Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 19 тонна сĕт сутнă

18 февраля 2017 г.

Чăвашпотребсоюз ăнăçлă ĕçлекен пĕрлехи система пулса тăрать: социаллă ответлăхлă бизнеса аталантарать, ялти социаллă инфраструктурăн пĕлтерĕшлĕ тĕп пайĕ шутланать, чи аякри тата пĕчĕк ялсенчи лавккасен тăкакĕ пысăк пулнине пăхмасăр хăй ĕçне тытса пырать. Çак чылай отрасльлĕ комплекс çыннăн ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшать.

Асăннă система сентре çинче хамăр патра туса кăларнă экологи тĕлĕшĕнчен те пысăк пахалăхлă продукци ытларах пултăр тесе тимлет. Федераци тата республика шайĕнчи суту-илÿ сечĕн пысăк конкурентлăхĕ палăрать пулин те, сентре çинчи тавар шутĕнче вырăнта туса кăларнă продукци ассортименчĕ çав-çавах анлă, асăннă тытăмра хатĕрленĕ продукци вара çитмĕл процент шайĕнче.

Анлă аталанакан система пулни ял çыннипе тачă çыхăнура ĕçлени те çирĕплетет. Иртнĕ çул Чăвашпотребсоюз системи республика çыннисенчен 1015 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ йышăнса çынсене хушма тупăш ĕçлесе илме май туса панă. Ял çыннишĕн ку - питех те пысăк пулăшу. Асăннă организаци çулсеренех сĕт паракан çынсем, сĕт турттаракан водительсем, йышăнакан организацисем хушшинче ăмăрту ирттерет. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Муркаш район çыннисем те пулни питех те кăмăллă.

Акă Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Купăрляри Галина Маратовнăпа Михаил Николаевич Васильевсене хушма хуçалăхра сĕт продукцине туса илессинче тухăçлă ĕçленĕшĕн ырăпа асăнмалла. Вĕсем Чăвашпотребсоюз ирттерекен ăмăртура маларахри çулсенче те çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулма тивĕçнĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕпе те вĕсем малтисен шутĕнче.

Эпĕ хушма хуçалăх аталанăвĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕлĕшпе вĕсем патне çул тытрăм. Картишне кĕрсенех тирпейлĕх хуçаланни, кунта ĕçчен çынсем пурăнни курăнчĕ. Манăн телее мăшăр килтех пулчĕ, вĕсем хуçалăх ĕçĕпе тимлетчĕç. Вĕсем пушă вăхăт тупса хуçалăх аталанăвĕпе паллаштарчĕç.

- Çулсеренех ĕне йышлă усрама тăрăшатпăр, малтанхи вăхăтра пĕр пуçчĕ, каярах ытларах усрама пуçларăмăр. Ĕçлесен тупăш илме пулать. Райпо лавкки юнашар вырнаçни питех те меллĕ, аякка утса вăхăт ирттермелле мар. Сĕте çавăнта кăна паратпăр. Хакĕ кăçалхи çул япăх мар, - кăмăллăн калаçать Галина Маратовна.

Çак вăхăт тĕлне хуçалăхра пилĕк ĕне, кунсерен талăкра райпо лавккине вăтамран 60 - 63 литр сĕт параççĕ. Тепĕр иккĕшĕ çак кунсенче пăруламалла. Иртнĕ çулталăк хушшинче хушма хуçалăхран 19 тонна шайĕнче сĕт ăсатнă. Мăшăр ытларах мăйракаллă шултра выльăхпа ĕçлет. Маларах сурăх, вăкăр та усранă. Çу кунĕсенче кайăк-кĕшĕк те ĕрчетеççĕ. Выльăх сарайĕнчи ĕçе механизацилени питех те меллĕ, вăхăта перекетлеме, ĕç тухăçлăхне ÿстерме май парать.

Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ те, Васильевсен çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлемеллине шута илсен, пушă вăхăт çук тесен те юрать, çĕрĕ вара ĕçлемелĕх пур. Хуçалăх ĕçĕнче ачисем яланах пулăшса пыраççĕ. Уйрăмах вĕсен пулăшăвĕ утă вăхăтĕнче питĕ вырăнлă.

Галина Маратовна, ашшĕ-амăшĕнчен ытла ир уйрăлнăскер, ачаллах ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ. Шкулта пĕлÿ хыççăн бухгалтера вĕреннĕ. Çамрăк специалист малтан хуçалăх бухгалтерĕнче, каярах бригадирта ĕçленĕ. Мăшăрĕ, Михаил Николаевич, зоотехника вĕреннĕскер, ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне выльăх-чĕрлĕх отрасльне халалланă. Çакна та палăртса хăвармалла, Васильевсемшĕн райпо ĕçĕ ют мар, вĕсем иккĕшĕ те лавкка сутуçинче те тимленĕ. Тăрăшуллă çемьен ĕçĕ малашне те ăнăçтăр, ăна валли сывлăхĕ çирĕп пултăр.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика