18 февраля 2017 г.
Кĕске уйăхăн иккĕмĕш вунă кунлăхĕ вĕçленсе пырать. Самай вăрăмланнă кунсенче урамри çил-тăман та чарăнассăн туйăнмасть. Анчах уяр самантсенче хăвел ăшши сисĕмлех палăрни хĕл кунĕсем иртсе пыни пирки калать. Çакна сад-пахча та сисет, çуркуннене хатĕрленме пуçлать. Çил-тăманпа пахчара пухăнакан юр вара кил хуçишĕн çитес çуркунне валли сиплĕ юр шывĕ хатĕрлет.
Ăста пахчаçăсем çак вăхăтра çил-тăманпа килекен юра улмуççисемпе çырла йывăççисем тата тĕмсем тавра ытларах таптаса пусăрăнтарма тăрăшаççĕ. Çакă çур çитнĕ май сад-пахчара шăшисем активлăланса вулăсене кăшласа суранласран хÿтлĕх пулса тăрать.
Кăçал çĕнĕ уйăх февраль вĕçĕнче çеç пулнăран пахча çимĕç туса илессипе тăрăшакансен томат, пăрăç, баклажан вăрлăхне уйăхăн юлашки кунĕсенче тин акса хăварма тăрăшмалла.
Сăнавсем
Февральти кунсене кĕркунне пăхать.
Февраль пуçламăшĕ уяр та илемлĕ пулсан, çуркунне час килессе кĕтмелле.
Февраль ăшă тăрсан, çуркунне сивĕ пулĕ.
Февраль уйăхĕ сивĕ - çурла уйăхĕ шăрăх.
Февралĕн юлашки кунĕсем мĕн чуль сивĕрех - умри пуш уйăхĕ çавăн чухлĕ ăшăрах.
Февраль сивĕ килни - çу кунĕсем лайăх пуласса.
Февраль юрсăр пулни - шăрăх çу кунĕсене.
Кулленхи ĔÇ
Малалла хаçат вулакансене сад-пахчаçăн нарăс уйăхĕнчи ĕç календарĕпе паллашма сĕнетпĕр.
Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕ. Пахча çимĕç культурисен калчине органика удобренийĕпе апатлантарăр. Тымарлăх сельдерей акăр. Çавăн пекех калчалăх çĕр улми вăрлăхне те акма юрать.
Нарăс уйăхĕн 19 - 21-мĕшĕсем. Пÿлĕмри ÿсен-тăран сăтăрçисемпе кĕрешĕр. Теплицăри ÿсен-тăрана удобренипе шăварăр, тăпрана кăпкалатăр. Калчалăх ÿстерме тулă акма юрать. Çĕр çырли плантацийĕсенче юр тытăр.
Нарăс уйăхĕн 22 - 23-мĕшĕсем. Пÿлĕмре е теплицăра çĕр улми вăрлăхне калчалăх, тымарлăх сельдерей, кăçалах сухан тума чернушка-сухан вăрлăхне çителĕклĕ акăр. Пурăна киле тымарлантарма виноград сапанĕсене шывра ислетĕр.
Нарăс уйăхĕн 24 - 25-мĕшĕсем. Акма-ларма питех те мелсĕр кунсем шутланаççĕ. Кунпа пĕрлех çак вăхăтра пÿлĕмри е теплицăри ÿсен-тăрана шăварма та тăхтăр. Сăтăрçăсемпе ытларах кĕрешĕр. Сад-пахчара улма-çырла йывăççисем тавра юр таптаса пусăрăнтарăр.
Нарăс уйăхĕн 26 - 27-мĕшĕсем. Çак кунсенче ÿсен-тăранпа ĕç тума тăхтăр. Калча валли çĕр, контейнерсем, вăрлăх хатĕрлĕр. Удобренисемпе ÿсĕм стимуляторĕсем, хÿтĕлев препарачĕсем туянса хурăр. Малашнехи ĕç планĕсене пăхса тухăр.
Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕ. Чÿрече умĕнче ÿстермелли хăяр вăррине акма меллĕ вăхăт. Çавăн пекех хатĕрленĕ контейнерсенче томат, пăрăç, баклажан вăррисене акса хăварăр. Теплицăна акнă калчана сайралатăр, тăприне кăпкалатăр. Умра пуш уйăхĕ пулнине кура садри улмуççисене сыпма сапансем хатĕрлĕр.