04 февраля 2017 г.
Район хаçачĕн редакцине Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Исетерккĕ ялĕнче пурăнакан Александр Макаров кĕнĕччĕ. "Пирĕн ял пуçĕнче башня вырнаçтарчĕç. Цифра телевиденийĕн башни пулать тесе ăнлантарчĕç пире ун чухне. Башньăна иртнĕ çулах пĕрремĕш кварталта, кайран иккĕмĕшĕнче, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш кварталта хута яратпăр терĕç. Башни халĕ те вырăнтах, анчах нимĕнле цифра телевиденийĕн передачисене те пăхаймастпăр. Туянса хунă приемниксем те усăсăрах выртаççĕ. Телевидени башниех пулчĕ-ши вăл е сотовăй çыхăну вышки-и;" - ыйтать вулакан.
Тÿрех каласа хăварнă пулăттăм. Ыйту çине хурав тупас тесе самаях хăшкăлма тиврĕ. Исетерккĕ ялĕ патĕнчи башньăна кам вырнаçтарнине тÿрех тупса палăртма май килмерĕ. Çавăнпа та хурав парассипе те тăхтама тиврĕ. Ку вăл çыхăну башни мар-ши тесе çыхăну компанийĕсен филиалĕсен яваплă ĕçченĕсемпе курнăçса пăхрăм. Çĕр участокне башня çĕклеме мĕнле компани е организаци арендăна е харпăрлăха илнипе те интереслентĕм.
Мана тивĕçтерекен хурава вара акционерсен "ВолгаТелеком" уçă обществин Чăваш Республикинчи филиалĕн Муркашри линипе техника участокĕн пуçлăхĕ Андрей Макаров кăна пама пултарчĕ. Андрей Михайлович ăнлантарса панă тăрăх, ку вăл цифра телевиденийĕн башниех иккен. Кун пирки вăл мана Шупашкарта вырнаçнă радиотелевидени передачисен центрĕпе (РТПЦ - радиотелевизионный передающий центр в Чувашской Республике) çыхăнса пăхма сĕнчĕ.
Хальхи вăхăтра Интернет пурри пирки манмăпăр. Çийĕнчех Интернетра кирлĕ сайта шыраса тупрăм. Башня хуçи федерацин "Российская телевизионная и радиовещательная сеть" патшалăх учрежденийĕн "Чăваш Республикинчи "Радиотелевизионный передающий центр" филиалĕ пулчĕ иккен.
Филиалăн официаллă сайтĕнчи материалсемпе паллашнă май çавна пĕлме пултартăм. Кун пек башньăсене пирĕн район территорийĕнче Исетерккĕ ялĕ патĕнчисĕр пуçне татах виççĕ - Оринин ял тăрăхĕнчи Лантăш, Ярославка ял тăрăхĕнчи Нискасси тата Ильинка ял тăрăхĕнчи Чĕпĕлкасси ялĕсем патĕнче те туса лартнă. Çапла вара район территорийĕнче кун пек башньăсем тăваттă. Анчах та çак вăхăта вĕсенчен пĕри те хута кайман иккен, апла пулсан цифра телевиденийĕн передачисене трансляцилеме пуçăнман. "На стадии строительства" тесе палăртнă вĕсене пурне те.
Башньăсене РТРС-1 тата РТРС-2 цифра пакечĕсемпе тивĕçтерме пăхнă. Цифра пакечĕ тенине цифра телевиденийĕн мĕнле каналĕсене пăхма май пуласси тесе ăнланмалла пулĕ ĕнтĕ. РТРС-1 шутĕнче "1", "Россия 1", "Матч!", "НТВ", "5", "Россия К", "Россия 24", "Карусель", "ОТР", "ТВЦ", РТРС-2 шутĕнче вара "РенTV", "Спас", "СТС", "Домашний", "ТВ 3", "Пятница!", "Звезда", "Мир", "ТНТ", "МузTV" каналсем пулаççĕ. Пĕтĕмпех тÿлевсĕр. Антеннăпа цифра телевиденийĕн приемникĕ кăна кирлĕ пулать. Антеннăна вырнаçтарса приемникпа сыпăнтарма пысăк пĕлÿллĕ специалистах кирлĕ те мар. Инструкципе паллашнă май кирек кам та ăна вырнаçтарма пултарать. Передачăсен пахалăхĕ вара уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Радиотелевидени передачисен центрĕн консультаци пулăшăвĕн службин телефонне те шыраса тупма май килчĕ. Шел, башньăсене хăçан хута ярасси пирки кунта та татăклă хурав параймарĕç мана. Çавна кăна çирĕплетсе каларĕç: регионсене цифра телевиденийĕн передачисене тÿлевсĕр пăхма май паракан проекта пурнăçа кĕртессине 2018 çулчченхи тапхăр валли пăхса хунă. Апла пулсан 2018 çулта передачăсене пăхма май пуласси иккĕленÿллĕ мар. Анчах та тен кăçалах пулĕ е çук; Ку ыйту уçă юлать.
Хаçат вулакан Александр Макарова вара çавна кăна пĕлтермелли юлать пулĕ. Цифра телевиденийĕн башнисене хута яман пулин те, район территорийĕнче ку передачăсене пăхакансем çак вăхăта çук мар ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен передачăсене трансляцилекен хута янă кун пек башньăсем Шупашкарта та, Çĕрпÿре те пур. Сăмах май хам та эпĕ "Триколор" передачисемсĕр пуçне цифра телевиденийĕн 20 каналĕпе те передачăсене иртнĕ çултанпах ирĕклĕнех пăхатăп. Ăçта çывăхарах пулнине кура антеннăна эфир хумĕсене Шупашкартан е Çĕрпÿрен йышăнмалла вырнаçтармалли юлать кăна. Паллă ĕнтĕ, çакă вăл антеннăпа приемник мĕнле маркăлли тата хăватли пулнипе те çыхăннах. Апла пулсан Александр Лаврентьевичăн тата цифра телевиденийĕн передачисене пăхма шухăш пуррисен ыттисен те специалистсемпе калаçса пăхни те ытлашши пулмĕ тесе шухăшлатăп. Антенна тата приемник сутакансем те сире сĕнÿпе пулăшма пултарĕç.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.