08 февраля 2017 г.
Январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 7-мĕшĕччен Раççейре Хăрушсăр Рунет эрни пычĕ. Çак акцие цифрăллă технологипе тĕллевлĕ те тухăçлă усă курассине тата унăн хăрушсăрлăхне халалланă. Вăл вуннăмĕш хут иртет. Асăннă мероприяти Пĕтĕм тĕнчери хăрушсăр Интернет кунĕ шайĕнче пырать.
Районти тĕп библиотека системи пĕлтернĕ тăрăх, асăннă тытăмри библиотекăсем те çак ĕçрен аякра юлмарĕç. Районти ача-пăча библиотекинче "Чтоб добрым был Интернет" хăрушсăрлăх урокĕ иртнĕ. Мăн Сĕнтĕр библиотекинче "Интернет - добро или зло;" вĕренÿ сехечĕ пулнă. Чуманкасси ял библиотекинчи "Твоя безопасная сеть" дискусси сехетĕнче ку тĕлĕшри самантсем çинче чарăннă. Районти тĕп библиотека "Правовые ресуры для детей и молодежи в сети Интернет" информаци баннерĕ хатĕрленĕ, ăна ачасемпе тишкернĕ.
Тĕл пулусенче библиотекарьсем вулавçăсене электрон мелпе усă курма май пуррине палăртнă, ачасен усăллă тата хăрушсăр сайчĕсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех ачасем сиенлĕ информацисем пирки те пĕлме пултарнă. Библиотекарьсем Интернет урлă ултавçăсен аллине лекессинчен асăрхаттарнă тата усăллă чылай канашпа паллаштарнă. Çак тапхăрта ачасене информаци буклечĕсем те парнеленĕ.
Р. Илларионова.