18 февраля 2017 г.
Федор Тимофеев (Тимухха Хĕветĕрĕ)1887 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче халĕ Чуманкасси ял тăрăхне кĕрекен Якаткасси ялĕнче çуралнă, пурăннă.
Малтан вăл Турайра вĕреннĕ, Кайран Чĕмпĕрти шкула вĕренме кĕнĕ. Тимухха Хĕветĕрĕ Етĕрне уесĕнчи шкулсенче учительте ĕçленĕ, каярах Чĕмпĕрти шкулта та вăй хунă. 1934-1937 çулсенче Ленинградри Востоковедени институтĕнче ĕçленĕ.
Чăваш чĕлхин орфографийĕпе пунктуаци правилисене, чĕлхе ăслăлăхĕн терминĕсене йĕркелекенĕсенчен пĕри пулнă. 1-4, 5-7-мĕш классенче вĕренмелли чăваш чĕлхин учебникĕсен авторĕ пулнă. Чăваш чĕлхин фонетикине, морфологийĕпе синтаксисне тĕпченĕ. Тимухха Хĕветĕрĕ куçару ĕçĕпе те нумай тимленĕ. Чăваш шкулĕнче вырăс чĕлхине вĕрентмелли методикăна та вăлах хатĕрленĕ.
1937 çулта ăна репрессиленĕ. Вăл 1941 çулта вилнĕ. 1956 çулта унăн таса ятне тавăрнă.
Паллă та хастар ентеш çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа районти библиотекăсемпе шкулсенче тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Чуманкасси вăтам шкулĕнчи 6-мĕш класра вĕренекенсемшĕн Тимухха Хĕветĕрĕ пирки ирттернĕ ятарлă калаçу сехечĕ уйрăмах интереслĕ пулнă, мĕншĕн тесен чăваш чĕлхин грамматики пирки хатĕрленĕ ĕçсен пĕрремĕш авторĕн тăванĕ Дария Тимофеева шăпах çак класра вĕренет. Тимухха Хĕветĕрĕ пурăннă пÿртре те халĕ унăн тăванĕ Роза Лебедева пурăнать.
Н. Николаева.