ ăшă хутăшпа чÿхемелле. Дезинфекци вăйĕ пултăр тесен, унта пĕр тумлам йод ямалла. Специалистсем шăл ыратнă тĕлте пит çăмарти çине йод сетки тума та сĕнеççĕ. Шăл ыратнине вăхăтлăх чарма эмел ĕçмелле. Ку вăл е анальгин, е темпалгин, е аспирин, е ибупрофен е эсир хăвăр ытти чухне усă куракан препарат пулма пултарать. Аспирин пирки калас пулсан, ăна шăл патне хума юрамасть - вăл унти ÿте пĕçертсе яма пултарать.
Тепĕр чухне шăл ыратмасть, шăл туни ыратать. Ку ыратăва та тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Шăл туни ыратнин тĕп тата анлă сарăлнă сăлтавĕ гингивит (шăл тымарне хупăрласа тăракан çемçе тĕртĕмĕн лаймака сийĕ шыçни) пулма пултарать. Çавăн пекех шăл туни шыçнин айăпĕ шăл тасатмалли пастăпа та, шăлсем хушшинче юлнă апат-çимĕçĕн юлашкийĕпе те (вĕсем шăла тĕрĕс мар тасатсан юлаççĕ) çыхăнма пултарать. Тепĕр чухне вара çынсем шăлсем хушшине зубочисткăпа тасатнăран та çапла пулма пултарать. Зубочистка - шăлсен хушшине тасатмалли хатĕр мар. Шăл туни шыçни ачасен кăна мар, аслисен те шăл шăтма тытăннă чух пулма пултарать.
Шăл туни шыçнине мĕнле çăмăллатма пулать-ха; Чи ансат та анлă усă куракан мелсенчен пĕри - шăлсене апат соди тата тăвар янă ăшă шыв хутăшĕпе чÿхени. Утмăлтурат чечеккин е шалфей хутăшĕпе те чÿхеме юрать. Шăл туни мĕншĕн шыçнине пĕлме вара май пулсан тÿрех врач патне кайса пĕлмелле - вăл сиплеве тĕрĕс палăртать.
Тепĕр самант çинче те чарăнса тăрас килет. Çыннăн шăлĕсем те йĕркеллĕ, шăл тунисем те, анчах хăш-пĕр чухне çăвартан ырă мар шăршă кĕрет. Темĕнпе чÿхесен те, жвачка чăмласан та, "мятные" текен канфета ĕмсен те çак шăрш пĕтмест.
Çăвартан шăршă тухнипе тухманнине пĕлес тесен алла пит çывăхне, çăварпа сăмса тĕлне, тытмалла та ун çине сывламалла. Хыççăн шăршласа пăхмалла. Сирĕнпе калаçакан çын шăпах çак шăрша сисет. Кун пек сисместĕр пулсан, медицина маскине тăхăнса пĕр минут ун çине сывламалла, маска çине шăршă лайăхрах юлать.
Шăршă пулсан, каçпа шăл тасатнă чухне чĕлхене тасатса илмелле. Е чей кашăкĕпе, е аптекăран туяннă ятарлă хатĕрпе чĕлхе çинчи налета (чĕлхе тымарĕ патĕнчен пуçласа вĕçнелле) çăмăллăн хырмалла. Ку кăмăла хăпартакан ĕç мар, анчах эффекчĕ пур. Çак ĕç çăварти бактерисем çĕр каçа вăйлă ĕрчеме пултарнинчен хăтарать.
Шăл хушшисене ятарлă çиппе тасатмалла. Кашни апатлану хыççăн çăвара чÿхесе илмелле - чейпе е кофепе мар (вĕсене пула шăлсем тĕксĕмленеççĕ), ахаль шывпа.
Çакăн пек лару-тăрусем ан пулччăр тата сирĕн питре яланах илемлĕ кулă пултăр тесен вара кашни кун шăла икĕ хутчен 3-4-шар минут тасатмалла, шăл хушшисене тасатмалли çиппе усă курмалла тата шăл тасатмалли щеткăсене кашни виçĕ уйăхра улăштарса тăмалла, çур çулта пĕрре стоматолог патне тĕрĕслеве çÿремелле.
О. Магаева,
районти тĕп больницăри
стоматолог-терапевт.